Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Тӳрӗ ҫулпа ҫӳрекен шанчӑклӑ ҫӳрет; ҫулне пӑтраштаракана хаса ҫитет.9. Кто ходит в непорочности, тот ходит безопасно; а кто превращает пути свои, тот будет наказан.
Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ӑссӑр-тӑнсӑр шапӑлкка хӗрарӑм, айванскер, нимӗн те пӗлменскер, 14. хула тӳпемне, хӑй килӗн алӑкӗ умне пукан ҫине тухса ларать те 15. ҫулпа иртсе пыракансене, хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнмасӑр пыракансене, чӗне пуҫлать: 16. «айваннисем, кунталла ҫаврӑнӑр!» тет, катӑк ӑслине вара ҫапла калать: 17. «вӑрланӑ шыв пылакрах, пытарса хӑварнӑ ҫӑкӑр тутлӑрах» тет.
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫылӑхлӑ ҫынсен сукмакӗ ҫине ан пус, усал ҫынсен ҫулӗпе ан ҫӳре; 15. пӑрӑнса кай, вӑл ҫулпа ан ҫӳре, пӑрӑн, айккинчен иртсе кай: 16. усал ӗҫ тӑваймасан, вӗсем ҫывӑрса та каяймаҫҫӗ; кама та пулин пӗтермесессӗн, вӗсен ыйхи те вӗҫет: 17. вӗсем ӗнтӗ йӗркесӗр ӗҫ ҫӑкӑрне ҫиеҫҫӗ, ҫарату эрехне ӗҫеҫҫӗ.
Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Чӗрӳне ӑслӑлӑх кӗрсессӗн, чунушӑн пӗлӳлӗх кӑмӑллӑ пулсассӑн, 11. сана ыррипе усаллине уйӑрма пӗлни хӳтӗлӗ, сана ӑс-хакӑлу сыхӑ усрӗ; 12. ҫакӑ сана усал ӗҫсен ҫулӗнчен, суя суйса калаҫакан ҫынран ҫӑлса хӑварӗ, 13. сӗмлӗх ҫулӗсемпе ҫӳремешкӗн тӳрӗ ҫула пӑрахакансенчен, 14. усал ӗҫ туса савӑнакансенчен, усал асӑхпа киленекен ҫынсенчен — 15. кукӑр ҫулпа ҫӳрекенсенчен, хӑйсен сукмакӗ ҫинче аташса ҫӳрекенсенчен — ҫӑлса хӑварӗ; 16-17. сана ӑслӑлӑх урӑх ҫын арӑмӗнчен — хӑй ҫамрӑклӑхӗн тусне пӑрахнӑ, хӑй Туррийӗн саккунне маннӑ, илӗртмелле калаҫакан ют арӑмран — хӑтарӗ.
Ытар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Эй Ҫӳлхуҫа,] хӑш ҫулпа пымаллине кӑтартсам мана: чунӑмпа Сан патна ҫӗкленетӗп.Укажи мне, [Господи,] путь, по которому мне идти, ибо к Тебе возношу я душу мою.
Пс 142 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
101. Санӑн сӑмахна астуса тӑрас тесе урана кирек мӗнле усал ҫулпа каясран та чаратӑп; 102. Санӑн сутусенчен пӑрӑнмастӑп: мана Эсӗ вӗрентетӗн.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Эй Ҫӳлхуҫа, мана Хӑвӑн йӗркӳсенӗн ҫулне кӑтартсам, эпӗ мӗн виличченех ҫав ҫулпа пырӑп.33. Укажи мне, Господи, путь уставов Твоих, и я буду держаться его до конца.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫулпа пынӑ чухне ҫӑлкуҫӗнчен ӗҫӗ, ҫавӑнпа пуҫне ҫӗклӗ.
Пс 109 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хӗн-хурлӑхра вӗсем Ҫӳлхуҫана тархасланӑ та — Вӑл вӗсене асапран хӑтарнӑ, 7. ҫын пурӑнакан хулана ҫитчӗр тесе Вӑл вӗсене тӳрӗ ҫулпа ертсе пынӑ.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Куҫӑм ҫӗр ҫинчи тӳрӗ ҫынсем ҫине пӑхать: ӗнтӗ ман ҫумӑмра ҫавсем пулччӑр; кам айӑпсӑр ҫулпа ҫӳрет, маншӑн ҫавӑ ӗҫлесе тӑрӗ.
Пс 100 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Чухӑна, мӗскӗне пӗтермешкӗн, тӳрӗ ҫулпа пыракансене чиксе пӑрахмашкӑн усал ҫынсем хӗҫне кӑлараҫҫӗ, уххине карӑнтараҫҫӗ: 15. вӗсенӗн хӗҫӗсем хӑйсен чӗрисенех тӑрӑнӗҫ, уххисем арканӗҫ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫутӑ хӑш ҫулпа сарӑлать, тухӑҫ ҫилӗ ҫӗр ҫийӗн хӑш йӗрпе вӗрсе тӑрать?24. По какому пути разливается свет и разносится восточный ветер по земле?
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вӑл мӗнле ҫулпа ҫӳренине унӑн куҫне кам кӑтарттӑр, усал ӗҫӗсемшӗн ӑна кам тавӑртӑр?31. Кто представит ему пред лице путь его, и кто воздаст ему за то, что он делал?
Иов 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ Олоферн патне, сирӗн ҫарӑн ҫулпуҫӗ патне, тӗрӗс сӑмах пӗлтерме, тӗрӗс ҫул кӑтартма каятӑп, ҫав ҫулпа кайсан вӑл хӑйӗн ҫарӗнчи пӗр ҫынна, пӗр чуна ҫухатмасӑр пӗтӗм ту-сӑртлӑ ҫӗршыва ярса илӗ, тенӗ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Яланах Ҫӳлхуҫа Турра мухта, Ӑна «мана чӑн ҫулпа ҫӳреме вӗрентсем, ӗҫӗмсене, шухӑшланӑ шухӑшӑмсене ӑнӑҫлӑ тусам» тесе тархасла, мӗншӗн тесессӗн тытӑннӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫлесси нихӑш халӑх ирӗкӗнче те мар; мӗнпур ыррине Турӑ Хӑй ярса тӑрать, кама кӗҫӗне хӑварас тет, ҫавна Хӑйӗн ирӗкӗпе кӗҫӗне хӑварать.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
тенӗ пулин те, — ҫакӑн пек хӑрушла ирсӗр ӗҫ хыҫҫӑн та, — 19. Эсӗ тем тӗрлӗ хӗрхенекен кӑмӑлупа вӗсене пушхирте пӑрахса хӑварман; вӗсене ҫулпа ертсе пымашкӑн кӑнтӑрла вӗсенчен пӗлӗт юпа уйрӑлман, вӗсен каяс ҫулне ҫутатса пымашкӑн ҫӗрле вӗсенчен вут юпа ҫухалман.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ӗнтӗ Хенаана ывӑлӗ Седекия пынӑ та Михее питӗнчен ҫупса ярса каланӑ: сан урлӑ калаҫса тӑмашкӑн Турӑ Сывлӑшӗ манран мӗнле ҫулпа пӑрӑнса кайнӑ-ши вара? тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Санӑн халӑху Эсӗ кӑтартса янӑ ҫулпа хӑйӗн тӑшманӗсене хирӗҫ вӑрҫа тухсассӑн, Эсӗ суйласа илнӗ ҫак хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса Сана кӗлтунӑ чухне 35. илтсемччӗ тӳперен вӗсен кӗллине, вӗсем мӗн ыйтнине, вара вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара хулана ярса илнӗ, ҫӗрле ҫар ҫыннисем пурте икӗ хӳме хушшинчи ҫулпа патша сачӗ ҫывӑхӗнчи хапха еннелле чупса кайнӑ; халдейсем хула тавра тӑрса тухнӑ пулнӑ, патша вара тӳремлӗх енне каякан ҫулпа тухса тарнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫӳлхуҫа ҫавӑнпа Ассири патши пирки ҫапла калать: «вӑл ку хулана килсе кӗреймӗ, унта ҫӗмренӗпе переймӗ, хулкан тытса ун ҫывӑхне пыраймӗ, ун тавра тӑпра хӳме купалаймӗ. 33. Хӑй мӗнле ҫулпа килнӗ, ҫав ҫулпах каялла таврӑнӗ, ку хулана кӗреймӗ. 34. Эпӗ ку хулана Хамӑншӑн тата Давид чурамшӑн ҫӑлса хӑварас тесе хӳтӗлетӗп» тет Ҫӳлхуҫа.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.