Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эх, ытла та йӑра иккен эсӗ, Клавти!
Пианино // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Ак кунта пире Клавти хапрӑка илнӗ ҫамрӑк ачасем ҫинчен каласа пачӗ.Вот тут нам Клавди рассказала про учеников, что на фабрику ихнюю взяли.
IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Клавти ҫирӗмелле ҫитнӗ хӗр, пусма фабрикинче ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен каласа пачӗ.Клавди, девушк двадцати лет, рассказала, что делается на ее фабрике.
IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пӗри Улька — кил хуҫи арӑмӗн хӗрӗ, тепри хӗрле мануфактура фабрикинче ӗҫлекен Клавти.Улька, дочь хозяйки, и Клавди — работница с фабрики «Красная мануфактура».
IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Клавти унта ҫартан тин кӑна таврӑннӑ яшпа Родионпа паллашнӑ.
«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Кӑкӑр ачине хӑварса Клавти фермӑна ӗҫе тухнӑ.
«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Клавти патак ҫисе пурӑннине пӗлсен, ача кӗтнине пӑхмасӑрах, ашшӗпе асламӑшӗ лаша кӳлсе пынӑ та ӑна каялла илсе кайнӑ.
«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Анчах унӑн шукӑль костюмӗсӗр пуҫне Клавти нимӗн те курман: ҫын чунӗ кӗр ӗк арки мар — тавӑрса пӑхаймӑн.
«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
18 ҫул тултарсан Клавти Праски евчӗ тупса панӑ савнине тиркемен.
«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
«Хам та хӗн-хур айӗнче пурӑннӑ та, ачан ӑҫтан телейлӗ пулас-ха?» — кулянчӗ 80-ран иртнӗ Клавти аппа.
«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Клавти аппа ывӑлне мӑшӑр тупма тем пекех ӳкӗтленӗ.
«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Руслан Матюшкинӑн тӑванӗсем ӳкӗнсе каҫару ыйтас вырӑнне Клавти аппанах айӑпланӑ: «Ывӑлӑра хӑвӑр лайӑх пӑхман эсир», — тенӗ.
«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Эпӗ вара ӑна кӗленче тӗпӗнче юлнӑ ханшапа мухмӑр чӗрттертӗм, пирус тупса патӑм… — ҫав куна аса илчӗ Клавти аппа.
«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Ӑна питех шанман Клавти аппа: кӑмӑлӗ питӗ кӑра.
«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
Клавти аппа канӑҫне ҫухатнӑ.

- 1