Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрелсерех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрелсерех кайнӑ курӑк ҫумӑрпа лапчӑнса ларнӑ ҫӗр ҫумне тайӑнса тӑракан курӑк тунисем тапранмаҫҫӗ, анчах вӗсем ҫине ҫутӑ пайӑрка ӳксессӗнех курӑксем хуллен чӗтренсе илни палӑрать, тен вӑл пурӑнӑҫӑн юлашки вӑйӗ пулать пулӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӗре ӳтлӗ типшӗм ура хырӑмӗ ҫинче, чӗркуҫҫирен аяларахра, чӑлха ҫыххи ҫумӗнчерехре — Дарья ӑна шыва кӗрес умӗн хывса хума маннӑ пулас — хӗрелсерех тӑракан ҫӗнӗ шӑйрӑлчӑк йӗр пур, унтан юн кӑштах сӑрхӑнать.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Петя Уралец хӑйӗн хӗрелсерех ларнӑ шывлӑ куҫӗсене Озеров курасран пытарса, кӗсйинчен пӗр йӗкӗр ывҫӑ тӗрлӗ тӗслӗ вӗт чул кӑларса сӗтел ҫине хучӗ — ку чулсене Яхно комиссар Вазуза хӗрринчен ҫакӑнта ҫитиех илсе ҫитернӗ-мӗн.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Мӗн эс — мунчала чӑмланӑ пек калаҫатӑн? — хӗрелсерех кайса, кӑшкӑрса ячӗ Волошин.— Что ты говоришь, будто мочалку жуешь? — покраснев, закричал Волошин.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Страницы:
- 1