Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӑрманта (тĕпĕ: вӑрман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах вӑрманта, чӑлт-шурӑ хурӑн патӗнчен иртнӗ чух, савӑнӑҫлӑн йӑл кулса илчӗ, чарӑнса тӑрса, ҫӳлелле кармашрӗ те сывӑ аллипе хурӑн тураттине авса хуҫрӗ.

Но в лесу, проходя мимо смертельно-белой березки, с живостью улыбнулся, стал, потянулся вверх и здоровой рукой сорвал ветку.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗррехинче Мишка вӑрманта вӑл ут хӗлӗхӗнчен темскер ҫыхса ларнине курчӗ.

Однажды увидел Мишка, как он плел лесу из конского волоса.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑрманта — унта та сулхӑн вырӑн ҫук — чуна пӑчӑхтаракан пӑс йӑсӑрланать, чӑтма ҫук ҫумӑр шӑрши кӗрет.

В лесу и то не осталось прохлады парная висела духота, и крепко пахло дождем.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кунта, вӑрманта, ватӑ юман патӗнче, вӑл пӗр арҫын ачана Санька Выдрина тӗл пулнӑ.

Здесь в лесу, у старого дуба, он и встретил мальчика Саньку Выдрина.

Штык // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Вӑрманта ҫил пӗчӗкҫӗ юхан шыв юххи пек йӑвашшӑн вӑшӑлтатса вӗрет.

В лесу ручьисто журчился ветер.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лакӑмран шыв виҫӗ тӗлтен ҫӗмӗрсе тухса, чулсем хушшипе, пусма тӑрӑх сикнӗ пек шарласа анса, анаталла ҫӑра вӑрманалла юхнӑ; пӗр хушӑ вӑрманта курӑнми пулнӑ хыҫҫӑн вӑл тарӑнах мар ҫырмана тухса, тӳрех Кубане юхса кӗнӗ…

Из котлована вода вырывалась тремя мощными струями и с глухим шорохом катилась по камням, как по ступенькам, вниз, в густой лесок; затерявшись на время в леску, она выходила в неглубокую балку и текла прямо в Кубань…

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Иртнӗ каҫ ахӑртнех таҫта чӑтлӑх вӑрманта ҫӗр каҫнӑ пулас, — шинель аркисем ҫумӗнче хӑмӑр тикенек йӗпписем шӑртланса тӑраҫҫӗ.

На полах шинелей щетинились коричневые кожушки череды, — видно, валялись эту ночь в лесу, в зарослях.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑрманта вара, сӑрт сӑмсинче, куҫа курӑнман вӑрттӑн кайӑк ачаш ҫунаттипе пӑрлатса вӗҫнӗ майлах лӑпкӑ ҫил вӑркӑшса юхать.

А в лесу, на вершине холма, наплывает ветерок, тихий, как от крыльев пролетающей невидимой птицы.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫапах та, пулеметӑн шатӑртатса тӑракан вут-хӗме, май уйӑхӗнчи шалкӑм ҫумӑр пек, вӑрманта тапӑртатса ташлама тытӑнсан, чӑтса тӑраймарӗҫ: пуҫӗсене май килнӗ таран хулпуҫҫийӗсем хушшинелле хутлатса каялла упаленчӗҫ, хуртсем пек ҫӗр ҫумне лапчӑнчӗҫ, алли-урисем ҫине ҫӗкленмесӗр хырӑм ҫинче кӑна шуса, вырӑнтан вырӑна куҫрӗҫ, хӑйсен хыҫӗнчен пылчӑклӑ ҫӗр ҫине вӑрӑм йӗрсем хӑварса, ҫӗленсем пек каялла шуса кайрӗҫ…

И все же, когда майским ливнем буйно брызнул и затопотал по лесу стрекочущий пулеметный огонь, — не выдержали: ползли назад, до предела втягивая головы в плечи, гусеницами влипали в землю, передвигались, не сгибая ни рук, ни ног, ползли по-змеиному, влача за собою по грязи след…

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑрманта, ҫӗре лӑчӑртаттарса, рота ҫывхарса килни илтӗнсе кайрӗ.

По лесу зачмокали шаги подходившей цепи.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑрманта тӗттӗмленнӗҫемӗн тӗттӗмленсе пычӗ.

Над лесом замыкалась темь.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑрманта пӑчӑ.

В лесу было душно.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей йӗнер ҫине сиксе ларчӗ, ӑйӑра вырӑнтанах шак сиккипе тапратса ячӗ те пӗчӗк вӑрманта лавсене хуса ҫитрӗ.

Он прыгнул в седло, с места пустил жеребца в галоп и вскоре нагнал обоз в небольшом лесу.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӗтӗк-ҫатӑк, вӑрманта кӗлтуса пурӑнакан ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫынсенчен те хӑрушӑрах, куҫӗсенче хурлӑх кӑна…

В лохмотьях, хуже старцев, в глазах одна тоска…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑй вӑл вӑрманта выртать пек, унтах йывӑҫ турачӗсемпе тирпейлӗн витсе хупланӑ танкӗ те тӑрать.

И ему чудилось, будто он лежит в лесу и тут же стоит его танк, старательно укрытый ветками.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Е ҫеҫенхирте ун ҫумне утлӑ хӗрӗх пушкӑрт, е унтан тата таҫтан, темӗнле майпа, хресченсен пӑшалсӑр ушкӑнӗ, е кайран вӑрманта, Авзяна ҫитесле, аллӑ кӑмрӑкҫа яхӑн хутшӑнчӗҫ.

То в степи к нему примкнуло сорок человек конных башкир, то, откуда ни возьмись, появилась целая толпа безоружных крестьян, потом в лесу, уже почти у самого Авзяна, присоединилось человек пятьдесят углежогов.

Митяй тете // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Тупӑ сассисем, хир тӑрах кусса кайса, ҫывӑхри вӑрманта темиҫе тӗрлӗ янӑраса илеҫҫӗ.

Гулкие раскаты стлались по полю, находя в ближнем лесу многоголосые отклики.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑрманта арпашса ҫӳренипе саланса кайнӑ сотня таса хире йӗркесӗррӗн тухрӗ.

Сотня, расчлененная блужданием по лесу, в беспорядке высыпала на чистое.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Инҫетре лере, вӑрман хыҫӗнче, хӑрплатса ҫурӑлакан снарядсен тӗтӗмӗсем ирӗлнӗ пек, сӳрӗлӗ-сӳрӗле пыраҫҫӗ, пӑшал залпӗсем, пӗр шӑпланса, е ҫӗнӗрен вӑйланса, таҫта вӑрманта сылтӑм еннелле чакса пыраҫҫӗ.

Далекие таяли за лесом дымки шрапнельных разрывов, ружейные залпы отплывали куда-то правее леса, то замирая, то усиливаясь.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лачака кӳлӗ хӗррине хӑйӑр ярӑмӗ пулса пырса тӗртӗнекен тӗмеске ҫине хӗлле, каҫсерен хура вӑрманта хӗл каҫакан кашкӑр ҫурисем тухаҫҫӗ те лашасене хӑратса ӳлеҫҫӗ.

Зимой на бугор, упиравшийся в леваду выпуклым песчаным мысом, ночами выходили волчьи выводки, зимовавшие в Черном лесу, выли, пугая лошадей.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней