Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Апликан (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялти чи пуян Апликан Хӗлипӗ те — тӑпри ҫӑмӑл пултӑр! — халӗ унпа танлашаймӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тулӗк тыррине те, укҫине те Апликан ҫаратса кайнӑ вӗсенне.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, эс Апликан Хӗлипне пӗленех ӗнтӗ?

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Наҫтуҫ аппа, халех Апликан Хӗлипне чӗнсе кӑлар, — хушрӗ Антун.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Апликан Хӗлипӗн хурӑнташӗсен тӗлне Антун пӗлет, ҫавӑнпа унта хӑвӑртах ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хытах, ҫапнӑҫемӗн хаярланса пырса ислетрӗҫ вӗсене Апликан Хӗлипӗн хӑнисем, ураран ӳксен кӑна, выртакана ҫапмаҫҫӗ тенине ҫапах та асра тытса, пӑрахса хӑварчӗҫ…

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюковсен тӗп килне ҫитесси инҫе юлманччӗ, ҫырма хӗрринчи тимӗрҫӗ лаҫҫисем патнелле ҫывхарса пыратчӗҫ ӗнтӗ, ҫак самантра Апликан Хӗлипӗн килӗнчен тухнӑ пӗр ушкӑн хӗрӗнкӗ ҫынсене тӗл пулчӗҫ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Умра ялти чи пуян ҫынсенчен пӗрин Апликан Хӗлипӗн лавӗ пыни курӑнчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней