Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑваҫҫӗ (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫапла тӑваҫҫӗ пулас та…

«Должно быть, так оно и есть…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Тӑвансем мӗн тӑваҫҫӗ?

Чего родные поделывают?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Тӑваҫҫӗ.

— Строится.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫапах та хирӗҫме хал ҫук, амӑшӗ чӗрине тӗп тӑваҫҫӗ.

А нет сил воспротивиться — за сердце материнское тянут.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Мирлӗ пурӑнакансене те ҫавӑн пек асаплантарса вӗлереҫҫӗ пулсан, Катьӑна тытсан мӗн тӑваҫҫӗ?

И раз они так с мирными жителями поступают, то что же сделают с Катей, ежели словят?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Мӗн тӑваҫҫӗ вӗсем унта? — пӑшӑлтатрӗ вӑл тӗттӗм пусмасем ҫине тинкерсе.

— Чего же они? — прошептала она, напряженно всматриваясь в темноту лестницы.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Выльӑхсене те вӗсемех пӑхаҫҫӗ, тет Катя, тӑрантараҫҫӗ, ӗне сӑваҫҫӗ, — пурне те кирлӗ пек тӑваҫҫӗ, тет.

— Катя говорит, и за скотом присмотрят: накормят, выдоят, — все, что полагается.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Кунта акӑ, — кашни кунах бомбӑсем пӑрахнине пӑхмасӑр, укрепленисем тӑваҫҫӗ.

 — Вот тут спешно, под ежедневной бомбежкой, строятся укрепления.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Аре, тӑпӑрча, мороженӑя мӗнрен тӑваҫҫӗ?

— Из чего делают творог, мороженое?

Хӑна хӗр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 33–37 с.

Мӗн тӑваҫҫӗ манпа — куна пӗлетӗп эпӗ.

А что сделают со мной это я знаю.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӳршӗре восстани тӑваҫҫӗ, эпӗ, ав, офицер пулнӑ тата повстанец та…

По соседству восстание, а я бывший офицер да ишо повстанец…

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Пӗлетӗн-и, мӗн тӑваҫҫӗ вӗсем?

— Знаешь, что они делают?

VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Халь ачасем хӑйсем тӗллӗн танксем тӑваҫҫӗ!

Теперь дети сами танки строят!

V сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Халӗ унта каналсем чаваҫҫӗ те, хайхи вара часах ҫав пушхир ытарма ҫук лайӑх ҫӗр пулса тӑрать, унта улма пахчисем те чаплӑн ӳсме тытӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ плантацисем те нумай тӑваҫҫӗ.

Помоги переводом

III. Ӗҫӗ акӑ мӗнле пуҫланнӑ // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

— Мӗн тӑваҫҫӗ тетӗр? — ыйтрӗ ҫӳлерех выртакан пӗр ватӑрах колхозница.

— Чего делают? — спросила пожилая колхозница, лежавшая на второй полке.

Хура ҫӗлен // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 109–118 с.

Пирӗн ачасенчен иккӗшӗ террариум ещӗкне тӑваҫҫӗ, эпӗ унта вырнаҫтарма чӗрчунсем тытса ҫӳретӗп.

Двое наших ребят самый террариум строят, а я ловлю.

Хура ҫӗлен // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 109–118 с.

Мещансен пӳрчӗсенче ун пек пусма тавартан занавескӑсем тӑваҫҫӗ тата мебель ҫумне ҫапаҫҫӗ.

Какой употребляется в мещанских домах для занавесок и обивки мебели.

VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Ҫакӑншӑн ӑна учительсем те, ачасем те, ашшӗ-амӑшӗсем те тав тӑваҫҫӗ.

За это его благодарят и учителя, и дети, и родители.

Туслӑх ҫирӗпленсе пырать // Владимир ИЛЬИН. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 8 стр.

Электроника енӗпе пӗр-пӗр ниме тӑман япала пекки тӑваҫҫӗ те — шавӗ вара… пӗтӗм тӗнчене те ҫитмелле…

Сделают электронную букашку — шуму… на всю вселенную…

5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ҫынсемпе те ҫавнашкалах тӑваҫҫӗ, теҫҫӗ.

Говорят, пробуют и на людях.

14 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней