Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Катхультри (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасартӑк унӑн умне урӑхла ӳкерчӗк курӑнса кайрӗ, вӗсен йӗри-тавра нимӗнле юр та ҫук, халӗ хӗлле те мар, ҫулла иккен, вӗсем, Альфредпа иккӗшӗ Катхультри кӳлӗре шыва кӗреҫҫӗ.

И тут он обнаружил, что вокруг нет снега и вообще сейчас не зима, а лето и они с Альфредом купаются в озере в Катхульте.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Катхультри кунсем тӗттӗмрех те тӗттӗмрех, унта ҫеҫ мар, Леннибергра та, пӗтӗм Смоланд округӗнче те ҫаплах.

Всё темнее и темнее становились дни на хуторе Катхульт, и во всей Лённеберге, и во всём Смоланде.

Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

«Ыр кӑмӑлтан Катхультри арҫын ача учительницӑна чуптунӑ теҫҫӗ», — тесе калама пуҫларӗҫ Леннибергра пурӑнакансем, эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, халӗ те ҫапла калаҫҫӗ.

«Из любезности, как сказал мальчишка с хутора Катхульт, целуя свою учительницу» — так говорили лённебержцы, и насколько мне известно, и сейчас ещё говорят.

Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Унӑн часран Ленниберга ҫитес килет ӗнтӗ, кашни тӗл пулнӑ ҫынна: «Ох, ох, ох! Катхультри Свенсонсем ытла та телейсӗрскерсем. Вӗсен ывӑлӗ Эмиль, юрӑхсӑр ача, вилесле ӗҫсе лартнӑ та пӗтӗм чӑхсене касса вакланӑ. Ох, ох, ох!», — тесе каласа парасшӑн ӗнтӗ.

Ей не терпелось попасть поскорее в Лённебергу, чтобы рассказать каждому встречному-поперечному: «Ох, ох, ох! Бедные, бедные Свенсоны из Катхульта. Их сын Эмиль, негодник этакий, напился до полусмерти и зарезал всех кур! Ох, ох, ох!»

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Ку Катхультри шӗвӗркке, тимлӗрех пӑхсан, ухмахах та мар иккен.

— А малый из Катхульта, если разобраться, совсем не дурак!

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Катхультри пурнӑҫ хӑйӗн йӗркипе малалла пырать.

Итак, жизнь на хуторе Катхульт шла своим чередом.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Командирша кашкӑр шӑтӑкне анса кайнӑ самантра Катхультри уяв вӗҫленсе пычӗ, шавлӑ хӑнасем картишне сиксе тухрӗҫ те приюта таврӑнма тесе ҫуна ҫине вырнаҫма пуҫларӗҫ.

Как раз в тот момент, когда Командирша рухнула в волчью яму, праздник на хуторе Катхульт подошёл к концу, гости с весёлым гомоном высыпали на двор и стали рассаживаться в санях, чтобы ехать домой, в приют.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫавӑнпа вӗсем ҫак уява Катхультри апат-ҫимӗҫе чаплӑн тутанса пӑхни тесе ят пачӗҫ.

Поэтому этот пир прозвали «Великая проба в Катхульте».

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Катхультри Эмиль.

Эмиль с хутора Катхульт.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Петрель-фру хулари паллӑ дамӑсенчен пӗри, ҫавӑнпа та вӑл Катхультри ахаль ҫынсемпе хутшӑнма пуҫлани ачашӑн ӑнланмаллах та мар.

Фру Петрель была одной из самых важных дам в городе, и было не совсем ясно, как она снизошла до скромных жителей хутора Катхульта.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Катхультри кухньӑра кӑвак сӑрӑпа сӑрланӑ кивӗ диван ларать.

На кухне в Катхульте стоял старый деревянный диванчик, выкрашенный в синий цвет.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Чӑтмалла мар чӑрсӑр арҫын ачана пула Катхультри Свенсонссене шеллесе пӗтӗм ял калаҫрӗ, аллӑшар эре пухма никам та хирӗҫ пулмарӗ.

Все жители деревни до того жалели Свенсонов с хутора Катхульт из-за их озорника мальчишки, что никто из них не отказался дать по пятьдесят эре.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Катхультри уява кам килнӗ, ҫавсем пурте.

Все, кто был на пиру в Катхульте.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Катхультри юханшыв кӗрлесе шавлӑн юхать, унта авӑрсем те пур.

Речка в Катхульте была бурная, с омутами.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмиль пулмасан Катхультри пурнӑҫ ҫав тери лӑпкӑн та шӑппӑн шуса пымалла та ҫав…

Как спокойно и тихо жилось бы в Катхульте, если бы не Эмиль!

Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Катхультри Свенсонсене ытла та шел! — ассӑн сывласа калаҫҫӗ вӗсем.

— Бедняги Свенсоны с хутора Катхульт! — горестно восклицали они.

Леннебергӑри Эмиль // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней