Поиск
Шырав ĕçĕ:
Игнат Савельевичӑн аслӑ ывӑлӗ пукан ҫинче ларнӑ, чечеклӗ-чечеклӗ купӑса хулпуҫҫисем патне ҫитиччен тӑсса янӑ, сарӑ ҫӳҫӗ ҫамки ҫине усӑнса аннӑ; Сидор куккӑшӗн хӗрлӗ пуҫлӑ арӑмӗ, кашемир тутар уртса янӑскер, кӗске те тачка урисем ҫинче чӳхенсе ҫӳренӗ, тутӑрне сула-сула: «И-и-их-и-и-их!» — тесе ҫухӑрнӑ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫара пуҫ та пальтоне йӳле янӑскер, вӑл ҫурхи ӑшӑ кунпа, тӗпсӗр кӑвак пӗлӗт ӳпӗннӗ ҫул ҫинчи кӳлленчӗксемпе, ҫул хӗрринчи тӗмӗсем ҫинче кайӑксем чӗвӗлтетнипе савӑнса, ҫурма сасӑпа юрлакаласа утнӑ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксени хӑй ҫине ашшӗ, шӑм-шакки йывӑрланнине паҫӑрах сирсе янӑскер, пӗтӗм кӗлеткипе малалла ӳпӗнсе, вӑл кунта мӗн-мӗн каланинчен питӗ вӑтаннӑ пек пӑхнине те асӑрхамарӗ, Аниҫҫе: эпӗ те, Ксени, сан майлӑ тенӗ пек хавхалантарса пуҫне сулнине те курмарӗ, — Аниҫҫе, ырӑ кӑмӑллӑскер, Ксенине хӗрхенчӗ, упӑшкине вара тӑванпа тӑван пек пулманшӑн, хӑйсем патне килнӗ хӑнана кӳрентернӗшӗн кӑмӑлламарӗ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сирӗн, ҫамрӑксен, пирӗнтен пурнӑҫа пурӑнма вӗренес пулать тата… эрех ӗҫме те, — нӗрлесе калаҫрӗ тепӗр мучукӗ, катӑк сӑмсаллӑскер, ҫӳлти тутине шӑл туни таранах темскер ҫисе янӑскер.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Самаях селӗм шинеллӗ лутра хӗрлӗармеец, шултра ҫӑмлӑ путек тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗкӗн ҫыххисене салтса янӑскер, площадь варрине ӳпӗнтерсе хунӑ пичке ҫине улӑхса тӑнине Петро тӗтреллӗн ҫеҫ астуса юлчӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл куҫне ҫӗклерӗте вун пилӗк утӑмра ҫума-ҫумӑн йӗркеленсе тӑнӑ казаксен стройне курчӗ: пӗр ҫӳллӗ казак, ҫӳҫ пайӑркисене карттус сӑмси айӗнчен хӗсӗк ҫамки ҫинелле кӑларса янӑскер, пӗвӗпе кӑштах ӳпӗнсе тӑнӑ та, тутине ҫатӑрах ҫыртса, ӑна — Бунчука — тӳп-тӳрӗ кӑкӑрӗнчен тӗллет.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Явлӑкне якӑлти хӗрарӑмла ҫыхнӑ хӗрлӗ питлӗ хӗр-тарҫӑ вара, кунчаллӑ калушне ҫара ури ҫинчен тӑхӑнса янӑскер, казак умӗнчен кулкаласа, урисемпе шӑва-шӑва кайса, шыв кӳлленчӗкӗ тӑрӑх вите еннелле шаплаттарса каять.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Григорин йӗнерленӗ урхамахӗ, ҫунаран чӗлпӗрпе кӑкарса янӑскер, хыҫалтан юртса пырать.Позади, привязанный чумбуром, рысил оседланный Григорьев конь.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Ҫакӑ-и-ха вӑл казаксене сутса пурӑннӑ? — хаваслӑн ыйтрӗ шатра питлӗ матрос-черноморец, япони винтовкипе маузер ҫакса янӑскер.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӗсене хушса тӑраканни темле арҫын сӑнарлӑрах ҫӳллӗ те тачка хӗрарӑм, тӑпӑл-тӑпӑл ҫӗлетнӗ шинелӗ ҫине георги медалӗ ҫакса янӑскер, пулчӗ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫӳллӗ кӗлеткеллӗскер, ҫӑмӑлҫах симӗс тужурка тӑхӑнса янӑскер, вӑл, казак карттусне чалӑшшӑн пусса лартса, хӑй сивве чӑтма пултарнипе вӗҫкӗнленсе, хутор урамӗсене таптарӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Христоня арӑмӗ, ҫӳҫне-пуҫне тирпейсӗррӗн салатса янӑскер, кил хушшине чупса тухрӗ, юбка аркине чӗркуҫҫи хушшине хӗстерсе, ҫил хӑйсен анкартийӗнче чӑрсӑррӑн хуҫаланнине пӑхса тӑчӗ, унтан каллех ҫенӗке кӗрсе ҫухалчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унпа юнашар, пӗр картлашка аяларах, тӑлӑп ҫинчен ряса тӑхӑнса янӑскер, аллине ҫурта тытса, Иван пуп хытнӑ пек тӑрать.Рядом, ступенькой ниже, в поповской рясе поверх тулупа, свечкой застыл священник Иван.
Сенкер инҫет // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Кил хуҫи, хупах ҫулҫи евӗр шур кӗҫҫе шлепке тӑхӑнса янӑскер, вӗсене ана ҫине ертсе кайрӗ.Хозяин, под белым лопухом войлочной шляпы, повел их к своей деляне.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫӳрен лаша утланнӑ вахмистр, сар сухалӗсене ик хӑлхи айӗпе ӳстерсе янӑскер, казаксем ҫине тӑрӑхласа пӑхса илчӗ те, утне шпорласа, малалла кустарчӗ.Ротмистр с русыми баками, на рыжем кровном коне, иронически оглядел казаков и дал коню шпоры.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӗри — ҫӳллӗ кӗлеткелли, казаксен хӗрлӗ кӑшӑллӑ картузне тӑхӑнса, анӑрлахне янах айӗн янӑскер, вӑкӑр сӳсменӗнчен кӑларса илнӗ тимӗрпе юнаса пырать.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Нӗрсӗр питне темиҫе тӗлтен кӑвакартса пӗтернӗ Такан Яккӑвӗ — ҫапӑҫу пуҫарса янӑскер, арман картишӗнчен никамран малтан тухрӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӗсемпе пӗрле хӑйсен хуторӗнчен тата виҫӗ казак: Федот Бодовсков — ҫамрӑк та калмӑк евӗрлӗрех шатра питлӗ казак, Атамански полк лейб-гвардийӗн иккӗмӗш черетӗнче тӑракан Хрисанф Токин, станицӑра ӑна Христоня тесе чӗнеҫҫӗ, тата батареец Томилин Иван, Персиановкӑна янӑскер.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӑртак тӑрсан, хӗремесленсе кайнӑ Мавра, пуҫри тутӑрне пӗр еннелле чалӑштарса янӑскер, тӑкӑрлӑкри хӗрарӑмсем умӗнче ҫапла ҫатӑлтатнӑ:Спустя время раскрасневшаяся Мавра, с платком, съехавшим набок, торочила на проулке бабьей толпе:
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Шошин, лесничествӑран Заболотьене янӑскер, иртнӗ темиҫе ҫул хушши вӑрманта пӗр-пӗччен пурӑнса ирттернӗ иккен, колхозниксем унпа сайра хутра кӑна курнӑҫнӑ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.