Поиск
Шырав ĕçĕ:
21. Вӗсем сан ҫинчен вӑл суя тӗнлӗ халӑхсем хушшинче пурӑнакан иудейсене пурне те: «ачӑрсен ӳтне ан кастарӑр, авалхи йӑлапа ан пурӑнӑр» тесе Моисейрен пӑрӑнма вӗрентет тенине илтсе пӗтнӗ.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсем ҫапла хуравласа каланӑ: Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, хӑшӗсем — Илия вырӑнне; тепӗрисем тата авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ теҫҫӗ, тенӗ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ирод, ҫӗршывӑн тӑваттӑмӗш пайне тытса тӑраканскер, Иисус тунӑ пӗтӗм ӗҫ ҫинчен илтнӗ те тӗлӗнсе-аптӑраса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗрисем: Ку — вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иоанн, тенӗ; 8. тепӗрисем: Илия килнӗ, тенӗ; тата тепӗрисем: авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ, тенӗ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
67. Унӑн ашшӗ, Захария, Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса пророкла каланӑ: 68. Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ: Вӑл килчӗ те Хӑйӗн халӑхне хӑтарчӗ; 69. Хӑйӗн Давид чури килӗнчен пирӗн валли хӑватлӑ Ҫӑлакана кӑларчӗ — 70. ҫакӑн ҫинчен Вӑл Хӑйӗн авалхи сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ пӗлтернӗ, 71. пире хамӑр тӑшмансенчен, хамӑра курайман ҫынсен аллинчен хӑтарма пулнӑ; 72-73. Хӑйӗн сӑваплӑ халалне, Авраам аттемӗре тупа тунине астуса, Вӑл пирӗн аттемӗрсене ырӑлӑх тума пулнӑ: 74. эпир ӗнтӗ, тӑшмансен аллинчен хӑтӑлса, хӑрамасӑр, 75. пурӑнас кунӑмӑрсем тӑршшӗпех Уншӑн, Ун умӗнче тасалӑхпа, тӳрӗлӗхпе ӗҫлесе тӑрӑпӑр.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӑл ӗнтӗ хыснара кӗмӗл сахалланса юлнине курнӑ, хырҫи те сахал пухӑнса пынӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑй ҫав ҫӗр ҫинчи авалхи саккунсене пӗтерсе пынӑран халӑх пӑлханнӑ, юхӑнса юлнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫавӑн чухне вара, авалхи кунсенчи пек, унчченхи ҫулсенчи пек, Иудӑпа Иерусалим кӳрекен парнесем Ҫӳлхуҫашӑн кӑмӑллӑ пулӗҫ.
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл тӑчӗ те — ҫӗре кисрентерчӗ; пӑхрӗ те — халӑхсене сехӗрлентерсе пӑрахрӗ; ӗмӗрхи тусем арканчӗҫ, чи авалхи сӑртсем ишӗлсе анчӗҫ; Унӑн ҫулӗсем — ӗмӗрхи ҫулсем.
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑвӑн халӑхна, Хӑвӑн сурӑхусене, Кармил ҫинчи вӑрманта улаххӑн пурӑнакансене Хӑвӑн туюпа пӑхса усра; авалхи кунсенчи пек, вӗсем Васанпа Галаадра кӗтӳре ҫӳреччӗр!
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав кун Эпӗ Давидӑн пӑрахӑҫа тухнӑ кӗлӗ чатӑрне ҫӗнӗрен туса лартӑп, ун ӑшӗнчи хушӑксене питӗрӗп, мӗн ҫӗмӗрӗлнине юсаса тирпейлӗп, ӑна авалхи евӗрлех туса ҫитерӗп, 12. ҫапла вӗсем Эдомӑн йӑлкӑмне, Ман ятӑм хӑйсен хушшине ҫитес халӑхсене пурне те хӑйсен аллине илччӗр, тет ҫакна пурне те пултаракан Ҫӳлхуҫа.
Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсӗ лешӗ, хайхи, авалхи кунсенче Эпӗ Хамӑн чурамсем, Израиль пророкӗсем, урлӑ пӗлтернӗскер пулмарӑн-и? ҫав вӑхӑтра вӗсем, малашне мӗн пулассине пӗлтерсе, Эпӗ сана вӗсемпе тытӑҫма илсе килесси ҫинчен каланӑччӗ.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, пире Ху енне ҫавӑр та, эпир Сан хыҫҫӑн кайӑпӑр; авалхи пек, пирӗн кунсене ҫӗнетсем.21. Обрати нас к Тебе, Господи, и мы обратимся; обнови дни наши, как древле.
Хӳх 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ман халӑхӑм вара Мана астумасть; вӗсем ӑҫтиҫуксене тӗтӗреҫҫӗ, хӑйсен ҫулне — авалхи ҫула — ҫухатрӗҫ те халӗ тумхахлӑ ҫул-йӗрпе ҫӳреҫҫӗ, 16. ӗнтӗ хӑйсен ҫӗрне сехре хӑппи, тӗнче кулли турӗҫ, ҫавӑнтан иртсе ҫӳрекенӗ кирек кам та шалт тӗлӗнсе пуҫне пӑркалӗ.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: хӑвӑр ҫулӑрсем ҫинче чарӑнӑр та пӑхса илӗр, авалхи ҫулсем ҫинчен ыйтса пӗлӗр те ырӑ ҫул ӑҫтарах — унпала кайӑр, вара хӑвӑр валли канлӗх тупӑр, тет.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ах, Израиль килӗ, акӑ Эпӗ сирӗн ҫине инҫетри халӑха, вӑйлӑ халӑха, авалхи халӑха илсе килӗп, тет Ҫӳлхуҫа, эсӗ унӑн чӗлхине пӗлместӗн, вӑл мӗн каланине ӑнланмастӑн.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑн чухне Унӑн халӑхӗ авалхи кунсене, Моисей кунӗсене, аса илнӗ: Хӑйӗн Таса Сывлӑшне вӗсен чӗрине хываканӗ, 12. Хӑйӗн аслӑ вӑй-хӑвачӗпе Моисее сылтӑм аллинчен тытса пыраканӗ, Хӑй валли ӗмӗрлӗх ят тумашкӑн вӗсен умӗнчи шыва икӗ енне уйӑраканӗ, 13. вӗсене, лашана ҫеҫенхир тӑрӑх ҫавӑтса пынӑ пек, тӗпсӗр авӑр урлӑ такӑнтармасӑр каҫарса яраканӗ ӑҫта-ши?
Ис 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Темӗнле инкек-синкекре те вӗсене пӑрахман Вӑл, Ҫӳлхуҫа Ангелӗ вӗсене ҫӑлсах тӑнӑ; Вӑл вӗсене Хӑйӗн юратӑвӗпе, Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе ҫӑлнӑ, авалхи кунсенче Вӑл вӗсене алӑ ҫинче йӑтса ҫӳренӗ.
Ис 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Авалхи ишӗлчӗксем вырӑнне ҫӗнӗ хуласем эсӗ лартӑн, темиҫе ӗмӗр выртакан никӗссене ҫӗнетӗн, вара сана ишӗлчӗксене юсаканӗ, пурӑнакансем валли ҫӗнӗ урам тӑваканӗ, тейӗҫ.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Анчах эсир иртнине аса илместӗр, авалхи пирки шухӑшламастӑр.18. Но вы не вспоминаете прежнего и о древнем не помышляете.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ ҫакна авалхи кунсенчех палӑртса хунӑ, халӗ пурӑнӑҫа килтертӗм: эсӗ тӗреклӗ хуласене аркататӑн, вӗсенчен ишӗлчӗк купи тӑватӑн.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сирӗн хула, савӑнӑҫлӑ хула, авалхи хула ҫакӑ-и вӑл?7. Это ли ваш ликующий город, которого начало от дней древних?
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.