Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шапасем кваклатин ҫеҫ каҫхи шӑплӑха ҫурса тӑрать — вӗсене Камерон карапсен верфӗнчи мӑк ҫапакансен ӗҫ шавӗпе, пӑра пӑраланӑ чухнехи саспа, тимӗр хуҫлатнӑ саспа танлаштарать.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Темиҫе ҫултан Камерон, унтан Стэнли хӑй те ҫакӑ тӗрӗссине ҫирӗппӗн кӑтартса параҫҫӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ку шыв, Камерон тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Стэнли курса пӗлнӗ тӑрӑх, Заир е Конго шывӗн ҫӳлти пайӗ пулса тӑрать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Стэнлипе Камерон тӗпчевӗсем ҫинчен, паллах ӗнтӗ, Алвиш та, Уджиджири метис та халлӗхе пӗлеймерӗҫ-ха.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Кунта ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсенчен темиҫе ҫул каярах Камерон кӑнтӑртан, Стэнли ҫурҫӗртен Хӗвеланӑҫ Африкӑн тӗпчемен вырӑнӗсене ҫитсе курнӑ, вара, ҫын суту-илӗвӗн пӗтӗм хӑрушлӑхне ҫырса кӑтартса, чура сутуҫисен халиччен ҫын курман тискерлӗхне тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Гаррис Негорӑна темле Камерон лейтенант ҫинчен калани халӗ те асрах-ха.Помнится даже, что Гаррис говорил Негоро о некоем лейтенанте Камероне.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Вӑтаҫӗр Африкӑна тӗпчекенсем, сӑмахран, Камерон, ҫырса кӑтартман пулсан, Муани-Лунга пек негр патшисене пытарнӑ чухне мӗн чухлӗ юн юхнине ӗненме те йывӑр.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Камерон та ҫынҫиенсен «моэнне бугга» ятлӑ йӑхӗпе тӗл пулнӑ.Камерон также столкнулся с племенем людоедов — моэнне бугга.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Африкӑна шалалла экспедицие кайнӑ чухне Ливингстон, Камерон, Стэнли яланах ҫак… «укҫа» кирлӗ чухлӗ пултӑр тесе тӑрӑшнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Алвишпа пӗрле ун тусӗ Коимбра, Биери Коимбра майор ывӑлӗ, Камерон лейтенант каланӑ тӑрӑх, ҫак вырӑнсенчи чи путсӗр этем, шапа куҫлӑ, тӑртанса сарӑхнӑ сӑн-питлӗ, турамасӑр кӗҫҫеленсе ларнӑ ҫилхе пек кӑтра ҫӳҫлӗ, ҫӗтӗк кӗпеллӗ, курӑкран ҫыхнӑ юбкӑллӑ мӑнттай; лутӑрканнӑ улӑм шлепки ӑна латсӑр ватӑ йӳтетмӗш пек кӑтартать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
1874 ҫулта Камерон Алвиша Килембора, Кассонгӑн тӗп хулинче, тӗл пулнӑ, Биене ҫитиччен — ҫичҫӗр миля ытла — ун караванӗпе пӗрле пынӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тата вӑл Алвиш конкуренчӗпе, Типо-Типо ятлӑ чӑн-чӑн хура арабпа, Ньянгвене Камерон патне пырса кайнӑ паллӑ чура сутуҫипе килӗштерсе ӗҫлет.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Кунта ҫак чура сутуҫин тӗп кантурӗ пулнӑ, иккӗмӗшӗ — Биере, виҫҫӗмӗшӗ — Бенгела провинцийӗнчи Касангӑра, тепӗр темиҫе ҫултан унта ӑна Камерон курнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Португалсем, Камерон каланӑ тӑрӑх, хӑйсене арабсенчен те хаяртарах тыткаланӑ.Португальцы, по словам Камерона, были еще более жестоки, чем арабы.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Камерон лейтенант Алвиш ҫинчен тӗлӗнмелле япаласем пӗлтернӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Шӑп ҫак юханшыв урлӑ каҫмалла пулнӑ та ӗнтӗ Камерон лейтенантӑн темиҫе ҫул каярах Бенгелӑна ҫитиччен.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ньянгвере Камерон лейтенант кӑткӑ йӑвисем нумай ларакан вырӑна пӗрре кӑна мар ҫын пурӑнакан вырӑн тесе йӑнӑшнӑ.В Ньянгве лейтенант Камерон не раз принимал издали скопище таких муравейников за поселок.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Камерон лейтенант, шӗвӗр тӑрӑллӑ кӑткӑ йӑвисене курсан, термитсен ӑсталӑхӗ ӗлӗк пирамидӑсем тунӑ Египет ҫыннисен ӑсталӑхӗнчен те ытларах тӗлӗнтерет тенӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Дэвид Ливингстон, ун хыҫҫӑн Грант, Спик, Бертон, Камерон, Станли пек паттӑрсене ӗмӗрех этемлӗхе ырӑ тӑвакансем тесе асӑнӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тата темле Камерон лейтенант пӗтӗм материка хӗвелтухӑҫӗнчен хӗвеланӑҫнелле урлӑ каҫма шухӑш тытнӑ текен сас-хура пур.Да еще слышно, что какой-то лейтенант Камерон намерен пересечь весь материк с востока на запад.
Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
- 1
- 2