Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Бад (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бадӑн лаша ҫинчен сиксе анса тӗм хушшине пытанасчӗ хуть; ҫук, старик хӑваласа ҫитеймӗ тесе шутлать вӑл, ҫапла вӗсем пилӗк мильӑна яхӑн юланутпа каяҫҫӗ, старик ҫывхарсах пырать; юлашкинчен Бад курать: ӗҫ япӑх, вара вӑл лашине чарать те, пуля ҫурӑмран мар, кӑкӑртан лектӗр тесе, старик еннелле ҫаврӑнать, старик ӑна ҫавӑнтах персе вӗлерет.

Баду надо бы соскочить с лошади да спрятаться в кусты, а он решил, что старик его не догонит, и так они скакали миль пять во весь дух, а старик все нагонял; наконец Бад видит, что дело плохо, остановил лошадь и повернулся лицом к старику, чтобы пуля попала не в спину, а в грудь, а старик подъехал поближе и убил его наповал.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Виҫӗ уйӑх каялла пирӗн тете ывӑлӗ Бад юханшыв леш енчи вӑрманта юланпа пынӑ, — айван! — хӗҫпӑшалсӑрах тухнӑ пулнӑ вӑл, сасартӑк пӗр чӑтлӑх вырӑнта ун хыҫӗнчех лаша чупни илтӗннӗ, ҫаврӑнса пӑхать те — ун хыҫҫӑн Кукша Шепердсон сиктерсе пырать, аллинче — пӑшал; кӑвакарнӑ ҫӳҫ пӗрчисем ҫил ҫинче вӗлкӗшеҫҫӗ.

Месяца три назад мой кузен Бад поехал через лес на ту сторону реки, а оружия с собой не захватил — такая глупость! — и вдруг в одном глухом месте слышит за собой топот; смотрит — за ним скачет плешивый Шепердсон с ружьем в руках, скачет, а седые волосы развеваются по ветру.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней