Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Шорин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫапла тӑвас пулать — малтан ҫынсемпе уйрӑммӑн калаҫмалла, — акӑ Маков, Алеша, — хутла пӗлекен тата начальство кӳрентернӗ ҫивӗч ҫын, Шорин, Сергей — вӑл та ӑслӑ-тӑнлӑ.

— Надо так — сначала поговорить с мужиками отдельно, — вот Маков, Алеша — бойкий, грамотный и начальством обижен, Шорин, Сергей — тоже разумный мужик.

XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ҫав территори тӑрӑх, шуррисем урӑм-сурӑм хаяррӑн хирӗҫ тӑнине сире-сире, Хоперпа Дон еннелле татти-сыпписӗр ҫапӑҫусемпе малалла куҫнӑ май, Шорин ушкӑнӗн наступлени тӑвас хӑвачӗ майӗпенех чакса пырать.

С непрестанными боями продвигаясь к Хопру и Дону, преодолевая ожесточенное сопротивление белых и находясь на территории, группа Шорина постепенно растрачивала силу наступательного порыва.

XX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шорин приказӗпе Мамонтова хирӗҫ Кирсанов ҫывӑхӗнчен резерври 56-мӗш дивизие кӑларса тӑратаҫҫӗ.

По приказу Шорина навстречу Мамонтову из района Кирсанова была двинута резервная 56-я дивизия.

XX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тивӗҫлӗ ӗҫсем туса ирттернипе тӗп ударлӑ ушкӑн командующийӗ Шорин икӗ ҫарӑн шалти флангӗсене пӗрлештерме пултарнӑ-ха, ҫапах та унӑн Мамонтовӑн утлӑ корпусне тытса чарма май килмест.

Принятыми мерами командующему главной ударной группой Шорину удалось сомкнуть внутренние фланги обеих армий, но не удалось задержать конницу Мамонтова.

XX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Июль вӗҫӗнче хӗрлӗ ҫарсем Кӑнтӑр фронтӑн пӗтӗм тӗп участокӗнче анлӑ наступление куҫма хатӗрленеҫҫӗ, Ҫав тӗллевпе 9-мӗшпе 10-мӗш ҫарсене Шорин командующи ертсе пыракан ударлӑ ушкӑна пӗрлештереҫҫӗ.

В конце июля началась подготовка красных армий к переходу в широкое наступление по всему центральному участку Южного фронта, С этой целью 9-я и 10-я армии объединялись в ударную группу под командованием Шорина.

XX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней