Поиск
Шырав ĕçĕ:
Куҫ хупса иличчен хӗрарӑм ҫари! ҫухӑрса ярать те ҫавӑнтах тӑнсӑр пулса персе анать, Nikolas хӑйӗн аллисене сиккелентерме те пултарайманнине туять, вӗсене Кирсановӑн сылтӑм алли, тимӗр пиҫиххипе ҫыхса лартнӑ пек, аякӗ ҫумне хӗстерсе лартнӑ, Кирсановӑн сулахай алли, ӑна малтан ҫӳҫрен сӗтӗрнӗскер, халӗ карланкӑран ярса тытнӑ, Кирсанов ӑна: «пӑх-ха, епле ҫӑмӑл пӑвса вӗлерме пултаратӑп эпӗ сана», — тенӗ те карланкӑран чӑмӑртанӑ; Nikolas хӑйне пӑвса вӗлерме, чӑнах та, ҫӑмӑллине ӑнланса илнӗ, Кирсанов алли ун карланкине хытах чӑмӑртаман ӗнтӗ, сывлама пулнӑ, анчах ҫапах та карланкӑран тытса тӑнӑ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кивелме пуҫланӑ бобрик куртка, салтак пиҫиххипе туртса ҫыхнӑскер, ун ҫинче питӗ меллӗ ларать; шӑтнӑ тӗлӗсене питӗ тирпейлӗ питӗрнӗ тата сапланӑ симӗс шӑлаварӗпе кунчи вӗҫӗ таранах сӑрӑ пылчӑкпа витӗннӗ аттисем те хӑйсен ӗмӗрне тахҫанах ирттернӗ пулмалла ӗнтӗ; унӑн начар тумӗ хушшинче вара кӗмӗл пек йӑлтӑркка, питӗ лайӑх каракультен ҫӗленӗ хутахай кубанкки питӗ палӑрса тӑрать; вӑл ӑна куҫ харшисем ҫинех пусса лартнӑ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпӗ ҫавӑн чух кӗҫех хама хам пиҫиххипе пӑвса вӗлереттӗм, — ак мӗнле!
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Кӗнекисене вӑл арҫын ачасем пек чӗн пиҫиххипе туртса ҫыхнӑ.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Унтан пиҫиххипе ак ҫак пилеш ҫумне ҫыхса хур.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Йӳле янӑ тужурка айӗнчен чӗн пиҫиххипе ҫыхнӑ хура кӗпе курӑнать.Под старой расстегнутой тужуркой виднелась черная сатиновая косоворотка, подпоясанная ремешком.
XXVI. Йӗрлеҫҫӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл витӗнкӗҫе пуҫтарчӗ, ӑна чӗркуҫҫипе пусса чӗн пиҫиххипе туртса ҫыхрӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Степан каллех ӑна ярса илчӗ те пиҫиххипе ҫыхрӗ.
XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӑй, пӗчӗкскер, шуралса кӑйичченех ҫунӑ гимнастёрка тӑхӑннӑ, ҫиелтен пиҫиххипе хыттӑн туртса ҫыхса, ниҫта пӗр хутлам хӑварми якатса лартнӑ, халь вӑл пӗр вунпилӗк ҫул ҫамрӑкраххӑн курӑннӑ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Юркка ҫав-ҫавах тарать, Тамара ӑна хӑвалать, май килтерсе пиҫиххипе ҫапма тӑрӑшать.Юра убегает, Тамара гонится за ним, при удобном случае бьёт ремнём.
Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
(Тӑрук улшӑнса каять, Юрккана аллинчи пиҫиххипе хӗнеме пуҫлать).(Резко меняясь в лице, начинает бить Юру ремнем, оказавшимся в её руке).
Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Пиҫиххипе ҫыхнӑ кӗнекене ачан тытмалла мар-ха та.
Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20
Итлекенсем халӗ ҫав тӗлӗнмелле ачасем питӗ ырӑ та лайӑх пулнине курма пултарчӗҫ, унчченрех пек хӑтланнисемех вӗсене шутсӑр асса хӑтланнӑ пек, ҫавӑншӑн лайӑх чӗн пиҫиххипе хӗртме тивӗҫлӗ пек туйӑннӑ, халӗ ӗнтӗ вӗсем хӑйсем ҫавӑн пек шухӑшланӑшӑн хуйхӑрчӗҫ.
17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Эпир пӳрте чупса кӗтӗмӗр те нимӗҫ офицерӗн аллисене чӗн пиҫиххипе пӑрса ҫыхрӑмӑр.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Чӗн пиҫиххипе пилӗкне туртса ҫыхнӑ.
Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№
Сӑмахран, ӳсӗр ашшӗ 5-мӗш класра вӗренекен ывӑлне виҫӗ кун хӗненӗ: аллипе — пуҫран, пиҫиххипе — ураран, резина шлангпа кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен ҫапнӑ.
Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №
24. Вӑл кӗпе ҫӗлесе сутать, Финикия купсисене пиҫиххипе тивӗҫтерсе тӑрать.24. Она делает покрывала и продает, и поясы доставляет купцам Финикийским.
Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тата: Иоав, Саруия ывӑлӗ, мана мӗн тунине пӗлетӗн, вӑл Израиль ҫарӗн икӗ ҫулпуҫне — Нир ывӑлне Авенира тата Иефер ывӑлне Амессая — мӗн кӑтартнине те, вӗсене лӑпкӑ самана тӑнӑ вӑхӑтрах вӗлернине, вӑрҫӑ юнӗ тӑкса хӑй пилӗкӗнчи пиҫиххипе хӑй уринчи ура сыррине вӑрҫӑ юнӗпе хӗретнине пӗлетӗн эсӗ; 6. унӑн ватӑлса шуралнӑ пуҫне тамӑка ахаллӗн ярас мар тесессӗн, хӑвӑн ӑсу хушнӑ пек ту.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.