Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Ҫав ҫӗр халӑхӗ вара Иудея халӑхӗн вӑйне хавшатма, вӗсен ӗҫне чӑрмантарма тытӑннӑ; 5. ҫак ӗҫе путарас шутпа, вӗсем канашҫӑсене сӗрев парса хӑйсем майлӑ ҫавӑрнӑ, Перси патши Кир вӑхӑтӗнче тӑршшӗпех ҫапла пулнӑ, ку Перси патшине Дарий ларичченех ҫапла пулса пынӑ.
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара Вӑл вӗсем ҫине Халдея патшине янӑ, лешӗ вӗсенӗн яш ачисене хӑйсен сӑваплӑ Ҫуртӗнчех хӗҫпе вӗлерсе тухнӑ, [Седекияна та,] яш ачана та, хӗре те, ваттине те, кӑвак ҫӳҫлине те хӗрхенмен: Турӑ пурне те Халдея патшин аллине панӑ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иудея патшине, хӑвӑра Ҫӳлхуҫаран ыйтма янӑскерне, калӑр: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ эсӗ илтнӗ сӑмахсем пирки ҫапла калать: 27. ҫак ҫӗр ҫинчен, унта пурӑнакансем ҫинчен каланӑ Манӑн сӑмахӑмсене илтнӗ хыҫҫӑн санӑн чӗрӳ ҫемҫелчӗ, эсӗ Турӑ умӗнче йӑвашлантӑн, Ман умӑмра йӑвашлантӑн та ҫири тумтирне туртса ҫуртӑн, Ман умӑмра йӗрсе ӳкӗнтӗн, ҫавӑнпа Эпӗ сана илтрӗм, тет Ҫӳлхуҫа.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑн чухне нумайӑшӗ Иерусалима пырса Ҫӳлхуҫана парнесем кӳре-кӳре тӑнӑ, Иудея патшине Езекияна та хаклӑ япаласем парнеленӗ.23. Тогда многие приносили дары Господу в Иерусалим и дорогие вещи Езекии, царю Иудейскому.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑн хыҫҫӑн Ассири патши Сеннахирим хӑйӗн чурисене Иерусалима янӑ, — хӑй вӑл тата унӑн пӗтӗм ҫарӗ Лахисра тапӑрпа тӑнӑ пулнӑ, — вӑл Иудея патшине Езекияна тата Иерусалимри пӗтӗм иудейсене ҫапла калама хушнӑ: 10. Ассири патши Сеннахирим ҫапла калать: мӗне шанатӑр эсир?
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ӗнтӗ Ахаз патне Ассири патши Феглафелласар ҫитнӗ, анчах та пулӑшас вырӑнне вӑл йывӑрлӑх ҫеҫ кӳнӗ: 21. патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи, патша керменӗнчи пурлӑха тата улпутсен пурлӑхне Ассири патшине панӑ, анчах ӑна пӗрех пулӑшу пулман.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Израиль патши Иоас вара Амасияна — Иудея патшине, Иоахаз ывӑлӗн Иоасӑн ывӑлне — Вефсамисра ярса тытнӑ та Иерусалима илсе пынӑ; унта вӑл Иерусалим хӳмине Ефрем хапхинчен пуҫласа кӗтесри хапха патне ҫити тӑватҫӗр чике тӑршшӗ аркатса тухнӑ; 24. вара Турӑ Ҫуртӗнче, Овед-Эдом управҫӑ аллинче пулнӑ мӗнпур ылтӑнпа кӗмӗле, мӗнпур савӑт-сапана тата патша керменӗнчи хаклӑ пурлӑха илсе, салука илнӗ ҫынсене хӑваласа Самарие таврӑннӑ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ахав килӗ хӗтӗртнипех вӑл Иорампа — Ахав ывӑлӗпе, Израиль патшипе — Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф хулине Сири патшине Азаила хирӗҫ вӑрҫӑпа кайнӑ.
2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иерусалимра пурӑнакансем ун вырӑнне Охозияна, унӑн кӗҫӗн ывӑлне, патшана лартнӑ, мӗншӗн тесессӗн аслӑ ывӑлӗсене Арави ҫыннисемпе пӗрле тапӑра тапӑннӑ эшкер вӗлерсе тухнӑ пулнӑ, — вара Охозия, Иорам ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ.
2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ун вӑхӑтӗнче Эдом ураланнӑ та Иуда аллинчен хӑтӑлса тухнӑ, ӗнтӗ вӗсем хӑйсен патшине суйласа лартнӑ.8. Во дни его вышел Едом из-под власти Иуды, и поставили над собою царя.
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Пӗр ҫынни ҫав хушӑра уххине ӑнсӑртран карӑнтарса вӗҫертнӗ те Израиль патшине тимӗр тумтирӗн ҫӗвви витӗр лектерсе амантнӑ.33. Между тем один человек случайно натянул лук свой, и ранил царя Израильского сквозь швы лат.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа каларӗ: Ахава, Израиль патшине, кам илӗртӗ-ши Галаад ҫӗрӗнчи Рамофа вӑрҫӑпа кайма, ҫавӑнта тӗп пулма? терӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иосафат ӗнтӗ Израиль патшине тата та каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр мӗн калӗ, ыйтса пӗл паян, тенӗ.4. И сказал Иосафат царю Израильскому: вопроси сегодня, что скажет Господь.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ахав, Израиль патши, Иудея патшине Иосафата каланӑ: манпа пӗрле Галаадри Рамоф ҫине кайӑн-и? тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫав вӑхӑтра Ананий витӗркуран Иудея патши Аса патне пырса ҫапла каланӑ: эсӗ Ҫӳлхуҫа Турруна шанмарӑн, Сири патшине шантӑн, унӑн ҫарӗ ҫавӑнпа сан аллунтан ҫӑлӑнса юлчӗ.
2 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫавӑн чухне Самее, Турӑ ҫыннине, Ҫӳлхуҫаран ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ: 3. Ровоама — Соломон ывӑлне, Иудея патшине — тата Иудӑпа Вениамин йӑхӗнчи пӗтӗм Израиле кала, 4. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: ан кайӑр, хӑвӑр тӑванӑрсемпе вӑрҫӑ ан пуҫлӑр; пурте киле таврӑнӑр, мӗншӗн тесессӗн ку Манӑн ирӗкӗмпе пулнӑ, тенӗ.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Соломон патша Савея ҫӗрӗн майра патшине лешӗ мӗн кӑмӑлланине, мӗн ыйтнине пӗтӗмпех панӑ; вӑл ӑна хӑй патшана парнеленинчен те ытларах парнеленӗ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиле юратнӑран, вӑл ӗмӗр тӗреклӗ тӑтӑр тесе, Хӑвӑн Турру сана унӑн патшине лартнӑ — тӳрӗ сут тума, тӗрӗссине тума лартнӑ, тенӗ Савея ҫӗрӗн патши.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Туррӑмӑр каланӑччӗ: 5«Хамӑн халӑхӑма Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кунранпа Эпӗ Израилӗн нихӑш йӑхӗнче те Хамӑн ятӑмпа Ҫурт лартмашкӑн хула суйламан, Хамӑн Израиль халӑхӑмӑн патшине лартмашкӑн ҫын суйламан, 6. анчах Иерусалима Хамӑн ятӑм ҫавӑнта пултӑр тесе суйласа илтӗм тата Хамӑн Израиль халӑхӑма тытса тӑмашкӑн Давида суйласа илтӗм» тенӗччӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хирам, Тир патши, Соломона ҫыру ярса хуравланӑ: Хӑйӗн халӑхне юратнӑран Ҫӳлхуҫа сана ҫав халӑх патшине лартнӑ, тенӗ.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.