Поиск
Шырав ĕçĕ:
Татьянӑна вӑл пирвай курчӗ, вара, нимӗн тума пӗлмесӗр пулмалла, хӗрелсе кайса чарӑнса тӑчӗ, каллех Лида Чебанюк пӳлӗмне кӗрсе пытанмалла-ши, Татьяна иртсе кайиччен ҫаплах тӑмалла-ши, е ун патне хӑйӗн пырса калаҫу пуҫламалла-ши…
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эпӗ райкома жалоба памастӑп, анчах эпӗ сана юлашки хут лӑпкӑн калатӑп: е эсӗ ыран конспектсем илсе килӗн те эпӗ эсӗ мӗнле вӗреннине курам, малашне эпӗ сӗннӗ кӗнекесене эсӗ чӑнласах вулӑн, е эпӗ санран Лида Чебанюк умӗнче кӑна мар, пӗтӗм район умӗнче мӑшкӑлласа кулӑп.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Вӑл техникумра вӗренсе тухнӑ пулсан та, Чебанюк кам-ха вӑл, эпӗ кам?— Она хоть и техникум прошла, а кто такая эта Чебанюк и кто есть я?
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
«Акӑ сана Лида Чебанюк!
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лида Чебанюк кӗнекесене темле уйрӑмла, эпӗ каланӑ пулӑттӑм, чӑн-чӑн юратупа юратнӑ; мӗншӗн тесен вӑл кӗнекесене вуланинче кӑна мар савӑнӑҫ тупнӑ; алра тытма, автор хушаматне сасӑпа вулама, хӑҫан тухнине ӑна кӑларни ҫинчен мӗн ҫырнине, редактор кам пулнине, хӑш типографинче пичетленине, тиражӗ мӗн чухлине пӑхма; унтан титул ҫине номер лартма, ҫӳлӗк ҫине шӑпах кӗнеке ӑҫта пулма тивӗҫ, ҫавӑнта лартма, кӗнекене вулакана пама, вара унтан каялла илме, ун чухне кӗнекене килӗшнипе килӗшменни ҫинчен ыйтса, ответне тетрадь ҫине ҫырса хума вулани пекех юратнӑ.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унта кӗнекесем вуншар пин том шутланмаҫҫӗ-ха, ӑна уҫни те иккӗмӗш ҫул ҫеҫ, ҫавӑнпа унта халь анчах тухнӑ ҫӗнӗ кӗнекесем кӑна пур-ха, вӗсем — пуринчен ытла вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫырса кӑларнӑ кӗнекесемпе брошюрӑсем, мӗнле те пулин илемлӗнрех калама кирлӗ пулсан, хӑюллӑнах калама пулать: колхоз библиотеки унӑн хуҫи хитре те ытла вӑтанакан хӗрача Лида Чебанюк пекех ҫамрӑк; вӑл Ессентукири библиотека техникумӗнчен вӗренсе тухни ҫинчен калакан диплома илсе, хӑй колхозне килни нумай пулмасть.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
- 1