Поиск
Шырав ĕçĕ:
Дубровскирен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Троекуров кунсӑр пуҫне тата халал тивӗҫӗпе хӑйне куҫмалла пулнӑ именипе тивӗҫсӗр усӑ курса тупӑш илсе пурӑннӑшӑн Дубровскирен укҫа шыраса илме ыйтать пулин те, ун пирки ҫапла шутламалла: тахҫантанпа ку вырӑнта пурӑнакан ҫынсем каланӑ тӑрӑх ку имени темиҫе ҫул хушши господа Дубровскисен аллинче пулни паллах, ун пирки иккӗленмелли те ҫук, имение тытса тӑрасси енӗпе хирӗҫӳ-мӗн те пулман, суда тӑратнӑ ӗҫре Троекуров господин ку вӑхӑтчен ҫак именипе Дубровскисем тивӗҫсӗр усӑ курса пурӑнни ҫинчен мӗнле те пулин прошени пани курӑнмасть, тата кам та пулин ют ҫӗр ҫине тыр-пул акать, е пӳрт-ҫурт ҫавӑрать пулсан, ҫавӑн ҫинчен тивӗҫсӗрлӗхне кӑтартса, хута кӗме ыйтакан тупӑнсассӑн, ку ӗҫ чӑннипех те ҫавӑн пек иккенне тӗрӗслесе палӑртнӑ хыҫҫӑн — тивӗҫлӗ ҫыннине ҫав ҫӗре акнӑ тыр-пулӗ, ҫурт-йӗрӗ, карти-вӗрли мӗнӗпех илсе памалла, ҫавӑнпа та генерал-аншеф Троекуров — гварди поручикӗнчен Дубровскирен шыракан укҫана илмелле мар тӑвас, мӗншӗн тесен пӗтӗм именийӗ, япалийӗ-мӗнӗпех Дубровскирен ун аллине куҫать.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫавӑнпа та суд ҫапла шутлать: ҫав имение, … ятпа, ҫӗрпе тата улӑхпа-ҫарансемпе, ку вӑхӑта мӗнле тӑнӑ халлӗнех, ӑна илни ҫинчен пӗлтерекен хут тӑрӑх генерал-аншеф Троекуров ҫумне ҫирӗплетме, гварди поручикне Дубровские ӳлӗмрен ҫав имение тытса тӑрассинчен хӑтарма кирлине пӗлтерсе, халал тивӗҫӗпе ывӑлне куҫмалла пулнӑ имение Дубровскирен господин Троекурова илсе пама … земски суда хушас.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кӑтартса панӑ законсене пӑхӑнса, ҫав акт тӑрӑх ӗнтӗ имение Дубровскирен туртса илсе, тӗпкӗҫ тивӗҫӗпе Кирила Троекурова памалла.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Страницы:
- 1