Поиск
Шырав ĕçĕ:
Дубровскисем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ мар-и, сире хисеплесе, Дубровскисем пӗр сирен кӑмӑлӑра пула кӑна, ним тивӗҫсӗрех Кистенӗвкӑна тытса тӑраҫҫӗ, тесе ҫине тӑрсах тӗрӗссине калаканни.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Троекуров кунсӑр пуҫне тата халал тивӗҫӗпе хӑйне куҫмалла пулнӑ именипе тивӗҫсӗр усӑ курса тупӑш илсе пурӑннӑшӑн Дубровскирен укҫа шыраса илме ыйтать пулин те, ун пирки ҫапла шутламалла: тахҫантанпа ку вырӑнта пурӑнакан ҫынсем каланӑ тӑрӑх ку имени темиҫе ҫул хушши господа Дубровскисен аллинче пулни паллах, ун пирки иккӗленмелли те ҫук, имение тытса тӑрасси енӗпе хирӗҫӳ-мӗн те пулман, суда тӑратнӑ ӗҫре Троекуров господин ку вӑхӑтчен ҫак именипе Дубровскисем тивӗҫсӗр усӑ курса пурӑнни ҫинчен мӗнле те пулин прошени пани курӑнмасть, тата кам та пулин ют ҫӗр ҫине тыр-пул акать, е пӳрт-ҫурт ҫавӑрать пулсан, ҫавӑн ҫинчен тивӗҫсӗрлӗхне кӑтартса, хута кӗме ыйтакан тупӑнсассӑн, ку ӗҫ чӑннипех те ҫавӑн пек иккенне тӗрӗслесе палӑртнӑ хыҫҫӑн — тивӗҫлӗ ҫыннине ҫав ҫӗре акнӑ тыр-пулӗ, ҫурт-йӗрӗ, карти-вӗрли мӗнӗпех илсе памалла, ҫавӑнпа та генерал-аншеф Троекуров — гварди поручикӗнчен Дубровскирен шыракан укҫана илмелле мар тӑвас, мӗншӗн тесен пӗтӗм именийӗ, япалийӗ-мӗнӗпех Дубровскирен ун аллине куҫать.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Дубровскийӗ тата ку доверенность тӑрӑх чӑнах та ҫав тавлашуллӑ имение Дубровскисем илнине, хӑҫан илнине, сутни-илнине ӑҫта ҫирӗплетсе йышӑннине ку ӗҫе пӑхса тухма тытӑннӑранпах, урӑхла каласан, 18… ҫултанпа паян кунчченех — уҫҫӑн кӑтартакан докуменчӗсене суда тӑратман.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫав ҫынсем ҫак халӗ тавлашуллӑ тесе шутланакан имение чӑн-чӑнах асӑннӑ Дубровскисем тытса тӑма пуҫланине лайӑхах астӑватпӑр, вӗсем пӗр 70 ҫул ытла ӗнтӗ пӗр тавлашусӑр-мӗнсӗр ку имение илнине эпир пӗлсех пӗтерейместпӗр, тенӗ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫав именине сутнӑ кунран, Соболева доверенность панӑ кунран пуҫласа, урӑхла каласан 17 … ҫултанпа, атте вилнӗренпе те 17 … ҫултанпа халичченех пӗр тавлашусӑр-мӗнсӗр эпир, Дубровскисем, тытса тӑнине пӗтӗм таврари ҫынсем пӗлсе тӑраҫҫӗ, кун пирки ыйтсассӑн ялти 52 ҫын присяга парса калани те ӑна лайӑхах кӑтартса парать.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Страницы:
- 1