Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑрланӑшӑн айӑплама тӑратнӑ хресчене ирӗке кӑларни ҫинчен пӗлсен, савӑннипе ахлатса илчӗ.Радостно охнула, когда узнала, что крестьянин, который обвинялся в мелких кражах, освобожден.
Пӗтӗм халӑх ӗҫӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Бен унӑн ачи хӑйсене мӗнле те пулин тума тӑрӑшман ӗҫшӗн айӑплама пултармаҫҫӗ-ши тесе хӑрать пулӗ, тесе шутларӗ.Бен подумал, что мальчик боится, как бы их не изобличили в чем-нибудь недозволительном.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
Компас ҫине ӳкнӗшӗн Негорӑна, чӑнах та, айӑплама ҫук (ку вӑл ӑнсӑртран пулма пултарнӑ), анчах вӑл сӗм-ҫӗрле карап хӳринче ҫӳренине курсан, Дик Сэнд тӗлӗнме тивӗҫлех ӗнтӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ачасем вӗсене малтанхи кунах тӑпрапа витсе хурасшӑнччӗ, анчах Вася хӑйӗн амӑшӗ пирки шикленсе тӑчӗ, мӗншӗн тесен нимӗҫсем амӑшне айӑплама пултараҫҫӗ.Ребята порывались их засыпать, но Вася боялся за мать-могли заподозрить ее.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫакӑншӑн ӑна дисциплина енӗпе айӑплама та пултарнӑ.
Салтак чапӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 76–94 с.
Пӗр майлӑ айӑплама май килмен — тепӗр майлӑ айӑплама пуҫланӑ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Пикмӑрса мӗн-ха вӑл, ӑна вӑрман вӑрланӑ тесе кӑна айӑплама пӑхнӑ.
XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл хӑй инкекӗ пирки ҫур тӗнче халӑхне айӑплама хатӗр, пӗр хӑй кӑна айӑплӑ мар.Он готов был винить в своих бедах половину человечества, но никак не себя!
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
«Тӗрӗс мар тунине йышӑнсан, мӗншӗн айӑпӑн ҫурри пӗтет?» — ыйтрӑм та эпӗ, Лидия Николаевна: «Ҫын хӑй каласа парать пулсан, вӑл хӑй айӑплине туйни пулать, ҫавӑнпа ӑна хытӑ айӑплама юрамасть. Пӑркаланать, суять пулсан, вӑл нимӗн те ӑнланмасть, ҫав йӑнӑша ӳлӗмрен тепӗр хут тума пултарать, ҫавӑнпа ӑна айӑпламалла», — терӗ.
Ҫӗнӗ шкул // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
— Пурӑ ӑҫта кайса кӗнине тӗплӗн пӗлменнишӗн ӑна айӑплама ҫук, мӗншӗн пурӑ санӑн кӗсйӳнте выртнӑ, ӑна ӗнтӗ Одинцов пӗлме пултарайман.
33 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ачасем кӑшкӑраҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, Севӑна айӑплама хӑтланаҫҫӗ.
27 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ӑнланатӑн-и, ыйтӑва сӳтсе явмарӗҫ, айӑплама кӑна пуҫларӗҫ! — терӗ Лида куҫхаршине хӑпартса, куҫне чарса пӑрахса.
18 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Ой, анне, вӗсем тӳрех арҫын ачасене айӑплама тытӑнчӗҫ.
18 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Пӗтӗм район валли ҫумкурӑксен питомникне тунӑ, унтан пӗтӗм колхозсене «централизациленӗ йӗркепе» ҫумкурӑкӗсем парса тӑраҫҫӗ, анчах ҫак йӗркесӗрлӗхшӗн никама та айӑплама май ҫук.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хӑма ҫуракан заводра ӗҫлекен вырӑс джентльменӗ ҫав ҫыншӑн земляк тата хӑйне айӑплама хӑтланнине сирсе яма пултаракан адвокат пулса тӑнӑ.
XXX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
«Пӗр сӑмахпа каласан, — тесе вӗҫленӗ заметкӑна, — хӑш-пӗр пӑтранчӑк ыйтусене (вӗсем, тен, чӑннипе те ӑна тӗрӗсех айӑплама май параҫҫӗ пулӗ) шута илмесен, Гомперс мистер питӗ пултаруллӑ оратор тата чее политик ҫеҫ те мар, вӑл калаҫса ларма пӗлекен лайӑх ҫын та шутланать, ун пирки вара: вӑл питӗ хавхаланса калаҫма пултаракан тата хӑватлӑ шухӑшлӑ ҫын мар, теме ҫук.
XXIV // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
«Тӑшманӑрсене хӑвӑра йӗркесӗр» тесе айӑплама сӑлтав ан парӑр», — тесе ҫырнӑ рабочи юхӑмӗн паллӑ пуҫлӑхӗсем.
XXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫынна кӳрентернӗшӗн сире тата хытӑрах айӑплама пултаратпӑр.За оскорбление личности вы можете понести более суровое наказание.
Суд килет!.. // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Хӑйне нимӗнле айӑплама пултараймӑн пулсан та, пин-пин хут каҫару ыйтрӗ вӑл хӑйӗн таса та ҫылӑха кӗмен кӑвакарчӑнӗнчен; пин-пин хут чуптурӗ вӑл Джемма панӑ хӗресе.
XXXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Хӑйне Линч сучӗпе айӑплама хатӗрленнине вӑл ӗнтӗ нихҫан та пӗлеймест.А он так и не узнает никогда, что его чуть-чуть не линчевали.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.