Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ивук (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Аптӑрамӑпӑр, — терӗ Ивук текенни.

Помоги переводом

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Явап тытасран хӑраса наркӑмӑш ӗҫсе вилнӗ, — пӗлтерчӗ ҫынсене Ивук.

— Яд выпил, чтоб перед судом не отвечать, — пояснил Ивук причину смерти Шахруна.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук юланутпа тарчӗ! — терӗҫ вӗсем.

— А Ивук куда-то ускакал на лошади!

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑрансан тӳлекки тӳнтерет, йӑвашши йӑвантарать, — тап-таса чӑвашла каласа хучӗ Ивук.

А проснетесь — тихий становится буйным, добрый — злым, — на чистом чувашском языке проговорил Ивук.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук крыльца ҫине тухрӗ.

Ивук вышел на крыльцо.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кантур чӳречинчен Ивук пуҫӗ курӑнчӗ.

В окне конторы показалась голова Ивука.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑвакарса кайнӑ Ивук Янтул патне сиксе ӳкрӗ.

Побагровевший Ивук подскочил к Яндулу.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эпӗр ӑна таҫта аякра шыраса ҫӳретпӗр, — теме ӗлкӗрнӗччӗ кӑна Янтул, кантур крыльци ҫинчен халӑх умне вулӑс правленийӗн тиекӗ Ивук сиксе анчӗ, элес-мелес кӑшкӑрашма тапратрӗ.

А мы ее ищем аж за тридевять земель, — успел сообщить Яндул, как с крыльца соскочил и втиснулся в толпу волостной дьяк Ивук, на ходу выкрикивая:

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Савтепи ҫухалнӑранпа кантура хытӑ сыхлама хушать Ивук.

Ивук строго велит охранять с того дня, как Савдеби пропала.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан темӗн манса хӑварнӑ Ивук кӗрсе тухрӗ кантура.

Потом вернулся Ивук — видимо, забыл что-то.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шӑп кӑна Ивук каланӑ чухлӗн пуҫтарӑнса ларнӑ вӗсем Хветле пӳрчӗн пӑлтӑрне: Михапар, Ильмук (Янтул), Микки, Миклай.

Они собрались в избенке Феклы как раз вчетвером, как ни предупреждал их Ивук: Михабар, Ильмук-Яндул, Микки и Миклай.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Э, тӑхта, — чарчӗ Ивук алӑк хӑлӑпне тытнӑ Михапара.

— Постой-постой, — остановил Ивук Михабара, уже взявшегося за ручку двери.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук урайӗнче выртакан пиҫнӗ сысна хӑлхипе ҫӑкӑр чӗллине аттипе пусса лапчӑтать те хӑй вырӑнне кӗрсе ларать.

Ивук растоптал сапогом лежащий на полу сверток и вновь водрузился за стол.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ку… мӗнччӗ санӑн? — ыйтать Ивук тытӑнчӑклӑн.

Оправившись от ужаса, Ивук прерывисто спросил: — Что… что это… у тебя?

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук сӗтел хушшинчен тухса алӑк патнелле асӑрханса утать, Михапар аллинчи тӗрке ҫинчен куҫне илмест.

Ивук выбрался из-за стола и осторожно направился к двери, не спуская глаз со свертка в руках Михабара.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук тӳрленсе ларать те аллине хур тӗкӗ тытать, ҫырма хатӗрленсе хут листине хӑй умне шутарса хурать.

Но вот Ивук выпрямился, взял в руки перо, придвинул лист чистой бумаги — приготовился писать.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук пысӑк пӳлӗмре пӗчченех пулнӑ иккен, сӗтел хушшине хӑнӑхман ҫынла сарӑлса ларнӑ та алӑк патне кӗрсе тӑнӑ этем еннелле чалӑшшӑн пӑхса ларать.

Ивук сидел один в просторной комнате, неуклюже развалившись как у себя дома, и искоса смотрел на входящего.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук сӗтелӗ пуҫӗнче пысак ҫӑраҫҫи ҫакӑнса тӑнине Хветле темиҫе те курнӑ-мӗн.

Она много раз видела большой ключ, что висел на стене над столом Ивука.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Аптранӑ енне Ивук хӑйне пулӑшма хӑрах куҫлӑ тарҫине Шахруна ертсе килнӗ-мӗн, лешӗ кун каҫа Савтепи умӗнчен темиҫе хут сӑмах чӗнмесӗр ирте-ирте каять.

Загнанный в угол, Ивук привел себе в помощники одноглазого работника отца — Шахруна, который днем и вечером молча маячит возле Савдеби.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вулӑс тиекӗ Ивук ҫав хушӑра мӗн-мӗн хӑтланса пӗтнине, мӗн-мӗн тӳссе ирттернине никам та шутласа кӑларас ҫук пуль.

А уж до чего в эти дни издергался волостной дьяк Ивук, чего только не натерпелся!

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней