Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Давидӑн Хевронра ҫуралнӑ ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: малтанхи ывӑлӗ Амнон, унӑн амӑшӗ — Изреельрен тухнӑ Ахиноама; иккӗмӗшӗ — Далуия, унӑн амӑшӗ — Кармил тӑвӗ ҫинчен тухнӑ Авигея; 2. виҫҫӗмӗшӗ — Авессалом, унӑн амӑшӗ — Мааха, Гессур патшийӗн Фалмайӑн хӗрӗ; тӑваттӑмӗшӗ — Адония, Аггифа ывӑлӗ; 3. пиллӗкӗмӗшӗ — Сафатия, Авитала ывӑлӗ; улттӑмӗшӗ — Ифреам, унӑн амӑшӗ — Аглая, Давид арӑмӗ, — 4. ҫаксем унӑн Хевронра ҫуралнӑ ултӑ ывӑлӗ; унта Давид ҫичӗ ҫул та ултӑ уйӑх хушши патша пулнӑ; Иерусалимра вӑл вӑтӑр виҫӗ ҫул патшара ларнӑ.
1 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Авигея Амессана ҫуратнӑ; Амессан ашшӗ Измаил ҫынни Иефер пулнӑ.17. Авигея родила Амессу; отец же Амессы - Иефер, Измаильтянин.
1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӗсемпе пӗртӑван хӗрсем: Саруия тата Авигея.
1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Амессай Изреельре пурӑнакан Иефер ятлӑ пӗр ҫыннӑн ывӑлӗ пулнӑ; унӑн амӑшӗ Авигея — Наас хӗрӗ, Иоав амӑшӗн Саруиян йӑмӑкӗ — пулнӑ.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Малтанхи ывӑлне, Амнона, Изреель хӗрӗ Ахиноама ҫуратса панӑ; 3. иккӗмӗш [ывӑлне], Далуиана, — Авигея, Навал арӑмӗ пулнӑскер, Кармил хӗрӗ; виҫҫӗмӗшне — Авессалома, — Мааха, Гессур патши Фалмай хӗрӗ, ҫуратса панӑ; 4. тӑваттӑмӗшне, Адонияна, — Аггифа; пиллӗкӗмӗшне, Сафатияна, — Авитала; 5. улттӑмӗшне, Иефераама, Давид арӑмӗ Эгла ҫуратнӑ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Давид вара ҫавӑнта кайнӑ, унӑн икӗ арӑмӗ те — Изреель хӗрӗ Ахиноама тата Навал арӑмӗ пулнӑ Авигея, Кармил хӗрӗ — пӗрле пынӑ.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Давидпа унӑн ҫыннисем кашнийӗ хӑйӗн кил-йышӗпе пӗрле Анхус патӗнче Гефра пурӑннӑ, Давидпа пӗрле унӑн икӗ арӑмӗ — Изреель хӗрӗ Ахиноама тата Авигея, Навал арӑмӗ пулнӑскер, Кармил хӗрӗ — пулнӑ.
1 Пат 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Авигея васкасах пуҫтарӑннӑ та ашак ҫине ларнӑ, унпа пӗрле пилӗк тарҫи пынӑ; вӑл Давид ҫыннисем хыҫҫӑн кайнӑ, ҫапла Давид арӑмӗ пулса тӑнӑ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Авигея вара ҫӗре ҫити тайӑлнӑ та: акӑ эпӗ санӑн хӑрхӑму пулма, хуҫамӑн тарҫисен урине ҫуса тӑма хатӗр, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Давид тарҫисем Авигея патне Кармила ҫитнӗ те ӑна ҫапла каланӑ: Давид пире сана качча илесси ҫинчен пӗлтерме ячӗ, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Авигея Навал патне ҫитнӗ, акӑ унӑн ҫуртӗнче, патша килӗнчи пек, ӗҫкӗ-ҫикӗ пынӑ: Навал чун-чӗри те хавасланнӑ-мӗн; вӑл хӑй питӗ ӳсӗр пулнӑ; арӑмӗ ӑна мӗн ирчченех пӗр сӑмах та каламан, ун пек те, кун пек те каламан.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Давида курсассӑн, Авигея васкасах ашак ҫинчен аннӑ та Давид умне ӳпне ӳксе пуҫҫапнӑ; 24. унӑн ури умне ӳксе ҫапла каланӑ: хуҫамӑм, эпӗ ҫылӑха кӗтӗм; хӑвӑн хӑрхӑмна хӑвна калама ирӗк парсамччӗ, хӑрхӑмун сӑмахӗсене итлесемччӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑн хыҫҫӑн Авигея васкаварлӑн икҫӗр ҫӑкӑр, икӗ такмак эрех, пӗҫерсе-хатӗрлесе хунӑ пилӗк сурӑх ашӗ, пилӗк виҫе типӗтнӗ тӗш тырӑ, ҫӗр ҫыхӑ иҫӗм ҫырли тата икҫӗр ҫыхӑ смоква ҫырли илнӗ те ҫакна ашаксем ҫине тиесе хунӑ; 19. вара тарҫисене ҫапла каланӑ: эсир ман умран утӑр, эпӗ сирӗн хыҫҫӑн пырӑп, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫав ҫынна Навал тесе чӗннӗ, унӑн арӑмне Авигея тесе чӗннӗ; ҫак хӗрарӑм питӗ ӑслӑ та хитре сӑн-питлӗ пулнӑ, упӑшки вара хаяр та усал кӑмӑллӑ пулнӑ; вӑл Халев йӑхӗнчен пулнӑ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1