Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ишмаия (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
16. Израиль йӑхӗсен пуҫлӑхӗсем вара ҫаксем пулнӑ: Рувим ывӑлӗсен — Зихри ывӑлӗ Елиезер; Симеонӑн — Мааха ывӑлӗ Сафатия; 17. Левийӗн — Кемуил ывӑлӗ Хашавия; Ааронӑн — Садок; 18. Иудӑн — Давид пиччӗшӗ Елиав; Иссахарӑн — Михаил ывӑлӗ Омри; 19. Завулонӑн — Овадия ывӑлӗ Ишмаия; Неффалимӑн — Азриил ывӑлӗ Иеримоф; 20. Ефрем ывӑлӗсенӗн — Азазия ывӑлӗ Осия; Манассия ҫур йӑхӗн — Федаия ывӑлӗ Иоиль; 21. Галаад ҫӗрӗнчи Манассия ҫур йӑхӗн — Захария ывӑлӗ Иддо; Вениаминӑн — Авенир ывӑлӗ Иаасиил; 22. Данӑн — Иерохам ывӑлӗ Азариил.
1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланнӑ, чулравран сылтӑм аллипе те, сулахай аллипе те чул перекенсем, ухӑпа ҫӗмрен яракансем — вӗсем Саул тӑванӗсем, Вениамин йӑхӗн ҫыннисем пулнӑ: 3. вӗсен пуҫлӑхӗ Ахиезер тата Иоас — Гива ҫыннин Шемаян ывӑлӗсем; Иезиел тата Фелет — Азмавеф ывӑлӗсем; Бераха тата Иегу — Анафоф ҫыннисем; 4. Гаваон ҫынни Ишмаия — вӑтӑр паттӑртан пӗри тата вӑтӑр ҫын пуҫлӑхӗ; Иеремия, Иахазиил, Иоханан тата Гедера ҫынни Иозавад; 5. Елузай, Иеримоф, Веалия, Шемария, Хариф ҫынни Сафатия; 6. Корей ҫыннисем Елкана, Ишшияху, Азариил, Иоезер тата Иошавам; 7. Иоела тата Завадия — Гедор хулинчи Иерохам ывӑлӗсем.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1