Поиск
Шырав ĕçĕ:
24. Ҫакӑнта ытарлӑн калани пур: ҫав арӑмсем икӗ халала пӗлтереҫҫӗ, пӗр халалне Синай тӑвӗ ҫинче панӑ, вӑл чура пулма ҫуратать, ку — Агарь ӗнтӗ: 25. Агарь Аравири Синай тӑвне пӗлтерет тата вӑл хальхи Иерусалимпа пӗре килет, мӗншӗн тесессӗн Иерусалим ачи-пӑчи-мӗнӗпех чуралӑхра пурӑнать; 26. ҫӳлти Иерусалим вара ирӗклӗ: вӑл пире пурсӑмӑра та анне пулать.
Гал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Агарь ывӑлӗсем ҫӗр ҫинчи пӗлӗве шыранӑ, Меррӑпа Феман купсисем те, юптаруҫӑсем те, пӗлӗве тишкерекенсем те ҫапла тунӑ, анчах ӑслӑлӑх ҫулне тупайман, ун сукмакӗсене асӑрхайман.
Вар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пӗр шухӑшлӑ пулса пӗр канаша килчӗҫ, Сана хирӗҫ сӑмах татрӗҫ: 7. вӗсем — Эдом халӑхӗпе Измаил ҫыннисем, Моав тата Агарь ҫыннисем, 8. Гевал, Аммон, Амалик, филистимсемпе Тир ҫыннисем.
Пс 82 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Патша пурлӑхне Адиил ывӑлӗ Азмавеф сыхланӑ, уй-хирти, хуласемпе ялсенчи тата пашнесенчи пурлӑха вара Уззия ывӑлӗ Иоанафан пӑхса тӑнӑ; 26. уй-хирте ҫӗр ӗҫӗ тӑвакансене — Хелув ывӑлӗ Езрий; 27. иҫӗм ҫырли пахчисене — Рама ҫынни Шимей, иҫӗм ҫырли эрехне упракан вырӑнсене — Шефам ҫынни Завдий; 28. айлӑмри ҫу йывӑҫӗсемпе смоква йывӑҫӗсене — Гедер ҫынни Баал-Ханан, йывӑҫ ҫӑвне — Иоас; 29. Шаронра кӗтӳре ҫӳрекен шултӑра выльӑха — Шарон ҫынни Шитрай, айлӑмри выльӑха — Адлай ывӑлӗ Шафат; 30. тӗвесене — Исмаил ҫынни Овил, ашаксене — Мерониф ҫынни Иехдия; 31. вак выльӑха Агарь ҫынни Иазиз пӑхса тӑнӑ.
1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем Агарь ҫыннисен кӗтӗвӗсене ярса илнӗ: аллӑ пин пуҫ тӗве, икҫӗр аллӑ пин пуҫ вак выльӑх, икӗ пин пуҫ ашак; тата ҫӗр пин ҫынна тыткӑна илнӗ; 22. вилнисем питӗ нумаййӑн пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫак ҫапӑҫу Турӑран килнӗ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫапӑҫура вӗсене пулӑшу ҫитнӗ, Агарь ҫыннисем те, ҫавсен мӗнпур пурлӑхӗ те вӗсен аллине куҫнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче вӗсем Турра тархасланӑ, Турра шанса тӑнине курса, Вӑл вӗсем тархасланине илтнӗ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсем Агарь ҫыннисемпе, Иетурпа, Нафишпа тата Надавпа ҫапӑҫнӑ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Саул вӑхӑтӗнче вӗсем Агарь ҫыннисемпе вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, вӗсене аркатса тӑкнӑ, Галаад ҫӗрӗн пӗтӗм тухӑҫ енне ярса илнӗ те ҫавӑнта Агарь чатӑрӗсенче пурӑнма пуҫланӑ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Акӑ Египет хӗрӗ Агарь — Сарра тарҫи — Авраама ҫуратса панӑ Измаилӑн, Авраам ывӑлӗн, йӑхӗ-кӑкӗ; 13. акӑ Измаил ывӑлӗсен ячӗсем, вӗҫе-вӗҫӗн ҫуралса пынӑ ывӑлӗсен ячӗсем: Измаилӑн малтан ҫуралнӑ ывӑлӗ Наваиоф, ун хыҫӗнчен Кедар, Адбеел, Мивсам, 14. Мишма, Дума, Масса, 15. Хадад, Фема, Иетур, Нафиш тата Кедма.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Турӑ унӑн куҫне уҫнӑ та, Агарь вара [чӗрӗ] шывлӑ пусӑ курнӑ, ун патне пырса хутаҫҫине шыв тултарса ачине ӗҫтернӗ.
Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл [аяккарах, ӑна] хирӗҫ ларнӑ та йӗре пуҫланӑ, кӑшкӑрсах йӗнӗ; 17. Турӑ ачанӑн сассине [вӑл выртнӑ вырӑнтан] илтнӗ; Турӑ Ангелӗ Агаре тӳперен чӗнсе каланӑ: Агарь, мӗн пулчӗ? ан хӑра; Турӑ ачанӑн сассине вӑл выртакан вырӑнтан илтрӗ; 18. тӑр, ачана ҫӗклесе тӑрат та аллинчен ҫавӑт ӑна, Эпӗ унран аслӑ халӑх кӑларӑп, тенӗ.
Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Сарра [хӑй ывӑлӗнчен, Исаакран] Агарь — Египет хӗрӗ — Авраама ҫуратса панӑ ача кулнине курнӑ та 10. Авраама каланӑ: ҫак хӑрхӑмпа унӑн ывӑлне хӑваласа яр, ҫак хӑрхӑм ывӑлӗ манӑн Исаак ывӑлӑмпа пӗрле еткер илес ҫук, тенӗ.
Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Агарь Аврама Измаила ҫуратса панӑ чухне Аврам сакӑрвун ултӑ ҫулта пулнӑ.16. Аврам был восьмидесяти шести лет, когда Агарь родила Авраму Измаила.
Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Агарь Аврама ывӑл ҫуратса панӑ; Агарьтен ҫуралнӑ ывӑлне [Аврам] Измаил тесе ят хунӑ.15. Агарь родила Авраму сына; и нарек [Аврам] имя сыну своему, рожденному от Агари: Измаил.
Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӑйпе калаҫакан Ҫӳлхуҫана [Агарь] «Эсӗ мана куракан Турӑ» тесе ят панӑ.13. И нарекла [Агарь] Господа, Который говорил к ней, сим именем: Ты Бог видящий меня.
Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. [Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна] каланӑ: Агарь, Сара тарҫи! эсӗ ӑҫтан килтӗн, ӑҫта каятӑн? тенӗ.8. И сказал [ей Ангел Господень]: Агарь, служанка Сарина! откуда ты пришла и куда идешь?
Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Йывӑр ҫын пулнине кура Агарь хӑйӗн хуҫине, Сарӑна, хисеплеми пулнӑ.
Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Аврам Агарь патне кӗнӗ те, Агарь йывӑр ҫын пулнӑ.
Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сарӑн Агарь ятлӑ тарҫӑ, Египет хӗрӗ, пулнӑ.
Пулт 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1