Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑшавӑш (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шупашкар районӗнчи ялсене радио кӗртес тесе ун чух Ишек шкулӗнчи Е. Захаров учительпе О. Васильев колхозник, Кӑшавӑш шкулӗнчи А. Воронцов учитель те нумай тӑрӑшнӑ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Ҫемье ҫакӑн хыҫҫӑн районти ветстанцин Кӑшавӑш уйрӑмне телефонпа шӑнкӑравласа хыпарланӑ.
Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.
ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлевпа, райадминистраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Зоя Масловӑпа, Кӑшавӑш ял тӑрӑх пуҫлӑхӗпе Сергей Мульдияровпа пӗрле асӑннӑ комплексӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ.
«Ясна» хута кайма хатӗрленет // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Виҫӗм кун ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ «Ясна» этноэкологи комплексӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулчӗ.
«Ясна» хута кайма хатӗрленет // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Сергей Мульдияров пӗлтернӗ тӑрӑх, Кӑшавӑш ялӗ ҫывӑхӗнче кӑҫал 500 хыр хунавӗ лартса хӑварнӑ, Кӑрмӑш ялӗ тата Мӑнал сали ҫывӑхӗнче тепӗр 300 тӗм лартма палӑртаҫҫӗ.
Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Кӑшавӑш тӑрӑхӗнче пурӑнакансем те тӑван тавралӑха илемлӗрех, тасарах тӑвассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхне кӗрекен «Ясна» этноэкологи комлексӗ - ӗлӗкхи чӑваш ялне (ҫурт-йӗрне, картишне, лаҫне, мунчине) сӑнлакан вырӑн.
Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №
Страницы:
- 1