Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тимрука хурласа сӑмах калаймӑн: тахҫан ҫывӑрса канать вӑл, тахҫан апатланать, тахҫан ӗҫе тӑрса каять.Но Тимрук справляется, правда, неизвестно, когда отдыхает, когда обедает, когда уходит в поле.
XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Унтан шухӑш ҫӑмхи, тахҫан ҫӳресе курнӑ лайӑх пӗлекен сукмак ҫине кустарса янӑшӑн савӑннӑ евӗр, хӑвӑрт та чӑртмаххӑн ҫавӑрӑнса сӳтӗлме, тӳссе ирттернӗ самантсене сыпӑкӑн-сыпӑкӑн аса илтерме тытӑнчӗ: ҫапӑҫура вилнӗ вырӑс тата нимӗҫ салтакӗсен пичӗ-куҫӗсем, нӗрсӗррӗн сапаланса выртакан кӗлеткесем; тӗрлӗ сасӑллӑ шӑв-шав, калаҫу; тахҫан курнӑ пейзажӑн вӑхӑт шӑлса кайнӑ тӗссӗр татӑкӗсем; никама каласа паман, анчах темле майпа упранса юлнӑ шухӑшсем; канонадӑн аса илсе ҫитермелле мар хӑрушӑ ахрӑмӗсем, пулемет шатӑртатнӑ тата лента кӑштӑртатса шунӑ сасӑсем, хаваслӑ музыка, тахҫан юратса пурӑннӑ хӗрарӑмӑн чуна ыраттармалла хитре те кӑшт шупкарах тути, унтан каллех тата — вӑрҫӑ таткаланчӑкӗсем, — вилнӗ ҫынсем, тӑвансен масарӗсен пусӑрӑнса кӗнӗ тӗмескисем… — ҫаксем пурте пуҫра ҫывӑрмасӑр курнӑ тӗлӗк пек умлӑн-хыҫлӑн шӑвӑна-шӑвӑна иртрӗҫ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тахҫан ӗлӗк пулнӑ унӑн арӑмӗ, тахҫан ӗлӗк вӑл хӑмлапа, чӑптапа тӗрмешнӗ.Когда-то давно была у него жена; когда-то давным-давно он пытался разжиться на хмеле и мочале.
Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Тахҫан пӗтӗ, тахҫан пӗтӗ ҫав урнӑ фашист, — терӗ Кӗтерне.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пӳртри япаласем тахҫантанпах асра юлнӑ, анчах тӗлӗнмелле — вӗсем пурте; мачча пӗрени ҫине ҫапса хунӑ тимӗр ункӑ та (ун ҫинче тахҫан Корней ачасене сиктерсе ҫывӑрттарнӑ сӑпка ҫакӑнса тӑнӑ), алӑк патӗнчи пӗрене ҫине ӗмӗрлӗхех ҫапса хунӑ тутӑхнӑ ҫекӗл те (ӑна тахҫанах, Корнейӑн хӑйӗн лаша пулнӑ чухнех ҫапнӑ, ҫекӗлӗ ҫине хӗлле лаша таврашӗ ҫакнӑ) мачча ҫинчи тусан витӗр курӑнакан краҫҫын лампи ҫунса хуратнӑ ҫаврашка та; кӗтесри тахҫан сенкер сӑрӑпа сӑрланӑ, халӗ сӑрӗ сӗвӗнсе пӗте пуҫланӑ ҫӳлӗк те (юлашки ҫулсенче ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, турӑшсене илсе, унта хӑйсен кӗнекисемпе тетрачӗсене хунӑ) — ҫаксем пур-те куҫа ҫӗнӗлле курӑнаҫҫӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тахҫан, тахҫан авалах вӗсен тӗп аслашшӗсем, кивӗ тӗне тытаканскерсем, Российӑран тарса килсе, Терек леш енче, Гребня ҫинчи чеченецсем хушшинче, Аслӑ Чечнян вӑрманлӑ сӑрчӗсен пӗрремӗш хысакӗ ҫине вырнаҫса ларнӑ.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл, хулари пек шукӑлленсе, тутисене пӑркаларӗ те, ҫапла каларӗ: «Тахҫан Нагульнова пулнӑ пуль те, тахҫан Лушка тенӗ пуль те, халӗ Лукерья Никитична Свиридова. Ку акӑ манӑн упӑшка, сӑрт-ту инженерӗ Свиридов, паллашӑр», терӗ.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тахҫан ӗлӗк шкула юратни, тахҫан иртнӗ ача чухнехи ҫулсене самантлӑха аса илни ӑна пур япалана та мантарса ячӗ, салхулатрӗ.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑй умӗнчи япаласене тӗлӗкре курнӑ-и вӑл е пурнӑҫра тахҫан курса маннӑ-и, анчах вӑл ҫакна ӑнланать: ун умӗнче ҫав тахҫан курнӑ ҫынсемех лараҫҫӗ, ҫав сӑмахсенех вӑл тахҫанах пӗрре илтнӗччӗ; ӗмӗтпе тепӗр хут ҫав вӑхӑта курма май ҫук, ӑс-пуҫ иртнине тепӗр хут чӗртеймест, шухӑша ярать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тахҫан авал тинӗс хӗрринче пӗр ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм пурӑннӑ.
Пӗртӑван Люсем // А. Андреев. Тӑван Атӑл. — 1960. — № 5. — С. 69–70 с.
Тахҫан пӗр ҫамрӑк сутӑҫ пурӑннӑ, вӑл нимӗҫ пӑрҫинчен чӑкӑт туса сутнӑ.
Ӑслӑ попугай // А. Андреев. Тӑван Атӑл. — 1960. — № 5. — С. 65–67 с.
Халӗ вӑл ӑмӑртӑва тахҫан пӗрре ирттернипех ҫырлахаҫҫӗ.
Йывӑрлӑхсене парӑнманскер // Виталий МЕРДЕЕВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... %b5%d1%80/
Механика пӗлӗвӗсене этем тахҫан авалтанпах туянса пынӑ.
2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Капла тахҫан килеҫҫӗ-ха? — сӑртри вӑрман ҫулӗ еннелле пӑхса илчӗ Степа.
Сӑртри палӑк // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Тен, хӑй ӑна пӗрре кӑна та мар уҫа-уҫа вуланӑ, тахҫан мӗн курнине тепӗр хут чӑтса та ирттернӗ, ҫапӑҫури паттӑр тусӗ-юлташӗсене тепӗр хут та курнӑ, ҫухату хуйхипе ҫӗнтерӳ савӑнӑҫне те чӑтса-туйса ирттернӗ…
Вӑрҫӑ ахрӑмӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.
Халиччен тахҫан пӗтермелле.
Санька отрячӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.
Урӑх тахҫан килет Славик пирӗн яла…
Хастар ачасем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.
Тахҫан ӗлӗк хаяртан та хаяр хан хушнипе пӗр пушкӑрт йӗкӗтне иртсе ҫӳреме май ҫук ҫӗре илсе пырса янӑ.
Хастар ачасем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.
Тахҫан, салтака кайиччен, аттепе Чулпанти Мидхат агай патӗнче ӗҫсе курнӑччӗ — ҫавӑнтанпа тутанса пӑхман, — стакана татах тултарчӗ Альберт.
V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.
Кӳлме вӗрентнӗ пулсан, скотниксем тахҫан улӑштарса каятчӗҫ-ха ӑна.
IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.