Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

таҫтан сăмах пирĕн базăра пур.
таҫтан (тĕпĕ: таҫтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Аса та илмелле мар-и ӗнтӗ тӑлӑх-турата? — ҫынна хӑртма тесен, таҫтан кӑна ӑс тухать Элекҫейӗн.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Таҫтан аякран хапханалла вӑркӑнтарчӗ мечӗке!

Помоги переводом

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ӗлӗк-авал пӗр этем униче картине сӳтсе кӗчӗ, тет те, ҫав карта хӑмипе хӑйӗн пахчи картине ҫӗнетсе хучӗ, тет, — каллех таҫтан аякран пуҫларӗ вӑл калас шухӑшне калама.

Помоги переводом

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унти гусеницӑллӑ кран стрели айӗнче, таҫтан пӗлӗтрен вӗҫсе ӳкекен хут листи пек курӑнса, панель сулланать.

Помоги переводом

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сӑрт ҫамкинче, эпир утакан урамалла анакан хӑрах касра, тӗрлесе эрешлесе пӗтернӗ пысӑк мар пӳрт ларать; вашмӑк тӑрӑллӑ хӑй, акӑш-макӑш хӳхӗм арча пек курӑнать; пурӑнма мар, ҫапла таҫтан аякран ҫын куҫне илӗртме лартса хунӑ тесе те калӑн.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Таҫтан ютран килеҫҫӗ темтепӗр тиенӗ е тиеме каякан машинӑсем — пурте ял витӗр иртеҫҫӗ, уяр ҫанталӑкра тусан тустараҫҫӗ, йӗпе-сапара пылчӑк ҫӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Таҫтан аякран ҫеҫ, аялтан, троллейбуссен сасси илтӗне-илтӗне каять.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эсӗ таҫтан таврӑнаттӑн, эпир Шупашкара килме тухнӑччӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шельмӑсем Мӗтри адресне те таҫтан тупма пултарнӑ!

Помоги переводом

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫуллахи вӑхӑтра кунта шыва кӗме, пулӑ тытма таҫтан та килеҫҫӗ, кимӗпе ярӑнса киленеҫҫӗ-мӗн.

Помоги переводом

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

«Пӗтӗмпех таҫтан та йӑтса килеҫҫӗ.

Помоги переводом

Каллех ҫӳп-ҫап // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61151

— Эс, Филипп Сидорович, таҫтан вунсаккӑрмӗш ӗмӗртен кунта, ҫирӗммӗш ӗмӗре, йӑпӑртлӑха таврӑнатӑн та шутсӑр ӑнланмалла мар калаҫатӑн, — тиркешрӗ Саркай.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таҫтан муртан урама икӗ ҫын сиксе тухрӗҫ тата.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ак тамаша, хӑрах урине кил картинелле ярса пусрӗ кӑна — таҫтан ампар хыҫӗнчен кашкӑр пек пысӑк хура йытӑ сиксе тухрӗ, хаяррӑн хамлата-хамлата вӗрекенскер, сӑнчӑрне чӑнкӑртаттарса ют ҫын патнелле ыткӑнчӗ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сире тӗл пулса кинона каяссине таҫтан сиснӗччӗ те, ҫавӑнпа ӗнер ирхине упӑшкана Шупашкара ӑсатрӑм…

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Таҫтан ҫӗкленсе килнӗ ҫил хурӑн лӑссисене пурне те, курӑнман алӑпа тытса туртнӑ пекех, пӗр енне вӗҫтерсе-пуҫтарса хучӗ, йӑрӑс вуллине тӗпренех тайӑлтарма, авма тӑрӑшрӗ.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫав вӑхӑтра таҫтан вӑркӑш ҫил килсе хурӑн ҫулҫисене хускатрӗ, ҫемҫе ҫулҫӑсем ачашшӑн кӑштӑртатса илчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Пианино умӗнче таҫтан вӗҫсе аннӑ акӑш пекех ларатчӗ вӑл, тин ҫеҫ ҫурӑлса сарӑлнӑ мӑкӑнь ҫеҫки пек, ҫамрӑк та тасаччӗ.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Нимӗн те кирлӗ мар ӑна халь, таҫтан утса килсе кӗнӗ ҫынна, вӑл, тӗнчери мӗнпур япалана ӗмӗрлӗхех манса, хӑй пурнӑҫне те манса, Таня ҫине ҫапла пӗр вӗҫӗмсӗр, ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпе пӑхса ларма та хатӗр, хӑйне пӑрахса кайнӑ Таня ҫине…

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Таҫтан ӑшӑ вӑркӑш ҫил йӑпшӑнса килчӗ те вӗсен пит-куҫне ачашшӑн хыпашласа пӑхрӗ, унтан ҫавӑнтах таҫта ҫухалчӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней