Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӑнлантарма (тĕпĕ: ӑнлантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Унтан сассине ҫемҫетрӗ те ӑнлантарма тытӑнчӗ:

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Умри шурлӑх хыҫри пек мар ӗнтӗ, пит путмасть, — терӗ Никифоров, командир пулсан та, приказ париччен хӑй мӗншӗн ҫапла хушнине ӑнлантарма тӑрӑшаканскер.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун хӑй айӑпсӑр тесе самантлӑха та шутламарӗ, следстви вӑхӑтӗнче те, суд умӗнче те пӑркаланмарӗ, шӑллӗн, Ҫеменӗн, ним айӑп ҫуккине кӑна пурне те ӑнлантарма тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йӗпреҫри милици начальникне вара Экеҫре пурӑнакан Телегин Иван гражданина пӗр тӑхтамасӑр Шупашкара леҫме, ун ӗҫне граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи айӑппа ҫыхӑннӑ тесе ӑнлантарма хушрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Килсем кунта казармӑри пурнӑҫ ҫинчен каласа ӑнлантарма!

Подойди уж сюда и расскажи нам о жизни в казарме!

«Курма» килсен // Алексей Резапкин. «Капкӑн», 1935, 2№, 2 с.

Пӗр самант чӗнмесӗр мӑшлатсан хӑюсӑррӑн ӑнлантарма пуҫларӗ:

И, помолчав, нерешительно объяснил:

I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Вара вӑл ӑнлантарма тытӑнчӗ:

И он стал говорить:

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кӗскен ҫапах та ӑнлантарма тӑрӑшӑп.

Помоги переводом

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Тулӑх пурнӑҫ вӑл телей валли питӗ сахаллине каласа ӑнлантарма та ҫук ӑна.

Помоги переводом

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ҫакна илтсен Эмиль амӑшӗ тарӑхсах кайрӗ, ӗҫ мӗнле пулса иртнине ӑнлантарма хӑтланчӗ.

Когда мама Эмиля это услышала, она очень рассердилась и объяснила, как было дело.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Унтан хамӑн кӗсъерен сӑмса тутри кӑларса парус мӗнле япала пулни ҫинчен, вӑл карапа мӗнле майпа малалла кайма пулӑшни ҫинчен ӑнлантарма тӑрӑшрӑм.

Развернув носовой платок, я попытался объяснить ему, что такое парус и как он приводит в движение судно.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл тӳрех хӑй шутласа хунӑ мел ҫинчен ӑнлантарма пуҫларӗ.

И он тут же изложил свой способ:

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Защитниксемпе судьясем законсене хӑйсене мӗнле пӗлнӗ пек ӑнлантарма, комментари тума ирӗк панӑ, анчах ҫав законсене ҫырнӑ ҫӗре вӗсем хӑйсем хутшӑнаҫҫӗ-и?

Принимают ли участие эти адвокаты, а равно и судьи, в составлении тех законов, толкование и комментирование которых предоставлено на их усмотрение?

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Паллах, пирӗн философсем ҫутҫанталӑка тӗпчесе пӗлнӗ чух тӗл пулакан йывӑрлӑхсене пурне те ӑнланма йывӑр тӗлӗнмелле явлени ҫине тайӑнса ӑнлантарма хӑтланаҫҫӗ.

Как известно, наши философы любят разрешать все трудности, встречающиеся при изучении природы, ссылкой на это чудесное, но маловразумительное явление.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ вӗсен чӗлхине вӗренсе пырса хама мӗн кирлине каласа ӑнлантарма вӗреннӗҫемӗн ман ҫывӑрмалли вырӑн канлӗрех те канлӗрех пулса пычӗ.

Но моя постель становилась удобнее и удобнее по мере того, как я осваивался с их языком и мог объяснить, что мне нужно.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ман аяк пӗрчисене хытӑ хӗстерсе тытнине эпӗ ӑна тӗрлӗ паллӑсем туса кӑтартса ӑнлантарма тӑрӑшрӑм.

Различными жестами я старался дать ему понять, что он слишком стиснул мне ребра.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Тӗрӗссипе каласан, айӑплакан актра кӑтартнӑ фактсене эпӗ тавлашса суяна кӑларма пултарайман, ҫапах та вӑл фактсене хамшӑн усӑллӑрах пулмалла каласа ӑнлантарма ӗмӗтлентӗм.

Правда, я не мог оспаривать фактов, изложенных в обвинительном акте, но все-таки надеялся, что они допускают более выгодное для меня толкование.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вара эпӗ паллӑсемпе кӑтартса ӑнлантарма тытӑнтӑм.

Тогда я прибегнул к помощи знаков.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

«Чӑтас та ӗҫлес пулать» — ҫак сӑмахсенче ӗнтӗ пӗтӗм Кутузов витӗр курӑнса тӑнӑ, Аустерлиц патӗнче вӑл хӑйне епле тытнине те ҫакӑнпа кӑна ӑнлантарма пулать.

«Надо терпеть и работать» — в этом весь Кутузов, все объяснение его поведения и действия под Аустерлицем.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Заставӑра Кузнецов хуралҫӑсене ӑнлантарма тытӑннӑ: колонна пухӑниччен кӗтсе тӑраймастӑп, мӗншӗн тесен мана васкавлӑ ӗҫпе янӑ.

На заставе Кузнецов объяснил, что ждать, пока соберется колонна, он не станет, так как имеет срочное поручение.

Володя // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней