Поиск
Шырав ĕçĕ:
3. Хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫине аслӑлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 4. пӗр Хӑй анчах пысӑк хӑватсем Тӑвакана аслӑлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 5. Вӑл тӳпене ӑслӑлӑхӗпе пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 6. ҫӗре шывсем ҫине тӗреклӗ лартнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 7. аслӑ ҫутӑсем пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 8. куна тытса тӑма хӗвеле пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 9. каҫа тытса тӑма уйӑхпа ҫӑлтӑрсене пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 10. Египетра малтан ҫуралнисене пӗтерсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 11. Израиле вӗсен хушшинчен илсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 12. хӑватлӑ аллипе, пысӑк вӑйӗпе илсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 13. Хӗрлӗ тинӗсе икӗ енне уйӑрса тӑратнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 14. Израиле ун урлӑ каҫарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 15. фараона ҫарӗ-мӗнӗпех Хӗрлӗ тинӗсе путарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 16. Хӑйӗн халӑхне пушхирпе ертсе пынӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 17. аслӑ патшасене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 18. хӑватлӑ патшасене вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 19. Аморрей патшине Сигона вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 20. Васан патшине Ога вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 21. вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе панӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 22. еткерлӗхе Израиле, Хӑйӗн чурине, панӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 23. эпир мӑшкӑл тӳснӗ чухне пире аса илнӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 24. пире хамӑр тӑшмансенчен хӑтарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 25. пур чӗрӗ чуна та ҫимӗҫ парать: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе.
Пс 135 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑл Египетра чи малтан ҫуралнисене ҫыннинчен пуҫласа выльӑхӗ таранччен вӗлерсе тухнӑ, 9. эй Египет, Вӑл санӑн ҫӗрӳ ҫинче фараона та, унӑн пур чурине те хӑватсемпе кӗтретсем кӑтартнӑ, 10. халӑхсене нумайӑшне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, вӑйлӑ патшасене пӗтернӗ: 11. Аморрей патшине Сигона, Васан патшине Ога, Ханаан ҫӗрӗнчи пур патшалӑха та пӗтернӗ; 12. вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе, еткерлӗхе Хӑйӗн халӑхне Израиле панӑ.
Пс 134 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Моисей Рувим йӑхне ӑрӑвӗсем тӑрӑх еткер ҫӗр панӑ: 16. вӗсен ҫӗрӗн чикки Арнон юхӑм шывӗ хӗрринчи Ароер пулнӑ, вӗсене акӑ мӗн-мӗн тивнӗ: Арнон айлӑмӗнчи хула, Медева ҫумӗнчи пӗтӗм тӳремлӗх, 17. Есевон тата ун таврашӗнчи тӳремлӗхри мӗнпур хула: Дивон, Вамоф-Ваал, Беф-Ваал-Меон, 18. Иааца, Кедемоф, Мефааф, 19. Кириафаим, Сивма, Емек тӑвӗ ҫинчи Цереф-Шахар, 20. Беф-Фегор, Фасга ту аркинчи вырӑнсем, Беф-Иешимоф, 21. тӳремлӗхри пӗтӗм хула, аморрейсен патшийӗн Сигонӑн пӗтӗм патшалӑхӗ; ӑна, Есевонра патшара ларнӑскере, Моисей вӗлернӗ; ҫавӑн пекех Моисей мадиансен ҫулпуҫӗсене Евия, Рекема, Цура, Хура, Ревӑна та пӗтернӗ, лешӗсем ҫав ҫӗршывра Сигона пӑхӑнса пурӑннӑ пулнӑ; 22. вӗсене вӗлернӗ чухне Израиль ывӑлӗсем Веор ывӑлне Валаам пӗлӗмҫе те хӗҫпе касса вӗлернӗ.
Нав 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль ывӑлӗсем Иордан леш енче хӗвелтухӑҫ еннелле выртакан ҫӗре — Арнон юхӑмӗнчен пуҫласа Ермон тӑвӗ таран сарӑлса выртакан ҫӗре — тата тухӑҫ енчи пӗтӗм тӳремлӗхе ҫакӑ патшасене ҫӗнтерсе туртса илнӗ: 2. Есевонра пурӑннӑ Сигона, аморрейсен патшине; унӑн ҫӗрӗ Арнон юхӑм шывӗн хӗрринчи Ароертан пуҫланса Аммон чиккинчи Иавок юхӑмӗ таранах сарӑлса выртнӑ, Арнон айлӑмӗ те, Галаад ҫӗрӗн ҫурри те унӑн ҫӗрӗ пулнӑ, 3. вӑл тата пысӑк айлӑма — Хиннереф тинӗсӗн тухӑҫ ҫыранӗнчен пуҫланса тӳремлӗх тинӗсӗ патне, Тӑварлӑ тинӗс патне, ҫитиччен, тухӑҫ енче Беф-Иешимоф патне ҫитиччен, кӑнтӑр енче Фасга ту арки патне ҫитиччен сарӑлса выртакан айлӑма — тытса тӑнӑ; 4. Израиль ывӑлӗсем Сигонпа чикӗллӗ пурӑнакан Ога та — Васан патшине, рефаимсен пӗртен-пӗрре юлнӑ ҫыннине, Астарофпа Едреи хулисенче пурӑнаканскере — парӑнтарнӑ, 5. ҫав патша Ермон тӑвӗпе Салха хулине, пӗтӗм Васан ҫӗрне Гессурпа Мааха чикки таранччен, Галаад ҫӗрӗн ҫуррине Есевон патшийӗн Сигонӑн патшалӑхӗ чикки таранччен тытса тӑнӑ.
Нав 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсем ӑна каланӑ: санӑн чурусем Ҫӳлхуҫа Турру ячӗпе питӗ инҫетрен килчӗҫ: эпир Унӑн мухтавӗ ҫинчен, Египет ҫӗрӗнче Вӑл мӗн-мӗн туни ҫинчен илтнӗ, 10. Иордан леш енче [пурӑннӑ] аморрейсен икӗ патшине — Есевон патшине Сигона тата Астарофпа [Едреи] хулисенче [пурӑннӑ] Васан патшине Ога — мӗн туни ҫинчен те пӗтӗмпех илтнӗ.
Нав 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Леш яш ачасем ҫывӑрма выртиччен арӑм вӗсем патне ҫурт тӑррине улӑхнӑ та 9. каланӑ вӗсене: эпӗ пӗлетӗп — ку ҫӗре Ҫӳлхуҫа сире панӑ: эсир пире сехӗрлентерсе пӑрахрӑр, ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте сирӗнтен хӑраса тӑраҫҫӗ; 10. эпир илтнӗ ӗнтӗ: эсир Египетран килнӗ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн умӑрти Хӗрлӗ тинӗс шывне мӗнле типӗтнине, Иордан леш енче аморрейсен икӗ патшине — Сигона тата Ога — эсир мӗн кӑтартнине, мӗнле тӗп тунине пӗлетпӗр; 11. ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн пирӗн чӗремӗрсем хавшаса ӳкрӗҫ, вара [пирӗн хушшӑмӑртан] сире хирӗҫ тӑмашкӑн никамӑн та хал тупӑнмарӗ: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Турӑ пулса тӑрать-мӗн; 12. апла Ҫӳлхуҫа [Туррӑр] ячӗпе ман умра тупа тӑвӑр: эпӗ сире ырӑ тунӑ пек, эсир те манӑн аттем килне ырӑ тума пулӑр, 13. манӑн аттемпе аннеме, пиччем-шӑллӑма, аппам-йӑмӑкӑма тата вӗсен мӗнпур кил-йышне чӗрӗ халлӗн хӑварӑпӑр, пирӗн чунӑмӑра вилӗмрен хӑтарӑпӑр тесе мана шанчӑклӑ паллӑ парса шантарӑр, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: унран ан хӑра, Эпӗ ӑна, унӑн халӑхне те, унӑн ҫӗрне те пӗтӗмпех санӑн аллуна парӑп, эсӗ вара ӑна Есевон хулинче пурӑннӑ Сигона, аморрейсен патшине, мӗн кӑтартнӑ, ҫавнах кӑтартӑн, терӗ.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫӳлхуҫамӑр мана каларӗ: акӑ Эпӗ Сигона [Есевон патшине, аморрей ҫыннине,] тата унӑн ҫӗрне сана пама пуҫлатӑп; унӑн ҫӗрне алла илме тытӑн, терӗ.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Тапранӑр, ҫула тухӑр, Арнон юхӑм шывӗ урлӑ каҫӑр; акӑ Эпӗ санӑн аллуна Сигона — Есевон патшине, аморрей ҫыннине — тата унӑн ҫӗрне паратӑп; ҫав ҫӗре ярса илме хатӗрлен, унпа вӑрҫӑ вӑрҫ; 25. ҫак кунран тытӑнса Эпӗ тӳпе айӗнчи пур халӑха та сан умӑнта хӑратса та сехӗрлентерсе тӑрӑп; сан ҫинчен илтнисем чӗтресе, санран сехӗрленсе ӳкӗҫ, терӗ Турӑ.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей ҫак саккуна хӑй Сигона — аморрейсен патшине, Есевон хулинче пурӑннӑскере — тата Ога — Васан патшине, Аштерофпа Едреи хулисенче пурӑннӑскере — вӗлернӗ хыҫҫӑн 5. Иордан леш енчи Моав ҫӗрӗнче ӑнлантарма пуҫланӑ та ҫапла каланӑ: 6. Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, Хоривра пирӗнпе калаҫса ҫапла каларӗ: «сире ҫак ту ҫинче пурӑнса ҫитӗ! 7. каялла ҫаврӑнӑр, ҫула тапранса тухӑр: аморрейсен тӑвӗ ҫине тата вӗсен кӳршисем патне кайӑр, тӳремлӗхе, сӑртлӑха, айлӑм вырӑнсене, кӑнтӑрти ҫӗрсене, тинӗс хӗррине, Ханаан ҫӗрне тата Ливан тӑвӗ патне ҫитӗр, аслӑ юханшыв, Евфрат юханшывӗ, хӗррине ҫитиех кайӑр; 8. акӑ Эпӗ сире ҫакӑ ҫӗре паратӑп, кайӑр, Ҫӳлхуҫа тупа туса хӑвӑр аҫӑрсене — Авраама, Исаака, Иакова — вӗсене хӑйсене тата вӗсенӗн ӑрӑвӗсене пама пулнӑ ҫӗре ӗмӗрлӗхе илӗр» терӗ.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: унран ан хӑра, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ӑна, унӑн пӗтӗм халӑхне, пӗтӗм ҫӗрне санӑн аллуна парӑп, вара эсӗ Есевонра пурӑнакан аморрейсен патшине Сигона мӗн турӑн, кӑна та ҫавӑн пекех тӑвӑн, тенӗ.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1