Поиск
Шырав ĕçĕ:
Дрёмоври (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрарӑм ун ҫине ҫуллӑ куҫӗсемпе пӑхсан вӑл хулпуҫҫисене хускатрӗ, мӑйне пӗкӗртрӗ те урӑх еннелле пӑхса, киревсӗр те нӗрсӗр сӑнлӑ, сурма-ӳсӗр ҫынсем хӗрарӑм ҫине, Дрёмоври обывательсем чиркӳ тӑрринчен ӳксе вилнӗ маляр ҫине пӑхнӑ пек, тӗлӗнерех, куҫӗсене чарса пӑхнине курчӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Праҫник кунӗсенче, каҫпа, Барскин Ока хӗрринчи трактирӗн илемлӗ садӗнче ларса, Артамонов Дрёмоври пуян та вӑйлӑ ҫынсене: — Ман ӗҫрен сире пурне те тупӑш пулать, — тенӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫиелтен лакпа витнӗ пек ҫутӑлса тӑракан Алексей ӑшшӑн кулса, Дрёмоври ташӑ ӑсти ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ те, сасартӑк шуралса кайса, хӗр пек ҫуйӑхса, куҫпа курса юлмалла мар хӑвӑрт ташлама тытӑнчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн Дрёмоври ытти ҫынсем ҫав палламан ҫынна юханшыв леш енче, «Ӗне чӗлхи» текен сӑмсахра, Ратский княҫсен ҫӗрӗ ҫинче курчӗҫ; вӑл унта, хӑва тӗмӗсем хушшинче, хӑйӑрлӑ сӑмсаха пӗр тан, сарлака утӑмсемпе виҫсе ҫӳрерӗ, ывӑҫ тупанне ҫамки патне тытса хула ҫине, Ока ҫине, Окана юхса кӗрекен кукӑр-макӑр, шурлӑхлӑ Ватаракша ятлӑ пӗчӗк юханшыв ҫине пӑхрӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӗрес патне вӑл хулари ятлӑ ҫынсемпе пӗрле пычӗ, ку вара пушшех те вӗсен кӑмӑлне каймарӗ, кайран, кӑнтӑрлахи кӗлӗ пӗтсен, Дрёмоври чи паллӑ ҫынсем ют ҫын пирки хӑйсен шухӑшӗсене пӗр-пӗрне пӗлтерме чиркӳ пусми ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Страницы:
- 1