Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ялӑн анат вӗҫӗнчен, клуб картишӗнчи симӗс ҫерем ҫинчен килес-ши е килес мар-ши тесе вӑтанакан хӑна евӗр, юрӑ майӗпен те асӑрханса хӑпарать, вара, турикаса ҫитсен, ман тавра ҫаврӑнма тытӑнать:
Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.
Турикаса ҫитес умӗн мӑчавар ачи сасартӑк хӑй еннелле утсем сиккипе килнине илтсех кайрӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӗрӳ ӗҫ ҫийӗ те, хура кӗр те иртрӗ, хӗл те ларчӗ — Пазухин ҫаплах Турикаса килмерӗ.
XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пазухин шыв-шур типсе ҫитмеcӗр те Турикаса пырса курма вӑхӑт йӳнеҫтереймерӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ашшӗ таҫтан темле хӗрӗх ҫулхи хӗр тупса парсан тин Варсун Турикаса ҫӳреме пӑрахрӗ, анчах Кӗсле Матвинне ӗҫкӗ-ҫикӗшӗн, тӗрлӗ парнесемшӗн пушмак пӑруне туртса илчӗ.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Ыра тантӑш-тӑвансем, Турикаса уттарар!
Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Хӗре качча паратпӑр, Турикаса утмӑр-ши?
Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
— Колхозсене пӗрлештерес пулсан, фермӑсене йӑлтах Турикаса куҫармалла, эх, вӗсен вырӑн лайӑх-ҫке! — терӗ Кабир.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Ятмана кӗтетӗп, Турикаса кайрӗ те ҫухалчӗ, — терӗ вӑл.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Липӑн унпа Турикаса ҫитиччен ҫеҫ мар, аякка-аякка утас килет, пӗр чарӑнмасӑр, пурнӑҫ тӑршшӗпе!
XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Апла эсӗ мана Турикаса пырса ҫӳременшӗн ӳпкелетӗн пулать, — сӑмах йӗрне тупма тӑрӑшрӗ вӑл.
XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫав каҫах Назиб, агронома шыраса, Турикаса кайрӗ.
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Эп Атӑлкассинче чухне вӑл — Тутаркасра, Тутаркаса килтӗм те, вӑл Турикаса тарать.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Ӗнтӗ эпӗ Турикаса куҫатӑп, кунта пурӑнса ҫитет, — тахҫанах шухӑшласа хунӑ япалана пӗлтернӗ пек татса каларӗ Липа.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Турикаса Ятман пӗччен каймарӗ, паян ҫеҫ вӑрмантан килсе ҫитнӗ Кӑтра Михалапа пӗрле пырса кӗчӗ.
XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ытти урамсемпе тӑкӑрлӑксенчен тапса тухнӑ халӑх Турикаса ҫитме те ӗлкӗрейменччӗ, тахӑшӗ хыҫалта: «Анаткас ҫунать, ачасем! Анаткас ҫунать!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ.
12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Сӑпани вӑрт! пӑрӑнчӗ те халӗ ӗнтӗ ҫирӗппӗнех тӑвалла, Турикаса уттарчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Катаран килекен лавсем, Турикаса кӗрекен ҫултан пӑрӑнса, ӗннӗ ҫерем хӗррипе тӳрех Анаткас еннелле ӳкрӗҫ те лашисене майӗпенрех юрттарма тытӑнчӗҫ.
XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
- 1