Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лав хыҫӗнчен Христоньӑпа юнашар лӑкӑштатса утса кайнӑ старикӗ ҫине юлашки хут пӑхса илчӗ те, тӑртаннӑ куҫӗсене саппун аркипе шӑлкаласа, тек каялла пӗрре те ҫаврӑнса пӑхмасӑр, килнелле васкарӗ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тилӗрсе кайнӑ Григорий вара хӑркӑлтӑк сасӑпа хӑрушла ирсӗр сӑмах персе ячӗ, лашине хиклетсе илсе, Христоньӑпа танлашрӗ, унӑн тарласа йӗвеннӗ ҫурӑмӗ тӑрӑх чӑпӑрккипе киленсех вирлӗн туртса касрӗ.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий Христоньӑпа хӑйсен хутор казакӗсене пурне те ҫул ҫине чиксе килнӗ табакпа хӑналарӗ; каяс умӗн тин Степан Астахова курчӗ.
LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Христоньӑсен пӳртӗнче вӑл тул ҫутӑличченех кӑмака сакки ҫинче ларчӗ, чикаркка хыҫҫӑн чикаркка выҫлӑхланса туртрӗ; чуна кишӗклекен шухӑшсенчен, Петрошӑн хуйхӑрса ӑш хыпса ҫуннинчен мӗнле те пулин хӑпас тесе, унтан каллех, хыпкаланса ӳксе, кӗсйинчен табак енчӗкӗ туртса кӑларчӗ, — йӳҫек тӗтӗме кӑкӑр туллин ҫӑтса, тӗлӗрсе выртакан Христоньӑпа кирлӗ-кирлӗ мар япаласем пирки сӑмах пуҫларӗ.
XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӑрушӑ! — терӗ тепӗр хут, казаксем хӑй каласа панине ним хӑрамасӑр итлесе тӑнинчен тӗлӗнсе; хӑрарӗҫ-и хӑрамарӗҫ-и те — анчах Григорин, Христоньӑпа Томилинӑн лӑпкӑ та сивлек пичӗсем ҫине пӑхса илсе, вӑл хӑйӗн ӑшӗнче ҫапла шухӑшласа хучӗ.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫапах та хутора Христоньӑпа Матвей Кашулин старик илсе ҫитернӗ хыпар пуринчен те тӗлӗнмеллереххи пулчӗ: хуҫалӑхра кирлӗ пулнипе вӗсем пӗр-икшер ҫамрӑк юман суйласа касма тесе Хысна вӑрманне кайнӑ пулнӑ та туйралӑхпа пынӑ чух тип ҫырмаран хир качакипе унӑн хӗл каҫнӑ путеккине хӑратса тартнӑ.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Христоньӑпа Иван Алексеевич таврӑнчӗҫ те тем те пӗр пакӑлтатса кӑтартрӗҫ.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Пӗтсен тӳрех ман хваттере пырӑр, — терӗ тухса каяс умӗн Христоньӑпа Иван Алексеевича.Уходя, попросил Христоню и Ивана Алексеевича: — Как кончится, идите домой ко мне.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хутор пурнӑҫӗпе унти хыпарсем ҫинчен каласа панӑ май, Иван Алексеевич Христоньӑпа хӑйне съезд делегачӗ туса янӑ фронтовиксен пухӑвӗ ҫинчен те кӗскен хыпарларӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Январӗн 8-мӗшӗнче Христоньӑпа Иван Алексеевич хутортан кӑвак ҫутӑллах тухрӗҫ.8 января с рассветом Христоня и Иван Алексеевич выехали из хутора.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
- 1