Поиск
Шырав ĕçĕ:
…Вӗсем уҫӑ ҫӗртех, юнланса пӗтнӗ курткӑсем, плащсем ҫинче выртаҫҫӗ, тата Елена Баркова сӑмахне итлеҫҫӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Шурлӑх леш енчи сӗм вӑрманта вунпӗр вилӗ выртать: Озеров, Нюра Баркова, Лебяжье хуторӗнчи старик, пилӗк колхозница тата виҫӗ комсомолка, хуларан килнӗскерсем; вилнисемсӗр пуҫне вунтӑватӑ ҫын йывӑр аманнӑ, вӗсен хушшинче Саша, Женя ашшӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Нюра Баркова нимӗҫ офицерне карланкаран пӑвса илнӗ те: — Эсӗ, ҫӗлен, ман аттене чӗрӗллех ҫӗре чикрӗн! Эсӗ! — тесе кӑшкӑрчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Нюра Баркова ҫине Катя пӑхса илчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Аманнисене шутламасан, кунта вӑтӑр ҫын, вӗсен хушшинче: Маруся Кулагина, Нюра Баркова, Озеров, Саша, Николай Васильев, Женя ашшӗ Омельченко агроном, Лебяжье хуторӗнчен килнӗ икӗ старик — ҫур отряд.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Тӗме патӗнчен райком машинистки Нюра Баркова комсомолка тӑрать, хӑй ҫине вӑл шурӑ саппун ҫакнӑ, аллине пысӑк ҫӑпала тытнӑ; унран сулахайра — Великолужск колхозӗн икӗ колхозници, ҫаннисене тавӑрнӑскерсем;аллисем ҫинче супӑнь кӑпӑкӗ типе-типе ларнӑ: вӗсем ҫырма хӗрринчен, кӗпе-йӗм ҫунӑ ҫӗртен чупса килнӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Калитке патӗнче Катя, Зимин, Зоя, Саша, Нюша инке, Нюра Баркова, ҫар комиссарӗ тата парти райкомӗнчен килнӗ икӗ юлташ тӑрать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Хӗр-шофер кабинӑран пуҫне кӑларса иккӗмӗш грузовик патӗнче тӑракан Саша ҫине, Нюра Баркова машинистка ҫине тата сӑран куртка тӑхӑннӑ шофер ҫине пӑхса илчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
- 1