Поиск
Шырав ĕçĕ:
Масаралла пӑрӑннӑ чух вӗсене хирӗҫ, пуҫне чиксе, чылай айккинчен Натиш иртсе кайрӗ-ҫке, Хӗветӗрсене курман пек иртрӗ вӑл.
«Хуркайӑксем каяҫҫӗ те килеҫҫӗ…» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Айккинчен курса тӑракана вӗсем пӗр-пӗрне савакан хӗрпе каччӑ иккенни тӳрех паллӑ.
«Хуркайӑксем каяҫҫӗ те килеҫҫӗ…» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Айккинчен ҫын пӑхса тӑнӑ хушӑра ку пӳртре хуҫи Сӑпани тейӗччӗ: мӗн кирлине тӳрех тупса кӑларса хучӗ вӑл тирпейлӗ сӗтел ҫине, унта нимӗн те ытлашши мар.
Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Айккинчен хистемесӗрех ҫынсем ирӗклӗн калаҫни савӑнтарчӗ Виталие — агитаторсем ҫеҫ мар, ахаль колхозниксемех калаҫӑва хутшӑнкаларӗҫ.
Ҫапла иртет ӗмӗр, Сӑпани… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Тен, савӑнни, киленӳ илни сире ыйтӑвӑрсем ҫине айккинчен пӑхма, тӗплӗ йышӑну тума май парӗ.
28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
«Ҫапла, ҫынна хак пама йывӑрах мар, хӑв ҫине айккинчен пӑхасчӗ сан, — ҫиҫсе илчӗ шухӑш Алюш пуҫӗнче — ытти ачасем хӑв пирки мӗн шутланине пӗлесчӗ».
IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.
Айккинчен пӑхса тӑракан Хӗветӗре кулӑшла туйӑнать: пӗр ҫавапа иккӗн ҫулаҫҫӗ.
V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.
Занятисем хыҫҫӑн килелле таврӑннӑ чух Саша ларса пыракан машинӑна тепри айккинчен хытӑ пырса ҫапнӑ та темиҫе ҫынна амантнӑ.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Айккинчен пӑхсан хӑр тӑлӑх ача тесе калас та ҫук.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Ку эрнере айккинчен сӑнаса таврари ҫынсем мӗнле пулнне тишкерӗр.На этой неделе лучше занять выжидательную позицию и выяснить намерения окружающих.
22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Михутьсен Павӑлне, вырӑсла хапха умӗнче тем аппаланса лараканскерне, айккинчен тӑк тӗртрӗ вӑл.
Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.
Пӳртре хӗл каҫнӑ имшеркке турат ҫине тухса ларнӑ-ларман тепри ӑна пӗррех пырса ҫатлаттарчӗ айккинчен.
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
Вихтӗр апла тума пуҫласанах асламӑшӗ ӑна айккинчен тӑк тӗкет.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Кирей пӗр айккинчен Элиме ҫумне йӑпшӑнчӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Пӗр айккинчен Элиме пырса тӑчӗ, пуҫне Кирейӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те хӑлхинчен чуптурӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Сапла вара кивелнӗ пӳртрен чаплӑ ҫурт пулса тӑчӗ, айккинчен пӑхсан, чуна савӑнтарать, ун пекки ялта хальлӗхе никамӑн та ҫук-ха.
Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.
Патакки, шӗвӗр вӗҫлӗскер, лашана айккинчен самай вирлӗн шаплаттарать.
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ваҫука ҫавӑтрӗ те, пӑру мӑнӑш йытӑ ҫыртасса та пӑхса тӑмарӗ, шутсӑр тарӑхса кайнӑскер, ӑна, ӑрлатма пӑхнӑскерне: «Пшол!» — тесе айккинчен ҫиллессӗн тапса, урамалла вашкӑнса тухрӗ.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Анраса кайнӑ Ваҫука Мишша айккинчен тӗрткелесех ларать те хӑлхинчен пӑшӑлтатать:
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Кун пек самантсенче шӑлйӗрен умӗнчи этем ҫӗр ҫинчех тӑрать пек айккинчен пӑхсан, анчах шеремет хӑйне шывра ишме пӗлмен, унта путакан ҫын пекех туять.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.