Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Атӑҫ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑвах пӗлетӗн, туса ҫитермен картинӑсене сутма пултараймастӑп эпӗ, ку вӑл платник е атӑҫ туса пӗтермен япаласене сутнӑ пекех пулса тухать.

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Атӑҫ е катка-пичке тӑвакан йышши алӑсти пулман-тӑр?

Рукомесло имел какое, навроде чеботарь али бондарь?

Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, Каштанка палламан тротуар ҫине пырса лекнӗ ҫӗре каҫ та пулма пуҫланӑ, ҫавӑнпа столяр атӑҫ пекех ӳсӗр пулнӑ.

Одним словом, когда Каштанка попала на незнакомый тротуар, то уже вечерело, и столяр был пьян как сапожник.

I. Хӑйне хӑй япӑх тыткаланӑ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Вырӑс пулнӑ пулсан, вӑл дворянин пулни лайӑхчӗ ӗнтӗ Полозовшӑн, анчах ют ҫӗршыв ҫыннисене, уйрӑмах французсене, вӑл япала кирлех те мар; американецсене вара пушшех те сахалрах кирлӗ: вӗсен Америкӑра ҫын — паян атӑҫ патӗнче ӗҫлекен е сухаҫӑ, ыран вара — генерал, тепӗр кунне — президент, кайран тата каллех конторщик е адвокат.

Если б он был русский, Полозову было бы приятно, чтоб он был дворянин, но к иностранцам это не прилагается, особенно к французам; а к американцам еще меньше: у них в Америке человек — ныне работник у сапожника или пахарь, завтра генерал, послезавтра президент, а там опять конторщик или адвокат.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Манӑн ҫӗвӗҫ, атӑҫ, сӗтел-пукансем тӑвакан патне кама чуптарас, сана-им?

А кто у меня, ты, что ли, будешь бегать по портным, по сапожникам, к мебельщику?

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней