Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Амврий (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
16. Сирӗн Амврий йӑли-йӗркипе Ахав килӗн мӗнпур ӗҫӗ сыхланса юлнӑ, эсир вӗсенӗн канашӗсемпе пурӑнатӑр; Эпӗ сана ҫаратса хӑвармалла тӑвӑп, ҫыннусенчен култарӑп, Манӑн халӑхӑм мӑшкӑлне сирӗн курмалла пулӗ.

16. Сохранились у вас обычаи Амврия и все дела дома Ахавова, и вы поступаете по советам их; и предам Я тебя опустошению и жителей твоих посмеянию, и вы понесете поругание народа Моего.

Мих 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ун амӑшӗн ячӗ — Гофолия, вӑл Амврий хӗрӗ пулнӑ.

имя матери его Гофолия, дочь Амврия.

2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Ахав, Амврий ывӑлӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тунӑ, вӑл хӑй умӗнхи патшасенчен пуринчен те юрӑхсӑртарах пулнӑ.

30. И делал Ахав, сын Амврия, неугодное пред очами Господа более всех бывших прежде него.

3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Ахав, Амврий ывӑлӗ, Израиль патшине ларнӑ чухне Иудея патши Аса шӑпах вӑтӑр саккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ; вӑл Самари хулинче Израиль патшалӑхне ҫирӗм икӗ ҫул тытса тӑнӑ.

29. Ахав, сын Амвриев, воцарился над Израилем в тридцать восьмой год Асы, царя Иудейского, и царствовал Ахав, сын Амврия, над Израилем в Самарии двадцать два года.

3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Ӗнтӗ Амврий канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Самарире пытарнӑ.

28. И почил Амврий с отцами своими и погребен в Самарии.

3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Амврий тунӑ ытти ӗҫсене, вӑл кӑтартнӑ паттӑрлӑха та Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

27. Прочие дела Амврия, которые он сделал, и мужество, которое он показал, описаны в летописи царей Израильских.

3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Амврий Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, хӑй умӗнхи патшасенчен пуринчен те юрӑхсӑртарах пулнӑ.

25. И делал Амврий неугодное пред очами Господа и поступал хуже всех бывших перед ним.

3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Амврий ӗнтӗ Семир ятлӑ пӗр ҫынран икӗ талант кӗмӗл тӳлесе Семерон сӑртне туяннӑ, унта ҫурт-йӗр лартса ҫавӑрнӑ; ҫапла туса лартнӑ хулана вара, сӑрт-ту хуҫи Семир ячӗпе, Самари тесе ят панӑ.

24. И купил Амврий гору Семерон у Семира за два таланта серебра, и застроил гору, и назвал построенный им город Самариею, по имени Семира, владельца горы.

3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Иудея патшалӑхне Аса тытса тӑра пуҫланӑранпа вӑтӑр пӗрмӗш ҫулхине Амврий Израиль патшине ларнӑ, патшалӑха вуникӗ ҫул тытса тӑнӑ.

23. В тридцать первый год Асы, царя Иудейского, воцарился Амврий над Израилем и царствовал двенадцать лет.

3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Амврий майлӑ пулнӑ халӑх Гонаф ывӑлӗ Фамний майлӑ пулнӑ халӑха ҫӗнтернӗ; Фамний вилнӗ, патшана Амврий ларнӑ.

22. И одержал верх народ, который за Амврия, над народом, который за Фамния, сына Гонафова, и умер Фамний, и воцарился Амврий.

3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ҫавӑн чухне Израиль халӑхӗ икке пайланнӑ: пӗр пайӗ Фамния, Гонаф ывӑлне, патшана лартасшӑн пулнӑ, тепӗр пайӗ Амврий майлӑ пулнӑ.

21. Тогда разделился народ Израильский надвое: половина народа стояла за Фамния, сына Гонафова, чтобы воцарить его, а половина за Амврия.

3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Гавафона хупӑрласа илнӗ халӑх Замврий кавар туса патшана вӗлерни ҫинчен илтсессӗн, Израиль ҫыннисем ҫав кунах хӑйсен тапӑрӗнче Амврий ҫарпуҫа Израиль патшине лартнӑ.

16. Когда народ осаждавший услышал, что Замврий сделал заговор и умертвил царя, то все Израильтяне воцарили Амврия, военачальника, над Израилем в тот же день, в стане.

3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней