Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, Ратский княҫсем патӗнче крепостной пулса пурӑннӑскер, 1861 ҫул хыҫҫӑн Дремов ятлӑ пӗчӗк хулана пырса ҫитет.
«Артамоновсен ӗҫӗ» ҫинчен // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с. — 298–300 с.
Артамонов Дрёмов патне ҫывхарса пынӑ чух ҫиллӗ те йӗпе сентябрь уйӑхӗ пулнӑ.Был сентябрь, ветреный и мокрый, когда Артамонов подъезжал к Дрёмову.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пуринчен ытла ӑна «юрлакан чун» тенӗ сӑмахсем килӗшнӗ, вӑл сӑмахсене темле пит те тӗрӗс, хурлӑхлӑ япала пулнӑ, вӗсем ҫакӑн пек картинӑпа пӗтӗҫсе тӑнӑ: шӑрӑх кун Дрёмов хулин ҫӳп-ҫаплӑ урамӗнче ҫӳллӗ, кӑвак сухаллӑ, вилӗм пек ырхан старик тӑрать, вӑл шарманка аврине ывӑнчӑклӑн ҫавӑрать, шарманка умӗнче лӳчӗркенсе пӗтнӗ кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ пӗр вуник ҫулхи хӗрача, пуҫне ҫӗклесе, куҫӗсене хупса, пӗтӗм вӑйне пухса, чӗтрекен сасӑпа юрлать:
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах ҫавӑнтах кулса илчӗ те, хӑй кулнине ывӑлӗсем асӑрхасран, ҫӑварне аллипе хупларӗ; ҫак самантра вӑл хула ҫыннисемпе Алексей масар пирки мӗн тери хӑюллӑн та ӑслӑн тавлашнине аса илчӗ: Дрёмов ҫыннисем Артамонов рабочийӗсене хӑйсен масарӗ ҫине пытарттарасшӑн пулман.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Илья Артамоновшӑн тепӗр чухне хула ҫыннисем хӑй ҫине тӑшманла пӑхма пӑрахнӑ пек туйӑннӑ; Дрёмов ҫыннисем ун умӗнче сума суса картузӗсене хывнӑ, вӑл Ратский княҫсем ҫинчен каласа панисене тимлӗн итленӗ, ҫапах та кам та пулин, ялан тенӗ пекех, ун сӑмахӗсене мӗн пирки те пулин мӑнкӑмӑлланса асӑрхаттармасӑр ирттерсе яман:
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Такмакне пӗлмест! — кӑшкӑрчӗҫ Дрёмов ҫыннисем, анчах ҫак самантра Артамонов хаяррӑн мӗкӗрни илтӗнчӗ:— Присловья не знает! — крикнули дрёмовцы, и тотчас раздался отчаянный рёв Артамонова:
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Каҫсерен Дрёмов ҫыннисем, Ватаракша ҫыранӗ хӗрринче пухӑнса, кавӑн вӑррипе хӗвелҫаврӑнӑш шӗкӗлчеҫҫӗ, леш енче пӑчӑкӑсем юрланине, савасем чашлатнине, ҫивӗч пуртӑсем янӑранине итлеҫҫӗ, Вавилон башнине кӑлӑхах туни ҫинчен кула-кула аса илеҫҫӗ, Помялов вара ҫав ют ҫынсем тӗрлӗ инкек-синкек курасси ҫинчен систерет:
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн пӗр-икӗ ҫултан, вӑта Сӑпас кунӗ, «Никола на Тычке» текен чиркӗве ҫӳрекенсем кӑнтӑрлахи кӗлӗ вӑхӑтӗнче «ют ҫынна» асӑрхарӗҫ, — вӑл ҫынсем хушшинче хӗсӗнсе, вӗсене нимӗн вырӑнне хумасӑр тӗрткелесе ҫӳрерӗ, Дрёмов хулинче пуринчен те ытларах хисеплекен турӑшсем умне хаклӑ ҫуртасем лартрӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
- 1