Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тен, лашине чӗлпӗртенех ҫавӑтса пынӑ пулсан, Щукарь Гремячий Лог хуторне чиперех ҫитсе ӳкнӗ пулӗччӗ, анчах вӑл, хӑйӗн кумӗ тата палланӑ казаксем пурӑнакан Тубянски хуторне кӗрсен, чи хӗрринчи кил тӗлне ҫитнӗ-ҫитменех, чӗлпӗртен сӗтӗрсе пырас марччӗ, уттарса та пулин утланса пырасчӗ тесе, лаши ҫине хӑпарса ларма шут тытать.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл ҫакна питех те лайӑх астӑвать-ха: пӗррехинче, Тубянски арманӗнче, Марина пӗр сӑнран пӑхма тӗреклӗ казакпа, Дон леш енчен килнӗскерпе, кӗрешме тапратрӗ.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Марина турӑ патнелле туртӑнчӗ, турра хытӑ кӗлтума тытӑнчӗ, аслӑ типӗре хӗрӗх кунӗпех типӗ тытса пурӑнчӗ, виҫҫӗмӗш эрнинче кунсеренех Тубянски чиркӗвне кӗлтума ҫӳрерӗ, ҫылӑх каҫарттарса, турӑ юнӗ сыпрӗ.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Нагульнов Тубянски еннелле пӗр ҫӗр чалӑша яхӑн сиккипе чуптарса кайрӗ.Нагульнов проскакал по направлению к Тубянскому саженей сто.
6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1