Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мишка, ӑна аякра сӑнанӑ май, ӑйӑрӑн ҫӳхе тирӗ айӗнче шӑнӑрсен тӗвви сӳрӗккӗн сиккипеле выляканӗ курчӗ, Бахарь вара ӑна ҫав кӗсрене, хӑй ваттине кура, шанчӑк хывмасӑр хытӑ хуйхӑрса юратнӑ пек туйӑнчӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сӑмахран, акӑ, Мишка ватӑлса пыракан ӑйӑр Бахарь, ытти кӗсресемпе лӑплантарма ҫук хаяр та чӑртмахскер, сарлака ҫӑлтӑрлӑ ҫамкаллӑ, ҫунса тӑракан куҫлӑ тӑватӑ ҫулхи ҫӳрен кӗсрене уйрӑмах килӗштерсе пӑхнине асӑрхарӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тепӗр хут урӑм-сурӑм ӗрӗхтерсе килме хатӗрленнӗ кӗтӳ вӑл сасӑ парасса ҫывӑхрах кӗтсе тӑнине тата Бахарь ыттисем пек мар, пачах хӑйне майлӑ хӑрӑлтатса сывланине Кошевой илтрӗ ӗнтӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Малта, канма пултарнӑ таран хӑвӑрт, Бахарь ӗрӗхтерсе килет.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ӑна Банальнӑйпа Бахарь кӗсрисене кайса кӑтарт, мӑйкӑч тупса пар, — хушрӗ вӑл.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мишкӑна вӑйлӑ ватӑ ӑйӑр Бахарь ертсе ҫӳрекен пысӑк кӗтӳпе пӗрле татах теприне, пӗчӗкреххине, ҫирӗме яхӑн кӗсрепе Банальнӑй тесе чӗнекен ӑйӑра пӑхма хушрӗҫ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
- 1