Поиск
Шырав ĕçĕ:
Авӑнарах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Норк Орк — эсир пӗлекен Фрион шанса янӑ ҫын, — тӳлеккӗн евитлерӗ вӑл: Ассоле — авӑнарах, Седира сисӗни-сисӗнми пуҫ тайӑмпа.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Шура хура вӑрӑм ҫӳҫне ҫивӗтлесе хулпуҫҫи урлӑ ярса ҫӳреме юратать пулсан, Галя авӑнарах тӑракан сарӑ ҫӳҫне арҫынла кастарнӑ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Пурте ҫывӑх кунта Тамарӑна; вӑл кӑшт авӑнарах тӑракан куҫ харшисем айӗнчи кӑвак куҫӗсемпе кивӗ вокзал ҫуртне тинкерчӗ, тавралла ларса тухнӑ кивӗ пӳртсем ӑна ачалӑха аса илтерчӗҫ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Вӑл эпӗ пуҫ пӗкессе, авӑнарах ҫӳрессе кӗтнӗччӗ пулӗ те ӗнтӗ, хӑвӑр калашле, ав, Кузьма Афанасьевич, ҫапа пӗлмен пушши хӑйнех ҫаврӑнса чашлаттарчӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Авӑнарах тӑракан пысӑк сӑмси караппӑлӑнни пек.Самым заметным на его лице был орлиный, с горбинкой, крючковатый нос.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Страницы:
- 1