Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тарӑхса (тĕпĕ: тарӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Григорий Мелехов, стена ҫумӗнчен туртса кӑларнӑ тутӑхнӑ пӑтана тимлӗн те лӑпкӑн тарӑхса аллинче пӗтӗркелесе лараканскер, Валета сиввӗн пӳлсе хучӗ:

Григорий Мелехов, сосредоточенно, с каким-то тихим озлоблением вертевший в руках выдернутый из стены ржавый гвоздик, холодно обрезал Валета:

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Апла пулсан, ӑсран катӑла пуҫланӑ эс, Матвей мучи! — тарӑхса кайнӑ Христоня.

— Ты, дед Матвей, стал-быть, ум выжил! — обиделся Христоня.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Старобельский, тарӑхса кайнӑ пичӗпе ун еннелле ҫаврӑнса, тӗксӗммӗн кулса илет.

Старобельский повернулся раздраженным лицом, пасмурно улыбнулся.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑна Каледин лӑпкӑн тарӑхса пӳлет:

Каледин прервал его с тихим озлоблением:

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич пӗр чӗптӗм сухал кӑкласа кӑларчӗ те, сутӑн илсе ҫухатнӑ япаласен, кӗсрен тата ҫунапа хӑмӑт таврашӗсен хакне шутласа пӑхса, урса кайнӑ пек тарӑхса ятлаҫрӗ, юлашкинчен шыв куҫӗ патнех уксахласа пычӗ.

Пантелей Прокофьевич выдернул из бороды щепоть волос и, перечислив в уме пропавшие покупки, стоимость кобылы, саней и хомутов, яростно выругался, еще ближе подошел к полынье.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл йӗри-тавра пӑхса илчӗ те, ӳсӗр пуҫпа ӑҫта килсе ҫакланнине тавҫӑрса, хӑйне тата анчахрах пулса иртнӗ инкек ҫине чӑтма ҫук тарӑхса кайрӗ.

Он огляделся, — сообразил, куда попал пьяным невзначаем, и затрясся от злости на самого себя, на случившееся.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пӑрӑва хӑратрӑн, чанкӑлти! — тарӑхса кайрӗ Ильинична.

— Телка испужал, горластый! — досадливо сказала Ильинична.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӑтма ҫук тарӑхса кайрӗ вара Пантелей Прокофьевич, пӗтӗм пит-куҫӗпе хӗрелсе кайса кӑшкӑрчӗ:

Заело Пантелея Прокофьевича, крикнул, багровея:

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун чухне ӑна алӑран амантнӑччӗ; Чубатый, Мишка Кошевойӑн тарӑхса тискерленнӗ сӑн-пичӗ, ҫуранланнӑ сотника сӗтӗрсе, анаталла чупса анакан Емельян Грошев — атака вӑхӑтӗнчи ҫак пӗтӗм сцена ун куҫӗ умне уҫҫӑн тухса тӑчӗ.

В глазах его ярко восстановилась сцена той атаки: Чубатый, смятое гневом лицо Мишки Кошевого, Емельян Грошев, сбегающий под гору, волоча раненого сотника.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Подтелков тарӑхса итлесе ларчӗ вӗсене.

Подтелков слушал их с раздражением.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Мӗн тери ирсӗрле хӑтланатӑр! — терӗ тарӑхса кайнӑ Лагутин, хӑйсене ӑсатакан офицерсенчен пӗрне.

— Какое вы допущаете безобразие! — обратился к одному из сопровождавших их офицеров возмущенный Лагутин.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксен пысӑк мар ушкӑнӗ, съездра тухса калаҫнӑ 44-мӗш полк делегачӗпе ытти хӑш-пӗр ҫынсем ертсе пыраканскер, хирӗҫӗве ҫар правительствипе мирлӗн калаҫса татса парас пирки ҫине тӑчӗ, анчах съезда пынисенчен чылайӑшӗ халь ҫак сӗнӳпе килӗшмерӗҫ; Каледин хӑйсене арестлеме хушса ҫырнӑ приказа итленӗ хыҫҫӑн казаксем чӑтма ҫук тарӑхса кайрӗҫ, Новочеркасска хирӗҫ активлӑн кӗрешес пирки тимлерӗҫ.

Незначительная часть казаков, руководимая выступавшим делегатом 44-го полка и другими, продолжала настаивать на мирном улаживании конфликта с войсковым правительством, но большинство присутствовавших на съезде уже не поддерживало их; казаки взбугрились, выслушав приказ Каледина об их аресте, — настаивали на активном противодействии Новочеркасску.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Усламҫӑ, иккӗлентерекен тӗслӗ ылтӑн вӑчӑрипе хӑмсарса, ӑна хирӗҫ тарӑхса кайнӑ сасӑпа мӗкӗрсе ячӗ:

В ответ ему негодующе гудел продавец, размахивая сомнительно-массивной золотой цепкой.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах ҫав вӑхӑтрах: ҫултан инҫетре те мар, ҫынсем пӗр-пӗрне ним маршӑн тарӑхса, тӗрмешме тытӑннӑ; вӗсем витӗрех ҫумӑрпа исленнӗ, йӑл илсе пӗтӗленнӗ шыҫмак ҫӗре хӑйсен юнӗпе шӑварса пӗветме хатӗрленеҫҫӗ.

А неподалеку от дороги в бестолковой злобе топтались люди, готовились кровью своей травить сытую от дождей, обсемененную, тучную землю.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кошевой чӗлӗм туртма юраманни ҫинчен тарӑхса аса илчӗ те хуллен пӑшӑлтатса калаҫма тытӑнчӗ:

Кошевой, с досадой вспоминая, что курить нельзя, тихо шелестел:

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Мӗн палкан, мӗн сӗмпӗлтетсе тӑран эсӗ, сӳтӗк ҫӑвар? — тарӑхса пӳлчӗ ӑна ҫавӑнтах тепӗр казак.

— Чего мелешь, чего брешешь, дурья голова? — возмущенно перебил один.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малтанах вӑл лапкӑн калаҫма тӑрӑшрӗ, анчах юлашкинчен ҫав тери тарӑхса ҫухӑрма пуҫларӗ те, пыр тӗпӗпе тытӑнчӑклӑн хӑйранса тухакан сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем хӑйӗн тӑван чӗлхинчи сӑмахсемпе чӑлханчӗҫ:

 — Вначале он говорил с видимым спокойствием, но под конец уже с повышенной страстностью кидал горячие фразы; в гортанную ломаную речь его вплетались слова родного языка.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тарӑхса кайнӑскер, вӑл саккӑрмӗш куркари чейне ӗҫсе те ямарӗ, сӗтел хушшинчен тухрӗ те сӑхсӑхса илчӗ, унтан, хуҫа пек хӑюллӑн йӗри-тавралла пӑхкаласа, тин ҫеҫ ҫуса кайнӑ урайне пылчӑклӑ аттипе юри вараласа, пӳртрен тухрӗ.

Обиженный, он не допил восьмой чашки, вылез, перекрестился, ушел, независимо поглядывая вокруг и сознательно грязня сапогами натертый пол.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан, казаксен ӗшенчӗк те тарӑхса пӑхакан куҫӗсемпе тӗл пулса, тӗп-тӗрӗс шутласа илчӗ: «Каяҫҫӗ!»

И, сталкиваясь с усталыми, озлобленными взглядами, честно решал: «Пойдут!»

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ку тата мӗнле ирсӗр япала! — тарӑхса кайрӗ ҫавӑнтах Меркулов.

— Что за безобразие! — возмутился Меркулов.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней