Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсенчен кашниех Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче хӑйӗн пысӑк пултарулӑхӗпе палӑрнӑ: Ивановпа Васильев — сӑвӑҫсем, пӗри «Нарспи», тепри «Янтрак янтравӗ» ҫырса чапа тухрӗҫ; Павловпа Пазухин — талантлӑ музыкҫӑсем, шкулти чи ӑста купӑсҫӑсем, иккӗшӗ те Чӗмпӗрти Дворянсен пуххинче пысӑк концерт кӑтартнӑ хыҫҫӑн ҫӗкленсе кайрӗҫ.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Кунта пуринчен ытларах тӑваттӑн пухӑнса ларма юратаҫҫӗ: Силпи чӑвашӗ Константин Иванов, Шупашкар енчи Шупуҫ ҫынни Николай Васильев, Ҫӗрпӳ патӗнчи Патӑръел каччи Федор Павлов, Аслӑ Арапуҫ таврашӗ Петр Пазухин.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Талантлӑ халӑх эпир! — терӗ сасартӑк Пазухин.
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пазухин, ҫӑва ҫинчен тухса, улма-ҫырла садне кӗчӗ.
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пазухин часовня патӗнчен иртрӗ те пӗр вил тӑпри умӗнче чарӑнса тӑчӗ: унӑн тӗмески путса анса ҫӗрпе танлашнӑ, хересӗ ҫӗрсе ӳкнӗ, ун ҫине мӗн ҫырнине те вулама ҫук, тен, нимӗн те ҫырман пулӗ.
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пазухин йӗри-тавралла ҫаврӑнса пӑхрӗ.
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пазухин, ҫакна йӑлтах тишкӗрӳллӗ куҫпа сӑнаса тӑраканскер, тек тӳсеймерӗ, чиркӳрен тухрӗ те кӗсйинчи мӗн пур вак пӑхӑрне ыйткалакансене валеҫсе пачӗ.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫав шутра Петр Пазухин чӑваш фольклорҫӑ 125 ҫул, Ҫемен Элкер поэт 120 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисем.
Республика хыснинчен казаксен ушкӑнӗ тата виҫӗ Новруз валли укҫа уйӑрӗҫ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах