Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ячӗ (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
16. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах тепӗри пырса калать: тӳперен Турӑ вучӗ ӳкрӗ те сурӑхсемпе кӗтӳҫӗсене ӗнтсе-ҫунтарса ячӗ; сана килсе хыпар тумашкӑн пӗр эпӗ анчах хӑтӑлса юлтӑм, тет.

16. Еще он говорил, как приходит другой и сказывает: огонь Божий упал с неба и опалил овец и отроков и пожрал их; и спасся только я один, чтобы возвестить тебе.

Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Икӗ ҫӗленӗ — эпӗ тата Аман; халӑхӗсем — иудейсене ячӗ юлмиччен пӗтерме шутланисем; манӑн халӑхӑмӑм — Турра тархасланӑ, ҫӑлӑнса юлнӑ израильсем.

А два змея - это я и Аман; народы - это собравшиеся истребить имя Иудеев; а народ мой - это Израильтяне, воззвавшие к Богу и спасенные.

Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ, санӑн чуру, ҫакна пӗлсенех вӗсем патӗнчен тарса килтӗм, мана Турӑ санпа пӗрле пысӑк ӗҫсем тума ячӗ, ун ҫинчен кирек ӑҫта илтсен те пӗтӗм тӗнче тӗлӗнӗ, 17. мӗншӗн тесессӗн санӑн чуру таса пурӑнать, ир те, каҫ та Ҫӳлти Турра кӗлтӑвать.

16. Вот почему я, раба твоя, узнав обо всем этом, бежала от них, и Бог послал меня сделать вместе с тобою такие дела, которым изумится вся земля, где только услышат о них, 17. ибо раба твоя благочестива и день и ночь служит Богу Небесному.

Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Хальхинче мана Турӑ сана тата санӑн Сарра кинӳне сыватма ячӗ.

14. И ныне Бог послал меня уврачевать тебя и невестку твою Сарру.

Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ҫавӑн хыҫҫӑн Санаваллат ман патӑма пиллӗкӗмӗш хут хӑйӗн тарҫине ячӗ, лешӗ ҫыру илсе килнӗччӗ, ҫырӑвӗ уҫахчӗ.

5. Тогда прислал ко мне Санаваллат в пятый раз своего слугу, у которого в руке было открытое письмо.

Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Дарий патшаран вара ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: «Эсир вара, юханшыв лешьенӗн пуҫлӑхӗ Фафнай, Шефар-Бознай, хӑвӑрӑн юлташӑрсемпе, юханшыв леш енчи тӳре-шарапа, унтан пӑрахса кайӑр. 7. Турӑ Ҫуртне тума ан чӑрмантарӑр; Иудея ҫӗрӗн пуҫлӑхӗпе Иудейӑн аслӑ ҫыннисем Турӑ Ҫуртне унчченхи вырӑнӗнчех туса лартчӑр. 8. Ҫапла хушатӑп: Турӑ Ҫуртне тунӑ чухне Иудейӑн аслӑ ҫыннисене пулӑшсах тӑрӑр: патша пурлӑхӗнчен — юханшыв леш енче пухнӑ куланайран — пӗр тӑхтаса тӑмасӑр илӗр те ҫав ҫынсене парса тӑрӑр: ӗҫ чарӑнса ан тӑтӑр; 9. мӗн кирлине — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлти Турра парнесем кӳме пӑрусем-и, сурӑхсем-и, путексем-и, тулӑ-и, тӑвар-и, эрех-и, ҫу-и — Иерусалим священникӗсем мӗн ыйтнине пурне те кунран-кунах, пӗр тытӑнса тӑмасӑр парса тӑрӑр, 10. вӗсем ҫапла Ҫӳлти Турра кӑмӑллӑ парнесем кӳрсе тӑччӑр, патшапа унӑн ывӑлӗсенӗн пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтуччӑр. 11. Тата ҫапла хушатӑп: кам та кам ҫак хушӑва пӑсас пулсассӑн, ҫавӑн ҫурчӗн пӗренине кӑларса илмелле те хӑйне ӑна ҫав пӗрене ҫумне пӑталамалла, ҫуртне тӗппипех ҫӗмӗрмелле. 12. Пӗр-пӗр патша е пӗр-пӗр халӑх ҫак хушӑва пӑсса Иерусалимри Турӑ Ҫуртне сиен кӳме хӑйсассӑн, вӗсене Хӑйӗн ячӗ ҫавӑнта тӑма кӑмӑл тунӑ Турӑ пӗтертӗр. Эпӗ, Дарий, ҫапла хушатӑп: ӑна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫласа тӑрӑр!»

6. Итак, Фафнай, заречный областеначальник, и Шефар-Бознай, с товарищами вашими Афарсахеями, которые за рекою, - удалитесь оттуда. 7. Не останавливайте работы при сем доме Божием; пусть Иудейский областеначальник и Иудейские старейшины строят сей дом Божий на месте его. 8. И от меня дается повеление о том, чем вы должны содействовать старейшинам тем Иудейским в построении того дома Божия, и именно: из имущества царского - из заречной подати - немедленно берите и давайте тем людям, чтобы работа не останавливалась; 9. и сколько нужно - тельцов ли, или овнов и агнцев, на всесожжения Богу небесному, также пшеницы, соли, вина и масла, как скажут священники Иерусалимские, пусть будет выдаваемо им изо дня в день без задержки, 10. чтоб они приносили жертву приятную Богу небесному и молились о жизни царя и сыновей его. 11. Мною же дается повеление, что если какой человек изменит это определение, то будет вынуто бревно из дома его, и будет поднят он и пригвожден к нему, а дом его за то будет обращен в развалины. 12. И Бог, Которого имя там обитает, да низложит всякого царя и народ, который простер бы руку свою, чтобы изменить сие ко вреду этого дома Божия в Иерусалиме. Я, Дарий, дал это повеление; да будет оно в точности исполняемо».

1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Патшана ларнӑ чухне Иоаким ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ; Иерусалимра вунпӗр ҫул хушши патшара ларнӑ [ун амӑшӗн ячӗ — Зехора, вӑл Рама хулинчи Нирия хӗрӗ пулнӑ.

5. Двадцати пяти лет был Иоаким, когда воцарился, и одиннадцать лет царствовал в Иерусалиме [имя матери его Зехора, дочь Нириева из Рамы].

2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Ун амӑшӗн ячӗ — Амитал, вӑл Ловна хулинчи Иеремия хӗрӗ пулнӑ. Иоахаз кирек епле ӗҫе те, хӑйсен ашшӗсем пек, Турра юрӑхсӑр туса пурӑннӑ. Вӑл Иерусалимра текех патшара ан лартӑр тесе, Нехао фараон ӑна Емаф ҫӗрӗ ҫинчи Девлафра тыткӑна илнӗ.]

[Имя матери его - Амитал, дочь Иеремии из Ловны. И сделал он лукавое пред Господом по всему, что сделали отцы его. И оковал его фараон Нехао в Девлафе, в земле Емафской, чтобы не царствовать ему в Иерусалиме.]

2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Езекия патшана ҫирӗм пиллӗкре ларнӑ, Иерусалимра вӑл ҫирӗм тӑхӑр ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Авия, вӑл Захария хӗрӗ пулнӑ.

1. Езекия воцарился двадцати пяти лет, и двадцать девять лет царствовал в Иерусалиме; имя матери его Авия, дочь Захарии.

2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Унта Ҫӳлхуҫа пророкӗ пулнӑ, унӑн ячӗ — Одед.

9. Там был пророк Господень, имя его Одед.

2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Патшана ларнӑ чухне Иоафам ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Иеруша, вӑл Садок хӗрӗ пулнӑ.

1. Двадцати пяти лет был Иоафам, когда воцарился, и шестнадцать лет царствовал в Иерусалиме; имя матери его Иеруша, дочь Садока.

2 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Озия чапа тухнӑ, унӑн ячӗ аякка сарӑлнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑйне тӗлӗнмелле хӳтӗлесе вӑйланса кайнӑ.

И пронеслось имя Озия далеко, потому что он дивно оградил себя и сделался силен.

2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Патшана ларнӑ чухне Озия вунулттӑра пулнӑ, вӑл Иерусалимра аллӑ икӗ ҫул патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Иехолия, вӑл Иерусалимран пулнӑ.

3. Шестнадцати лет был Озия, когда воцарился, и пятьдесят два года царствовал в Иерусалиме; имя матери его Иехолия из Иерусалима.

2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Патшана ларнӑ чухне Амасия ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, вӑл ҫирӗм тӑхӑр ҫул хушши Иерусалимра патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Иегоаддань, вӑл Иерусалимран пулнӑ.

1. Двадцати пяти лет воцарился Амасия и двадцать девять лет царствовал в Иерусалиме; имя матери его Иегоаддань из Иерусалима.

2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Патшана ларнӑ чухне Иоас ҫиччӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл хӗрӗх ҫул хушши патшара ларнӑ; ун амӑшӗн ячӗ — Цивья, вӑл Вирсавия хулинчен пулнӑ.

1. Семи лет был Иоас, когда воцарился, и сорок лет царствовал в Иерусалиме; имя матери его Цивья из Вирсавии.

2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ун амӑшӗн ячӗ — Гофолия, вӑл Амврий хӗрӗ пулнӑ.

имя матери его Гофолия, дочь Амврия.

2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Патшана ларнӑ чухне вӑл хӗрӗх пӗр ҫулта пулнӑ; вара вӑл Иерусалимра, — Турӑ Хӑйӗн ячӗ унта тӑтӑр тесе израильсен мӗнпур йӑхӗнчен суйласа илнӗ хулара, — вунҫичӗ ҫул патшара ларнӑ.

Сорок один год было Ровоаму, когда он воцарился, и семнадцать лет царствовал в Иерусалиме, в городе, который из всех колен Израилевых избрал Господь, чтобы там пребывало имя Его.

2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Давид Соломона каланӑ: ывӑлӑм! Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе Ҫурт тӑвас шухӑш манӑн чӗрем варринчех пулнӑ, 8. анчах мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: «эсӗ юн нумай тӑкнӑ, пысӑк вӑрҫӑсем вӑрҫнӑ; санӑн Ман ятӑмпа Ҫурт лартма тивӗҫ ҫук, мӗншӗн тесессӗн Ман умӑмра ҫӗр ҫине нумай юн юхтартӑн. 9. Акӑ санӑн ывӑл ҫуралӗ, вӑл тӑнӑҫ пурӑнасскер пулӗ; Эпӗ ӑна таврари мӗнпур тӑшманӗнчен хӳтӗлесе лӑпкӑн усрӑп: ҫавӑнпа унӑн ячӗ те Соломон пулӗ. Ун вӑхӑтӗнче Израиле тӑнӑҫлӑхпа канлӗх парӑп. 10. Вӑл Манӑн ятӑмпа Ҫурт туса лартӗ, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ, Эпӗ унӑн ашшӗ пулӑп, ӑна Израильре ӗмӗрлӗхе патшана лартӑп» терӗ, тенӗ.

7. И сказал Давид Соломону: сын мой! у меня было на сердце построить дом во имя Господа, Бога моего, 8. но было ко мне слово Господне, и сказано: «ты пролил много крови и вел большие войны; ты не должен строить дома имени Моему, потому что пролил много крови на землю пред лицем Моим. 9. Вот, у тебя родится сын: он будет человек мирный; Я дам ему покой от всех врагов его кругом: посему имя ему будет Соломон. И мир и покой дам Израилю во дни его. 10. Он построит дом имени Моему, и он будет Мне сыном, а Я ему отцом, и утвержу престол царства его над Израилем навек».

1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Халӗ Манӑн Давид чурама ҫапла кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сана Хамӑн Израиль халӑхӗн ҫулпуҫӗ пулма сурӑх кӗтӗвӗ кӗтнӗ ҫӗртен илтӗм; 8. вара, эсӗ ӑҫта ҫӳресессӗн те, пур ҫӗрте те Эпӗ санпа пӗрле пултӑм, хӑвӑн умӑнтах мӗнпур тӑшманна пӗтерсе тӑкрӑм, санӑн ятна, ҫӗр ҫинчи аслӑ ҫынсен ячӗ пек, асла кӑлартӑм; 9. Эпӗ Хамӑн халӑхӑм валли, Израиль валли, вырӑн тупса патӑм, ӑна унта тӗпленсе пурӑнмалла турӑм, вӑл хӑйӗн вырӑнӗнче лӑпкӑн та тӑнӑҫлӑн пурӑнӗ, ӳлӗмрен ӑна канӑҫсӑрлантармӗҫ, усал ҫынсем ӑна унчченхи пек, 10. Хамӑн Израиль халӑхне ертсе пыма лартнӑ тӳресен вӑхӑтӗнчи пек, хӗсӗрлемӗҫ.

7. И теперь так скажи рабу Моему Давиду: так говорит Господь Саваоф: Я взял тебя от стада овец, чтобы ты был вождем народа Моего Израиля; 8. и был с тобою везде, куда ты ни ходил, и истребил всех врагов твоих пред лицем твоим, и сделал имя твое, как имя великих на земле; 9. и Я устроил место для народа Моего Израиля, и укоренил его, и будет он спокойно жить на месте своем, и не будет более тревожим, и нечестивые не станут больше теснить его, как прежде, 10. в те дни, когда Я поставил судей над народом Моим Израилем,

1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид ячӗ пӗтӗм ҫӗрӗ-шывӗпе саланнӑ, Ҫӳлхуҫа ытти халӑхсене унран хӑраса тӑмалла тунӑ.

17. И пронеслось имя Давидово по всем землям, и Господь сделал его страшным для всех народов.

1 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней