Поиск
Шырав ĕçĕ:
Авдемелех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
15. Хурал картишӗнче хупса усранӑ чухне Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 16. кай та Авдемелех эфиопа кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: халӗ Эпӗ ҫак хула ҫинчен Хам мӗн каланине вырӑна килтерӗп, анчах ырри мар, усалли лекӗ вӗсене, эсӗ ӑна ҫав кунах курӑн; 17. анчах ҫав кун Эпӗ сана ҫӑлса хӑварӑп, тет Ҫӳлхуҫа, эсӗ ху хӑракан ҫынсен аллине лекмӗн.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Авдемелех эфиоп Иеремийӑна ҫапла каланӑ: ҫак кивӗ тумтирпе юрӑхсӑр ҫӗтӗк-ҫурӑка хул хушшине, вӗрен айне, майлаштарса хур, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Авдемелех хӑйпе пӗрле ҫынсем илнӗ те патша керменӗнчи кӗлете кӗрсе, унтан кивелнӗ тумтирпе юрӑхсӑр ҫӗтӗк-ҫурӑк илсе ҫавна вӗрен вӗҫҫӗн Иеремийӑна шӑтӑка антарса панӑ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Патша вара Авдемелех эфиопа ҫапла хушнӑ: хӑвӑнпа пӗрле ҫакӑнтан вӑтӑр ҫын ил те Иеремия пророка вилсе кайиччен шӑтӑкран туртса кӑлар, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Авдемелех патша керменӗнчен тухнӑ та патшана каланӑ: 9. эй патша хуҫамӑм! ҫак ҫынсем Иеремия пророка шӑтӑка пӑрахса усал ӗҫ турӗҫ; вӑл унта выҫӑ вилет: хулара текех ҫӑкӑр юлмарӗ, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Авдемелех — эфиоп, патша керменӗнчи хайран — Иеремийӑна шӑтӑка лартни ҫинчен илтнӗ; патша ҫав вӑхӑтра Вениамин хапхи умӗнче ларнӑ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1