Поиск
Шырав ĕçĕ:
Католик е протестант турра ҫав тери ҫирӗп ӗненни пире час-часах тӗлӗнтерет; ҫакӑ Анатоле тата хытӑрах тӗлӗнтермелле пулнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вӗсен ҫирӗп чунӗ, тул енчен пӑхсан лӑпкӑ пулни (ҫаксем вӗсен пур иккӗленӗвӗсемпе вӗри туйӑмӗсене путарса лартнӑ пек, вӗсен турра ӗненнӗ тата прозелитизм ӗҫӗнчи хастарлӑхӗ ҫеҫ юлнӑ пек кӑтартнӑ) — Анатоле ҫав тери тӗлӗнтерсе, унӑн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарса ямалла пулнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Граф Ксаверийӗн Анатоле пӗтӗмӗшпех хӑй аллине ҫавӑрса илмелле — ӑна поляксен иезуичӗсемпе паллаштармалла пулнӑ.Граф Ксаверий должен был совершенно овладеть Анатолем — познакомить его с польскими иезуитами.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Граф Ксаверийӗн, тарӑхнӑ халӑх тем туса хурасран асӑрханса, пӗр-икӗ хутчен Анатоле поляк тесе калама тӳр килнӗ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Аслӑ капитан кирлӗ приказсем панӑ та, майорпа Анатоле: «Эпӗ хапӑл тусах бастион ҫине тепӗр хут кайнӑ пулӑттӑм, — хӗҫпӑшалсӑр ҫынсене пересси — йӗрке мар вӑл», — тенӗ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Манӑн Анатоле вӑйлӑ, хастарлӑ, пултаруллӑ ҫын пулнине, анчах унӑн туртӑмӗсемпе, ӗмӗчӗсемпе тивӗҫӗ хушшинчи яланхи хирӗҫӳсене пула унӑн пурнӑҫӗ хӑйшӗн йывӑр, пуш-пушах пулнине кӑтартас килетчӗ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Тулта тӗттӗмленнӗ ӗнтӗ; Марья Валериановна каҫхине урама нихҫан та тухман, темелле, ӑна хӑрушӑ пулса кайнӑ; унӑн телейне, пӗр-пӗчченех пыракан извозчик ӑна хӑйне кирлӗ ҫӗре ҫитерсе яма пулнӑ; Марья Валериановна дрожки ҫине аран-аран хӑпарса ларнӑ, Анатоле чӗркуҫҫи ҫине илнӗ те ашшӗн килне кайнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫывӑрмалли пӳлӗме пырса кӗрсен, Марья Валериановна турӑш умне чӗркуҫленнӗ те, вӗҫӗмсӗр куҫҫуль юхтарса нумайччен кӗлтунӑ, унтан Анатоле ҫӗклесе ӑна турӑшне чуптума хушнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— Ан илсе кайӑр ӑна, пустуй ку, юри кутӑнланать вӑл, — кӑшкӑрнӑ ашшӗ; няня ним тума пӗлменнипе чарӑнса тӑнӑ, анчах амӑшӗ, упӑшкин сӑмахӗсене хӑлхана та чикмесӗр, Анатоле ҫӗкленӗ те: — Атя, тусӑмҫӑм, ача пӳлӗмне, сан аҫу чирлӗ, — тесе, ывӑлне илсе тухса кайма тӑнӑ.

- 1