Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн килти хӗрарӑмсем — Авдотья Васильевна, Любочка тата Катенька — ытти хӗрарӑмсем пекех пулнине, ыттисенчен пӗртте начар маррине ӗненес пулсан тата Дубков, Катенькӑпа Авдотья Васильевна каҫ-каҫ кула-кула мӗн калаҫнине аса илес пулсан, эпӗ татах та сахалтарах тӗлӗннӗ пулӑттӑм; Дубков мӗн пирки те пулин чӑкӑлташма пуҫласан, яланах тенӗ пек хӗрсе кайса: «Au banquet de la vie, infortuné convive…» текен сӑвва е «Демон» сыпӑкӗсене калатчӗ, вӗсем темиҫе сехет хушши тӑтӑшшӑн савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа пули-пулми сӑмахсем палкатчӗҫ.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир, Катенькӑпа иксӗмӗр, тарӑн шухӑшлӑ япаласене юратмастӑмӑр, «Le Fou»-на тата «Шӑпчӑка» нимрен мала хураттӑмӑр, Катенька «Шӑпчӑка» пӳрнисене асӑрхаса ӗлкӗрмелле мар калатчӗ, эпӗ те чылаях хыттӑн та ҫыпӑҫуллӑ калама пуҫларӑм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫуркунне пирӗнпе паллашма яла кӳршӗри пӗр ҫамрӑк ҫын килчӗ, вӑл хӑна пӳлӗмне кӗрсенех пӗрмай фортепьяно ҫине пӑхрӗ, Мимипе тата Катенькӑпа калаҫкаланӑ май пуканне майӗпен-майӗпенех фортепьяно патнелле куҫарчӗ.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир Катенькӑпа иксӗмӗр чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн сӗтел хушшинчен тухманччӗ-ха; мӗнле майпа-ши — астумастӑп, Катенька хӑйӗн кӑмӑлне каякан ыйтупа — юрату пирки — калаҫа пуҫларӗ.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку ҫу вӑхӑтӗнче эпӗ тунсӑхланӑран Любочкӑпа тата Катенькӑпа туслашма, вӗсемпе калаҫма темиҫе хут тытӑнса пӑхрӑм, анчах кашни хутрах вӗсен логика тӑрӑх шухӑшлас пултарулӑх ҫукки ҫине пыра-пыра тӑрӑнтӑм, вӗсем куллен тӗл пулакан чи ансат япаласене те, сӑмахран, укҫа мӗнле япала иккенне, университетра мӗн вӗреннине, вӑрҫӑ мӗнне тата ытти ҫакнашкал ыйтусене те пӗлмеҫҫӗ, ҫав япаласем ҫинчен ӑнлантарнине пач итлесшӗн мар, ҫавӑнпа вӗсемпе туслашма хӑтланни хӑйсем ҫинчен эпӗ лайӑх мар шухӑшланине ытларах ҫирӗплетрӗ ҫеҫ.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володя икӗ ҫул ӗнтӗ пысӑк ҫын вырӑнӗнче шутланать, хӑй тӗл пулакан мӗнпур чиперкке хӗрарӑмсене юратса пӑрахать; анчах иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ вӑрӑм кӗпе тӑхӑнакан, кунран кун чиперленсе пыракан Катенькӑпа вӑл кашни кунах курнӑҫать пулин те, ӑна юратса пӑрахас шухӑш ун пуҫне пырса та кӗмен.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
- 1