Поиск
Шырав ĕçĕ:
Амадаф (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
24. Аман — Амадаф ывӑлӗ, Агаг ҫынни, мӗнпур иудейсен тӑшманӗ — иудейсене пӗтерме шутласа, вӗсене хӑш кун вӗлерме-кӑклама тытӑнасси тӗлӗшпе пур — урӑхла каласан шӑпа — сиктернӗ, 25. анчах Эсфирь патша патне кайнӑ та, лешӗ вара хушу кӑларнӑ: ӗнтӗ иудейсене хирӗҫ тӑнӑ Аманӑн усал шухӑшӗ хӑйӗн пуҫнех пулнӑ: Аманпа ывӑлӗсене юпаран ҫакса вӗлернӗ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа та эсир Амадаф Аманӗ янӑ ҫырура мӗн хушнине пурӑнӑҫламасан лайӑх тӑватӑр, мӗншӗн тесессӗн ӑна, ҫавӑн пек хӑтланнӑскере, Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ часах тивӗҫлӗ сут тунӑ, ӑна Турӑ ирӗкӗпе Сузӑ хапхи умӗнче пӗтӗм кил-йышӗпе ҫакса вӗлернӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Авӑ Амадаф ывӑлӗ Аман — Македони ҫынни, Перси юнӗшӗн чӑннипе те ют ҫын — пирӗн тӳрӗлӗхрен питех те аякра тӑраканскер, пирӗн хӑна пулчӗ, эпир кирек мӗнле халӑха та кӑмӑлланӑ пек, ӑна пурте чун-чӗререн хапӑлларӗҫ, ӑна пирӗн атте вырӑннех хучӗҫ, ӑна патша ҫумӗнчи иккӗмӗш ҫын вырӑнне картса чысларӗҫ; анчах та вӑл, мӑн кӑмӑлне пусараймасӑр, пире влаҫсӑр та чунсӑр тӑратса хӑварма шутларӗ, пире ҫӑлакана, яланах ырӑ тӑвакан Мардохее тата патшалӑха пӗрле тытса тӑракан айӑпсӑр Эсфире те вӗсен пӗтӗм халӑхӗпе пӗрле тӗрлӗрен чее те усал мелсемпе пӗтересшӗн пулчӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Патша Эсфирь енне ылтӑн туйине тӑснӑ; Эсфирь ура ҫине тӑнӑ та патша умӗнче каланӑ: 5. патша хирӗҫ мар пулсассӑн, эпӗ патша умӗнче кӑмӑллӑ пултӑм пулсассӑн, ҫак ӗҫ патша сӑнӗ умӗнче тӳрӗ ӗҫ пулсассӑн, эпӗ унӑн куҫне килӗшетӗп пулсассӑн, Аман — Амадаф ывӑлӗ, Агаг ҫынни — пӗтӗм патша ҫӗрне салатнӑ хута, иудейсене вӗлерме хушса ҫырнӑ хута, каялла тавӑрмалла тесе ҫырса ятӑрччӗ; 6. ара, ман халӑхӑма кӗтекен инкек-синкеке мӗнле курса тӑраяс манӑн, тӑванӑмсем вилнине мӗнле чӑтса тӑраяс? тенӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Патша ӗнтӗ иудейсене хирӗҫ ҫырнӑ хута пусса ҫирӗплетме пӳрнинчи ҫӗррине Амана — Амадаф ывӑлне, Агаг ҫыннине — хывса панӑ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Артаксеркс патша Амана — Амадаф ывӑлне, Агаг ҫыннине — ҫӗкленӗ, ӑна хӑйӗн пур улпутӗнчен те ҫӳле хурса чапа кӑларнӑ; 2. патша таврашӗнчи ҫынсем, патша хапхи умӗнче тӑракансем пурте Аман умӗнче тайӑлнӑ, ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ, мӗншӗн тесессӗн патша ҫапла тума хушнӑ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша ҫумӗнчи ҫынсенчен ҫавӑн чухне Аман — Амадаф ывӑлӗ, Агаг ҫынни — чи чапли пулнӑ, вӑл патша хайранӗсемшӗн тавӑрас шутпа Мардохее тата ун халӑхне усал тума тӑрӑшнӑ.]
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1