Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем, ҫак кӗвӗсем, пӗрре ҫывхараҫҫӗ, тепре каллех айккинелле каяҫҫӗ, ҫухалаҫҫӗ.
Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.
— Ҫак таврашран пӗррехинче мӑк кӑларнӑ пек астӑватӑп, — терӗ йӗкӗт, айккинелле пӑхкаласа.
Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.
Вӑл сапаланса кайнӑ ҫӳҫне ҫамки ҫинчен айккинелле шӑлса ячӗ те, ман ҫине пӑхса, каллех кулса илчӗ.
Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.
Кам пӗлет-ха мӗн сӑлтавпа вӑл мана нумай пулмасть кӑна куҫкӗретех суйса лартнине: «Инҫерех пулчӗ, атту лектермеллеччӗ те…» — терӗ вал ун чух, таҫта айккинелле пӑхкаласа.
Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.
Ҫулпа пӗр икҫӗр метр пек утсан, Лида айккинелле пӑрӑнчӗ.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Унтан пукан ҫинче тӳрленерех ларчӗ те пӗр кӗске самант таҫта айккинелле пӑхса тӑчӗ…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Унӑн куҫӗсемпе ман куҫсем ӑнсӑртран кӑна тӗл пулсан, эпӗ темшӗн именсе айккинелле пӑхрӑм…
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Эсӗ айккинелле пӑхрӑн, санӑн унпа килӗшес килмерӗ пулас…
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Хальхинче хӗрача хӑй питне, малтанхи пек, ерипен айккинелле пӑрса пымарӗ, вӗсем пӗр-пӗрне тутаранах чуптурӗҫ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Аня ерипен пуҫне айккинелле пӑрса пычӗ, анчах урӑх май ҫук…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
— Конюха кӗрес текен ҫынсем ҫук та, черетпе кӗтетпӗр ҫав, — пуҫне айккинелле чалӑштарчӗ Тимахван мучи.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Хӗре ыталасшӑн пултӑм, анчах вӑл ман алла айккинелле сирчӗ:
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Хӗрарӑм хыҫалта ҫын пуррине туйрӗ те ачана хӑйӗн ҫумнерех туртса илсе ҫул айккинелле чакрӗ: арҫынна ирттерсе ярасшӑн пулчӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Эсир ун чухне, хура комбинезонпа кӑвак берет тӑхӑннӑскер, грузовик ҫинчен тулӑ пушататтӑр, ӑнсӑртран пуҫ ҫӗклесен мана асӑрхарӑр та айккинелле пӑрӑнтӑр.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
«Мана, старике, нумай кирлӗ-им?» — тетчӗ хӑй куҫне айккинелле тартса.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Погрузчик транспортерӗ пӗр вырӑна тӑкакан сапсарӑ тулла пирӗн айккинелле сирмелле, ӑна вакуна пӗр тикӗссӗн сапаласа вырнаҫтармалла.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Ҫавна асра тытса Мӗтри пирус тӗпне ҫул айккинелле юр кӗрчӗ ҫине вӑркӑнтарчӗ:
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Вара вӑл Укаслу аллине айккинелле пӑрчӗ те путмар ҫинчен ҫӗкленчӗ.
Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Айккинелле пӑрӑнма шухӑшларӗ Укаслу, анчах май кйлмерӗ, йытӑ ӑна ярса тытас пекех.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл хӑйӗн айккинелле тайӑлса кайнӑ пӳртне куҫларӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.