Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пилемӗч (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней