Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Уксах сăмах пирĕн базăра пур.
Уксах (тĕпĕ: уксах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уксах сурӑхӗ кая тӑрса юлнӑ-ҫке! — тесе кӑшкӑрчӗ ҫамрӑк хӗрарӑм, хыҫалтан сӑнкӑлтатса пыракан виҫ ураллӑ сурӑх ҫине кӑтартса; унтан сылтӑм аллинчи хуллипе сулса илчӗ те, хӑй пуҫӗ ҫинчи ула пире сулахай чӑлах аллипе темскерле аялтан ярса илсе, кая юлнӑ уксах хура сурӑх патне чупрӗ.

хромая-то совсем отстала, — крикнула молодайка, указывая на ковылявшую позади стада трехногую овцу, и, взмахнув правой рукой хворостиной и как-то странно, снизу, кривой левой рукой перехватив дерюжку на голове, побежала назад за отставшей хромой мокрой черной овцой.

II // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

— Хӑвӑр, хӑвӑр епле-ха? — сассине хӑпартрӗ лешӗ, — уксах лашашӑн та укҫа шӑйӑрса илетӗр.

Помоги переводом

IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Хапхаран мӑнукӗ, ун хыҫҫӑн уксах йытӑ якӑлт сиксе кӗнине курсан, латлӑ мара сиссе, Амӑшӗн аллинчи пӑтратмӑш чашӑкӗ шап тухса ӳкрӗ.

Помоги переводом

«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Уксах Тарзана епле пулӑшмаллине пӗлеймесӗрех аллине супӑньпе ҫурӗ Вова, унтан — питне, вара унтан тирпейлӗн шӑлӑнса пӳлӗмелле иртрӗ.

Помоги переводом

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Кашкӑрсене ялтан пистерме тӑрӑшнӑ уксах Вихтӗр бригадир ячӗпе: пӗрре… иккӗ… виҫҫӗ…

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Эпӗ акӑ уксах.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Михала, лаша ҫинчен ӳксе уксах пулса юлнӑскер, салтака кайман.

Помоги переводом

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Красный пахарь» колхозӑн уксах председателӗ Савелий Митрофанов шеллерӗ, хуралҫа каҫхи хӑнана чей ӗҫтерме сӗнчӗ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Уксах Кантраттие хӗрарӑмсем хӳтӗлесен тин леш те ҫӑварне хупать.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Ак тытсан, хӑвна тӑлу-ҫӑпатупах ҫисе яратӑп, — тарӑхса каять бригадир — Уксах Кантратти.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Пӗчӗк пулсан та, уксах пулсан та, вӑйӑм пур иккен ман, — терӗ.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Анчах, мӗн чухлӗ Пинер ҫинчен усалтарах каларӗ, Укаслу ытларах уксах ача еннелле туртӑнчӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑннипе каласан иккӗшне те вӗсене Пинер, уксах та ҫивӗч куҫлӑ, кӑшт вӑтанчӑкрах ача ҫӑлчӗ…

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уксах ача чӗнмерӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара хайскер, уксах ачана чӗнес тесе, хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак тискер ҫапӑҫу мӗнпе вӗҫленнине Укаслу кураймарӗ, мӗншӗн тесен, уксах ача хӑрушшӑн кӑшкӑрса яни ӑна шарт сиктерчӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Часрах ҫӗмрен! — кӑшкӑрса ячӗ уксах ача.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хыҫалтан килеҫҫӗ! — уксах ачана асӑрхаттарма шухӑшларӗ Укаслу.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑнпа усӑ курса, уксах ача уххине туртса карӑнтарчӗ те ҫывӑхри тепӗр кашкӑра тӗллесе печӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уксах ача аллине хыҫалалла тӑсрӗ, Укаслу ӑна васкасах тепӗр ҫӗмрен тыттарчӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней