Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кедес (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
29. Израиль патши Факей вӑхӑтӗнче Ассири патши Феглаффелласар вӑрҫӑпа килнӗ, вӑл Ион, Авел-Беф-Мааха, Ианох, Кедес, Асор хулисене, Галаадпа Галилея ҫӗрӗсене, ҫавӑн пекех Неффалимӑн мӗнпур ҫӗрне туртса илнӗ, унта пурӑнакансене Ассирие куҫарса кайнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑн чухне Кеней ҫынни Хевер, хӑй халӑхӗнчен — Моисейпе хурӑнташлӑ Ховав ывӑлӗсенчен — уйрӑлса, Кедес ҫывӑхӗнчи Цаанним юманлӑхне чатӑр карса лартнӑ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Варак ӗнтӗ Завулонсемпе Неффалимсене Кедес хулине чӗнсе пуҫтарнӑ, ун хыҫӗнчен вунӑ пин ҫын кайнӑ, Девора та унпа пӗрле пынӑ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Девора вара Варакпа пӗрле Кедес хулине кайнӑ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Неффалим тӑвӗ ҫинчи Галилейӑри Кедес хулине, Ефрем тӑвӗ ҫинчи Сихем хулине тата Иуда тӑвӗ ҫинчи Кириаф-Арба хулине — тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Хеврон хулине — уйӑрса илнӗ; 8. тата Иордан леш енче Иерихонран тухӑҫалла ларакан хуласене суйласа илнӗ: Рувим йӑхӗнчен — пушхирти, тӳремри Бецер хулине, Гад йӑхӗнчен — Галаадри Рамоф хулине тата Манассия йӑхӗнчен — Васанри Голан хулине; 9. ҫав хуласем ӗнтӗ Израиль ҫыннисемшӗн те, ютран пырса вӗсем хушшинче пурӑнакансемшӗн те уҫӑ пулнӑ: ҫынна йӑнӑшпа вӗлерекен ҫавӑнта тарса ӳкме пултартӑр, халӑх умне [сута] тӑриччен унӑн юншӑн тавӑракан аллинчен вилмелле ан пултӑр, тенӗ.
Нав 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вӗсенӗн тӗреклӗлетнӗ хулисем: Циддим, Цер, Хамаф, Раккаф тата Хиннереф, 36. Адама, Рама тата Асор, 37. Кедес, Едрея тата Ен-Гацор, 38. Иреон, Мигдал-Ел, Хорем, Беф-Анаф тата Вефсамис: пурӗ — вунтӑхӑр хула тата вӗсенӗн ялӗсем.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иуда ывӑлӗсен йӑхне ӑрусерен уйӑрса панӑ еткер ҫӗр ҫакӑ пулнӑ: 21. Идумея ҫӗрӗпе юнашар, кӑнтӑр енче, Иуда ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене ҫак хуласем тивнӗ: Кавцеил, Едер тата Иагур, 22. Кина, Димона, Адада, 23. Кедес, Асор тата Ифнан, 24. Зиф, Телем тата Валоф, 25. Гацор-Хадафа, Кириаф, Хецрон, тепӗр тӗрлӗ каласассӑн Гацор, 26. Амам, Шема тата Молада, 27. Хацар-Гадда, Хешмон тата Веф-Палет, 28. Хацар-Шуал, Вирсавия тата Визиофея, [вӗсенӗн ялӗсемпе хула таврашӗнчи ҫӗрӗсем,] 29. Ваала, Иим тата Ацем, 30. Елфолад, Кесил тата Хорма, 31. Циклаг, Мадмана тата Сансана, 32. Леваоф, Шелихим, Аин тата Риммон: пурӗ ҫирӗм тӑхӑр хула тата вӗсен ялӗсем.
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7-8. Иордан шывӗн ку енче анӑҫалла выртакан, Ливан айлӑмӗнчи Ваал-Гад патӗнчен пуҫласа Сеир патнелле тӑсӑлакан Халак тӑвӗ патне ҫитиччен сарӑлса выртакан [аморрейсен] ҫӗрӗн патшисене Иисуспа Израиль ывӑлӗсем вӗлерсе пӗтернӗ те вӗсен пӗтӗм ҫӗрне — сӑртлӑхӗсене, айлӑмӗсене, тӳремлӗхне, ту тайлӑмӗсене, пушхире, кӑнтӑрти ҫӗре, хетсен, аморрейсен, ханаансен, ферезейсен, евейсен, иевусейсен ҫӗрӗсене — Израиль ывӑлӗсене еткерлӗхе валеҫсе панӑ; ҫав ҫӗрсене тытса тӑнӑ аморрейсен патшисем ҫаксем пулнӑ: 9. пӗр Иерихон патши, Вефиль ҫывӑхӗнчи пӗр Гай патши, 10. пӗр Иерусалим патши, пӗр Хеврон патши, 11. пӗр Иармуф патши, пӗр Лахис патши, 12. пӗр Еглон патши, пӗр Газер патши, 13. пӗр Давир патши, пӗр Гадер патши, 14. пӗр Хорма патши, пӗр Арад патши, 15. пӗр Ливна патши, пӗр Одоллам патши, 16. пӗр Макед патши, пӗр Вефиль патши, 17. пӗр Таппуах патши, пӗр Хефер патши, 18. пӗр Афек патши, пӗр Шарон патши, 19. пӗр Мадон патши, пӗр Асор патши, 20. пӗр Шимрон-Мерон патши, пӗр Ахсаф патши, 21. пӗр Фаанах патши, пӗр Мегиддон патши, 22. пӗр Кедес патши, Кармил ҫывӑхӗнчи пӗр Иокнеам патши, 23. Нафаф-Дор патӗнчи пӗр Дор патши, Галгалри пӗр Гоим патши, 24. пӗр Фирца патши.
Нав 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1