Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫапӑҫу сăмах пирĕн базăра пур.
ҫапӑҫу (тĕпĕ: ҫапӑҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ҫапӑҫу ҫинчен аслӑ командирсене хам шухӑша каласа пама хӑраса тӑратӑп, тесе шутлатӑн-и?

А ты думаешь, я побоюсь высказать старшим командирам свое мнение о бое?

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче атакӑна кӗрекене яланах мӗнле те пулин ӑнсӑртлӑх кӗтет.

Во время боя атакующего всегда ждут разные неожиданности.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫапӑҫу мӗнле пынине сӑнанӑ пекех, хӗвел аялта, Барсушня ҫийӗнчех тӑрать.

Точно с грустью наблюдая за боем, невеселое солнце низко стояло над самой Барсушней.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑрман леш енче, Барсушня патӗнче, тупӑсемпе пулеметсемпе переҫҫӗ; ҫапӑҫу шавӗ сылтӑмран та, Горки ятлӑ ял енчен, сулахайран та, Марьино енчен те илтӗнет.

За лесом, у Барсушни, били орудия и пулеметы; грохот боя доносился также и справа — от деревни Горки и слева — от Марьино.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Барсушньӑшӑн виҫҫӗмӗш сехет ҫапӑҫу пырать.

Третий час шел бой за Барсушню.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах халь малалла тапӑнса пымалли пысӑк ҫапӑҫу вӗт.

Но ведь теперь — большой наступательный бой.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Дивизи командирӗн ӑшӑ блиндажӗнче унӑн адъютанчӗпе связистсем кӑна: ватӑ генерал ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче хӑйпе пӗрле нумай ҫын хӑварма юратман.

В теплом блиндаже комдива находились только его адъютант и связисты: старый генерал не любил держать около себя во время боя лишних людей.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

…Ҫӗршер ҫын ҫапӑҫу пуҫланасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтрӗҫ.

…Сотни людей с напряжением ожидали начала боя.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ун ҫине тапӑнма Батюков хӑйӗн мотострелковӑй бригадипе Руденко танковӑй полкне хушрӗ, Батюков вара — Озеровӑн икӗ батальонӗпе Уваровӑн икӗ батальонне, вӗсем шӑпах ҫак кунсенче ҫапӑҫу туса ирттерме палӑртнӑ районта оборонӑра тӑнӑ пулнӑ.

Нанести этот удар Батюков поручил танковому батальону Руденко в сопровождении мотострелкового батальона своей бригады, а Бородин — двум батальонам Озерова и двум батальонам Уварова, которые занимали в эти дни оборону в районе предполагаемых боевых действий.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Матвей Юргинпа Лена Малышева хӗвел тухнӑ чух киленсе кайсах хӑйсем ҫинчен калаҫса ларса, вӑрҫӑра никам та юратман ҫапӑҫу умӗнхи йывӑр минутсене пачах туймарӗҫ.

Так Матвей Юргин и Лена Малышева, встретясь на восходе солнца, увлеченные узнаванием друг друга, совсем не чувствовали тяжелой власти тех минут перед боем, каких никто не любит на войне.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫапӑҫу умӗн, яланхи пекех, передовойра кашни минут иртмессеренех шиклӗ шӑплӑх вӑйланса пырать.

Как всегда перед боем, на передней линии с каждой минутой крепла особая, чуткая и тревожная тишина.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫапӑҫу умӗн ирхи апат ҫимеллех, анчах кухня ӑҫта-ха?

— Позавтракать перед боем надо бы, да только где же кухня?

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Нумайӑшӗсем хӑйсем шикленнине, аран-аран чарса, юлташӗсем хӑравҫӑ вырӑнне шутласран хӑраса пытарма тӑрӑшаҫҫӗ, анчах ку пустуя кӑна: ку хӑраса ӳкни пулман, ҫапӑҫу умӗн салтаксен чӗри вӑркани пулнӑ, мӗншӗн тесен ун пек чух вӑхӑт сахаллипе пӗр самантрах мӗнпур ӗмӗр тӑршшӗнче татса памалли ыйтусене нумайӑшне татса памалла.

Многие с трудом сдерживали и скрывали от товарищей озноб, боясь, что его сочтут за выражение страха, но делали это напрасно: это был не страх, а то особое солдатское волнение перед боем, когда из-за недостатка времени враз обдумывается и решается многое из того, что должно бы обдумываться и решаться в течение всей жизни.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах ҫапӑҫу умӗнхи минутсем — урӑхла минутсем…

Но минуты перед боем — особые минуты…

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Передовоя тухас умӗн командирсемпе политработниксем ҫеҫ мар, коммунистсем те нумайӑшӗсем пулас ҫапӑҫу ҫинчен салтаксемпе калаҫу ирттерчӗҫ.

Перед выходом на передовую не только командиры и политруки, но и многие коммунисты провели с солдатами беседы о предстоящем бое.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Танк патӗнче калаҫса тӑракансене кансӗрлес мар тесе Андрейпа Лена айккинелле, сарай стени патне пӑрӑнчӗҫ, кунта вара, хӑйсем кӑшт ҫеҫ паллашнине пӑхмасӑрах, пуҫа мӗн кӗнӗ ҫавӑн ҫинчен кӑмӑллӑн та ҫӑмӑллӑн калаҫма тытӑнчӗҫ: йытӑсем ҫинчен, ҫапӑҫу ҫинчен, Мускав ҫинчен, иртнӗ пурнӑҫпа пулас пурнӑҫ ҫинчен…

Стараясь не мешать общему разговору около танков, Андрей и Лена отступили в сторону, к стене сарая, и тут, несмотря на короткое знакомство, с удивительной обоюдной легкостью и живостью заговорили о разных разностях, что приходило каждому на ум: о собаках, о боях, о Москве, о прежней и будущей жизни…

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кашни хӗрӗнех тӑватӑ йытӑ; ҫав йытӑсене ҫапӑҫу хирӗнчен аманнисене илсе тухмалли шурӑ кимӗ кӳлеҫҫӗ.

У каждой девушки — упряжка из четырех собак; упряжка таскает за собой легкие белые лодочки для вывозки раненых с поля боя.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫапӑҫу хыҫҫӑн, каҫхине, Андрей иртнӗ пурнӑҫа аса илме хатӗрленнӗ ҫеҫ, анчах ывӑннипе сак ҫине выртнӑ-выртманах ҫывӑрса кайнӑ…

А соберется Андрей вечером, после боя, припомнить прошлое, подумать о родных, но только свалится на нары — и от усталости сразу точно падает в омут…

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӑйӗн отделенинчи салтаксем пур енӗпе те примерлӑ пулса, хӑйсен тивӗҫне чыслӑн туса пыччӑр, службӑри пур йывӑрлӑхсене те ҫирӗппӗн тӳссе ирттерччӗр, хӗҫпӑшалсене упраса ҫапӑҫу валли яланах хатӗр тытчӑр, тутӑ пулччӑр тата хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр тӑшманпа хӑюллӑн ҫапӑҫма пултарччӑр, тесе сӑнаса тӑчӗ.

Он зорко следил за тем, чтобы все солдаты его отделения были примерными во всех отношениях: честно несли службу, стойко переносили все ее тяготы, берегли оружие и держали его всегда готовым к бою, были сыты, бодры и сражались с врагом, не щадя своей жизни.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

«Ҫапла, ыран ҫапӑҫу…» — шухӑшларӗ Озеров.

«Да, завтра бой…» — подумал Озеров.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней